Уяв сакки сарлака
Канаш районĕнчи Валерий Михайлович Никонов фермерпа нумаях пулмасть паллашнăччĕ. Кăçалхи конкурс кăтартăвĕсем тăрăх - унăн хуçалăхĕ çемье фермисене аталантарма паракан патшалăх грантне тивĕçнĕ. Укçи çитсенех йышланнă выльăх валли çĕнĕ вите тума хыпаланатчĕ вăл. Иртнĕ эрне кун кĕтнĕ хута тинех алла илчĕ. Канаш районĕн Акатуйĕнче пачĕç ăна.
Николай Владимирович Андриянов
фермер та ĕç пуçласшăн. Малтан хывнă никĕс Валерий Никоновăннипех танлашаймасть, анчах хресчен хуçалăхне кирлĕ пек йĕркелесе аталантарасшăн. Çавăнпа тин çеç ĕçе пуçăнакан фермерсен конкурсĕнче çĕнтерсе патшалăх пулăшăвне тивĕçлĕ пулнă. Çакна ĕнентерекен сертификата вăл та çĕр ĕçченĕсен уявĕнче илчĕ.
Нумай çыншăн уяв юрă-ташăран пуçланать. Хресченшĕн вара унăн хапхи иртнĕ эрне кун техника куравĕпе уçăлчĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та Акатуйне çав хапхаранах кĕчĕ. Çĕнĕ йышши хăватлă тракторсене çĕре шанса пама юрать. Ĕçре вĕсем типтерлĕ те перекетлĕ. Ку вара паянхи куншăн паха. Ылтăн алăллă ĕçченсем те ăсталăхне çĕрне-кунне пĕлмесĕр туптаççĕ. Ял çынни каçсерен шухăшпах тĕлĕрет пулĕ. Ав Ухман ялĕнчи Петр Архипов тиемелли трактора ?погрузчик% хăй пуçтарнă. Пĕчĕк те меллĕ техника кил хуçалăхĕнче те, ялта та ахаль лармасть.
Ял тăрăхĕсем Акатуйне килсе çитнĕ хăнасене ăсталăхпа илемлĕх тĕнчине йыхравларĕç. Хăйсем мĕне пултарнине, аваллăха упранине, паянхи хресчен мĕнлерех пурнăçпа пурăннине кăтартса пачĕ вĕсен куравĕ. 24 ял тăрăхĕпе паллашрĕ çеç мар Михаил Игнатьев, унти çынсен шухăш-кăмăлĕпе те кăсăкланчĕ. Ав Аччасем пĕчĕк пĕвене пулăсем янă. Республика пуçлăхĕ çакăнпа мĕн каласшăн пулнине чухларĕ те арендăна илнĕ пĕве ял халăхне мĕнле усă панине ыйтса тĕпчерĕ. Вăта Кипеч ял тăрăхĕнче паллă сад ăсти пурăнать. Патвар калаçрĕ Михаил Игнатьевпа яла Çĕнĕ Шупашкартан куçса килнĕскер, мал ĕмĕтне пурнăçа кĕртме шухăшлаканскер çивĕч ыйту хускатрĕ. Шелттемсем Акатуйне килти хушма хуçалăхран кроликсемпе чăх-чĕп илсе килме ÿркенмен.
Пĕрисем акă республика ертÿçине сăрапа сăйларĕç. Лешĕ тутанса пăхрĕ те лавкка сăри пулнине уйăрса илчĕ. "Ара, ялта лавккари пек вĕретме вĕренсе çитрĕмĕр мар-и?" - маххă памарĕ кăпăклă шĕвекпе сăйлакан хĕрарăм. Теприсене сĕтĕн сутăн хакĕ чакни пăшăрхантарчĕ. Литрĕ 12 тенке юлнă-мĕн. Кулленхи пурнăçăн кукрашки нумай, вĕсене тÿрлетмелли майсем çинчен Михаил Игнатьев уççăн калаçрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ
Владислав Софронов та хăйĕн сăмахĕнче çитменлĕхсене палăртма именмерĕ. Уявра çакă ытлашши мар. Вĕсене курса тĕрĕс хакланинчен вăй илет те ыранхи лайăх пурнăç. Пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕрсене "ĕçлеттермелле" Канашсен. 5 пин гектара яхăнах вĕсем. Уйрăмах Ăнтавăш енче чылай. Владислав Васильевич асăннă тăрăх - ĕçе вырăнтан тапратма район администрацийĕ хĕрсех инвесторсем шырать. Вĕсем тупăнаççĕ. Ара официаллă майпа çĕре харпăрлăха илессипе район республикăра лайăххисен шутĕнче. Кун пек чух, паллах, çĕре укçа хывас шухăшлисене явăçтарма çăмăлрах.
Иртнĕ çулхипе танлаштарсан Канашсен çитĕнĕвĕсем пур. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене ытларах акнă. Вĕсен лаптăкне 14 процент ÿстернĕ ?пĕтĕмпе 15 пин ытла гектар акнă%. Шăтнă калча пахалăхĕпе, пусă çаврăнăшне кĕртнĕ çĕрсен лаптăкĕпе коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсенчен Киров ячĕллĕ ЯХПК, "АСК-Канаш", "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлешÿсем палăрнă. Районти 60 ытла фермертан Эдуард Шамуков, Вячеслав Петров, Иван Лукианов пултаруллисен йышне лекнĕ. Уйсене тĕрĕсленĕ комисси çапларах пĕтĕмлетÿ тунă. Район администрацийĕн ертÿçи вара маттуррисене чылай асăнчĕ.
Пурнăçланă ĕçпе епле савăнмăн? Районта патшалăхăн тĕрлĕ программипе, çак шутра "Пĕрлĕхлĕ Раççей" енĕпе те, нумай ачаллă çемьесене, вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене, тăлăх ачасене, хăтлăхсăр пурăнакансене, ялти çамрăк çемьесемпе граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтерме тăрăшнă. Ĕç малалла пырать. Пурăнма юрăхсăр çуртсенчи çынсене урăх вырăна куçарассипе Шăхасанта тата Канашра çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ.
Анаткас тата Атнаш ялĕсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлнă.
Ача сачĕсенчи черете пĕчĕклетес тĕллевпе Шăхасанти шкула тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Татмăшри авариллĕ шкул халăха чылайранпа калаçтарать. Лару-тăрăва аванлатма май килнĕ. Пĕлтĕр кунта 22 млн тенкĕлĕх ĕç тунă. Кăçал юсавпа строительство ĕçĕн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленмелле. Çакна валли укçа уйăрнă.
Республика кунĕнче Карăклăра ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт центрĕ уçăлмалла. Ялта кун пек чаплă комплекс хута кайнине Раççейĕпе те сайра тĕл пулатăн. Мĕншĕн шăпах Карăклăра уçăлать те- тĕр-и? Унта çак спорт енĕ вăйлă аталаннăран тата ăмăртусенче кăтартусем лайăх пулнăран. Надежда Федорова паян тĕнче шайĕнче кĕрешет.
Районта промышленноç та вырăн тупать. Акă, Хучел ял тăрăхĕнче металл шăратакан завода тинтерех кăна тума пуçланăччĕ, иртнĕ уйăхра унта 120 çын ĕçлеме те тытăннă. Производство тата анлăланать, апла ял çынни ĕç вырăнĕсĕр аптăрамĕ.
Паянхи кун ăна урăххи аптăратать - çумăр çуманни. Ялта пурăнаканшăн темле пулсан та çĕр хаклă, унран тухăç илес тет вăл.
Çавăнпа район администрацийĕн ертÿçи те, республика пуçлăхĕ те хресченсене вăйлă çумăра кĕтсе илме сунчĕç. Çумăрĕ çитсен Канашсем çĕртен тухăç илмелле. Михаил Игнатьев вĕсене тата тулăхрах пурнăçпа пурăнма чĕнсе каларĕ. Унăн чĕнĕвĕпе килĕшрĕç уява пуçтарăннисем. "Апла Республика кунĕ çитес çул Канаш районĕнче иртĕ. Шупашкара çитсенех кирлĕ хута алă пусăп", - хавхалантарчĕ республика ертÿçи.
Канашсем ĕçчен, пултаруллă, спортпа туслă пулнăран пуянлăха ÿстерессе, вăрăм кун-çуллă пуласса вăл ĕненчĕ.
Мĕнех, пысăк сума тивĕçлĕ çынсем уявра йышлă пулнине шута илсен вăл калани тÿрре тухмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. "Агат" тулли мар яваплă пĕрлешÿре вăй хуракан Олег Афанасьева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята пачĕç. Район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Валерий Павлов, Ачча ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕ Марина Порфирьева, Киров ячĕллĕ ЯХПК бригадирĕ Вячеслав Земфиров, культура тытăмĕнче тăрăшакан Геннадий Зиновьев ?Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕ% Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен Тав çырăвĕ тата асăнмалăх сехет илчĕç.
"Раççей ял хуçалăх центрĕ" патшалăх бюджет учрежденийĕн Канаш районĕнчи пай пуçлăхне Анатолий Денисова Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕç.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине чылайăн тивĕçрĕç: "Канашский" ăратлă чăх-чĕп заводĕнчен Зоя Андреевăпа Людмила Чернова, "Цивиль" хуçалăхран Елена Игнатьева. Киров ячĕллĕ кооперативри Валерий Константинов, "Слава картофелю-Канаш" агрофирмăри Раиса Никитина та çак йышрах пулчĕç.
Ытти тытăмсенче ĕçлекен маттурсене те чысларĕç. Районти ветерансен канашне ертсе пыракан Мария Данилова Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ пулса тăчĕ.
Районăн пултаруллă ĕçченĕсене, Акатуй уявĕнче савăнакансене Раççей Федераци Пухăвĕнче тăрăшакан ентешĕмĕртен Галина Николаевăран çитнĕ салампа паллаштарчĕç. Хамăр республикăри Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те парнесемпе хавхалантарчĕç.
Юрă-ташăпа çеç мар, 15 тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕпе те тулăх пулчĕ уяв. Лашасен чупăвне сывламасăр тенĕн пăхса киленчĕ халăх. Ара, хаклă парнесемшĕн - такапа тихашăн - юлан утçисем те вăй юлмиччен ăмăртрĕç.
Ирина Никитина.