- Чăвашла верси
- Русская версия
Каткассинчи ниме
Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Каткасси халăхĕ ял çăви çине тухрĕ. Никама та ÿкĕтлемен, килрен чĕнсе çÿрес йăла çук. Пурте лайăх пĕлеççĕ: çĕр типсен, йывăç-курăк пуçне кăларсан пĕтĕм йышпа масара тирпейлеççĕ. Вил тăприсене хыт хура ан пустăр, чалăшнă хĕрессене тÿрлетмелле. Ĕçĕ пурин валли те çитет. Çитĕннисемпе пĕрле ачи-пăчи те тăрмашать. "Кунта сан аслаçу выртать, юнашарах - асаннÿ", - ăса вĕрентет ашшĕ-амăшĕ. - Пăрахас мар вĕсене. Халь вĕсем пирĕн ĕçе сăнаççĕ, пирĕнпе калаçаççĕ. Сăвап тăвар пурне те".
Ют е паллă мар вил тăпри çук кунта. Хăйсен чи çывăх çыннисем çакăнта канлĕх тупнă. Ĕлĕкрех ялта 100 кил ытла пулнă теççĕ, халĕ çурринчен те катăкрах. Ял вучахĕ сÿнме тытăннă, çăва та юхăннă. Пăхса тăракан çуккипе ĕнтĕ. Мăян тата йывăç-тĕм кăкăр çÿллĕш ÿснĕ ретсенче хăвăн тăван-пĕтене те шыраса тупаймăн.
Çич-сакăр çул каяллахине çапла сăнарласа пачĕç çынсем.
Çук-çук, сÿнмен ялти пурнăç. Йăх-несĕлсене асра тытакансем, вĕсен ятне упраса хăварассишĕн пĕтĕм чунне пама хатĕррисем пур. Вĕсенчен пĕри - Валентин Иванов предприниматель. Çак тăрăхра çут тĕнчене килнĕ хастар чăваш пуçарнипех ĕнтĕ халăх ултă çул каялла çăва çинче пĕрремĕш ниме ирттернĕ, унтан ял уявне йĕркеленĕ. Чĕрĕлĕх сĕмĕ çапнă Каткассине.
- Мĕн хистерĕ сире çавнашкал утăм тума/ - ыйтрăм эпĕ Валентин Ивановичран.
- Чун хистевĕ, тăван-пĕтен йыхравĕ, - тет вăл. - Пĕлетĕр-и, кун çинчен эпĕ никама та каламан. 2000 çулта мана инфаркт çапса хуçрĕ, темиçе минут вилĕ выртнă. Леш тĕнчере пулса курнă хыççăн пачах урăх çын пулса таврăнтăм çĕр çине. Хамăр йăхсем чĕрĕлсе ура çине тăма, вĕсен чыслăхĕшĕн ырă ĕç тума вăй-хал пачĕç. Çавăнпа пĕтĕм тасатăва ял çăвинчен пуçлас терĕмĕр. Унта çитсе килме питĕ кансĕрччĕ. Тарăн çырма урлă кĕпер хывтартăм. Масар тавра тимĕр карта тытса çавăртăмăр. Çакна пурнăçлама хамăн укçана хĕрхенсе тăман. Мĕн чухлĕ уйăртăр тесе ан та ыйтăр. Шутламан, мĕн пуррине панă: техника, çынсем тытма та, материал туянма та. Ĕçĕ укçара-им/ Çут тĕнчепе сыв пуллашнисене сăвап туни паха. Пурте унта каятпăр-çке.
Иванов шухăшĕпе - Каткасси пек пĕчĕк ялсене ?район центрне çитме - 18, Шупашкара 48 çухрăм% малашлăхсăррисен шутне кĕртнĕ тапхăр калама çук пысăк сиен кÿнĕ. Çăлăнăç шыраса халăх хулана туртăнас пулăм халĕ те сисĕнет-ха. Çапах çынсене йĕркеллĕ пурăнма майсем туса парсан килсем хупăнмĕç. Газ кĕртни - ырлăх. Ял патне асфальт çул çитни - çăтмах. Анчах ял хушшинче çул сарассипе камăн ăшталанмалла/ Район хыснинче укçа çук, ял тăрăхĕн пушшех. Апла кунта 20-30 çултан та улшăну пулмĕ.
Валентин Иванович ку хутĕнче те пĕтĕм йывăрлăха хăй çине илнĕ. Çул сарма хĕлле кирлĕ материал турттарса хунă. Çăва тухсан ял урамне тикĕслесе хытарнă, хăйăр сапнă.
- Кирек епле ĕçе пуçăнсан та çĕре кĕнĕ асаттесемпе асаннесем пулăшса пыраççĕ пире, - каласа парать малалла Валентин Иванович. - Нимене пуçтарăниччен çумăр çăватчĕ, çăва çине çитрĕмĕр те - чарăнчĕ. Çырма урлă кĕпер тунă чухне пĕр тапхăр уяр кунсем тăчĕç, ăна хута ярсанах ăшă çумăр лÿшкерĕ. Вăт епле пулса тухать. Пирĕн йăх-тымарсем пулăшса пыраççĕ тесе тепре калатăп. Тен, хăшĕ-пĕри ку çын ăс-тăн енчен чиперех-ши тесе иккĕленĕ. Тăрри шăтăк этемсем кунашкал япаласемпе аппаланаймĕç. Пурте турра ĕненетпĕр, чиркĕве тăтăш çÿрекен сахал мар. Анчах шалти, чунри турă хамăра кун çути панă, çĕре кĕрсе выртнă несĕлсем патне туртать. Вĕсемшĕн мĕн чухлĕ ытларах тăрăшатпăр, уйрăлса кайнисем пирĕн ăнăçлăхшăн çавăн чухлĕ тавăрса параççĕ.
- Сирĕн çинчен хаçатра çырса кăларнă, телекуравпа кăтартнă хыççăн чылай ялта масарсене йĕркене кĕртме тытăнчĕç.
- Хĕпĕртетĕп куншăн. Çын чун-чĕрипе несĕлсен умĕнчи тивĕçне ăнланса илчĕ пулсан, эппин, ĕмĕр уссăр иртмен. Хамăр хыççăн ырă йĕр хăварнинчен пархатарлăрах тĕллев çук. Пĕлтĕр ял урамĕнче 1,5 çухрăм çул сартăмăр, кăçал - тепĕр çухрăм. Асфальт хуман эпир. Бетон производствин каяшĕсене сарса тухрăмăр. Эпĕ строитель, çирĕплетсех калатăп. Кунашкал çул асфальт пек çуркаланмасть. Пысăк стройка пуçлансанах халăх та çак ĕçрен юлмарĕ. Вăй çитнĕ таран кăштăртатрĕç. Туя çине тĕревлесе ерипен çÿрекен карчăк-кĕрчĕк те килте ларас темен, урамри хĕвĕшĕве тимлĕ сăнаса сÿтсе яваççĕ. Çул пулсан ял вилмест. Пĕр тĕслĕх çеç. Унччен çĕр лаптăкĕсене сутакансем пурччĕ, халь унашкаллисене тупаймăр. Ав епле улăштарчĕ хресчен шухăш-кăмăлне яка çул. Тĕрĕссипе патшалăх шайĕнче çакăн йышши проектсене ĕçе кĕртсен нумай ыйту татăлĕччĕ. Пысăк выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене тума пуçличчен чи малтан çул хывмалла, çуран çÿрекене те, машинăсене те меллĕ пултăр. Вара ытти объектсем те нумай кĕттермĕç.
- Ял уявĕ - халăха савăнăç кÿрекен самант.
- Çапла. Утă уйăхĕн пĕрремĕш шăмат кунĕнче ирттеретпĕр ăна. Аякрисем çав куна çулталăк кĕтетпĕр теççĕ. Свердловск облаçĕнчен ентешсем килсе çитнĕччĕ те питĕ тĕлĕнчĕç: "Мĕн чухлĕ улшăну. Вырăнти влаç маттур сирĕн". Район мар, хамăр çине тăнипе пулчĕ ку тесе калассăм килетчĕ. Чĕнмерĕмĕр. Хальччен тунипе мĕн хăпартланмалли. Йăх-тымара упраса хăварассишĕн, ял пуласлăхĕшĕн ĕçлетпĕр вĕт-ха.
Комментари хушас