Ниме

30 Çу, 2018

Тирпей–илем - хамăршăн

Симĕс те ешĕл курăк кашни çыннах савăнтарать, канăç кÿрет, вăй-хăват хушать. Анчах ял урамĕсене çĕнĕ сăн кĕртмешкĕн çÿп-çап чăрмантарать.
Пархатарлă ĕçе хутшăннин пĕлтерĕшне халăха ăнлантарас тĕллевпе Шуршăл ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хуракансем малтан ялсенче пухусем ирттерчĕç, хамăр пурăнакан вырăна таса та тирпейлĕ тытмаллине, çÿп-çапа çунтарма юраманнине аса илтерчĕç.

4 Çĕртме, 2014

Каткассинчи ниме

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Каткасси халăхĕ ял çăви çине тухрĕ. Никама та ÿкĕтлемен, килрен чĕнсе çÿрес йăла çук. Пурте лайăх пĕлеççĕ: çĕр типсен, йывăç-курăк пуçне кăларсан пĕтĕм йышпа масара тирпейлеççĕ.