Комментари хушас

30 Çу, 2018

Тирпей–илем - хамăршăн

Симĕс те ешĕл курăк кашни çыннах савăнтарать, канăç кÿрет, вăй-хăват хушать. Анчах ял урамĕсене çĕнĕ сăн кĕртмешкĕн çÿп-çап чăрмантарать.
Пархатарлă ĕçе хутшăннин пĕлтерĕшне халăха ăнлантарас тĕллевпе Шуршăл ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хуракансем малтан ялсенче пухусем ирттерчĕç, хамăр пурăнакан вырăна таса та тирпейлĕ тытмаллине, çÿп-çапа çунтарма юраманнине аса илтерчĕç.
Уплерсем нимене пуçаруллă хутшăнчĕç, типĕ курăка, ăпăр-тапăра çурхи шыв çурса кайнă вырăна йăтрĕç, çиелтен тăпрапа хупларĕç. Пире ял тăрăхĕн депутачĕ Станислав Отяков хавхалантарса пычĕ, мĕн пуçласа вĕçне çитичченех çынсемпе пĕрле тăрăшрĕ. Выльăх-чĕрлĕх çÿрекен лапамсене те тасатрăмăр. Ĕçлесе ĕшеннĕ халăха ял старости Юрий Кириллов кăнтăр апачĕпе — чăмăрла пĕçернĕ çĕр улмипе, хăярпа, помидорпа, тутлă салатпа — хăналанă хыççăн пурте çулсене тикĕслеме тухрĕç. Шăтăк-путăка тахçан ферма вити пулнă çурт ишĕлчĕкĕн сапалан-са выртакан кирпĕч катăкĕсемпе тултартăмăр. Каçхи апатпа Ирина Иванова çитрĕ, кунĕпе ĕçленĕскерсен киле çитсе хуран çакма та вăй юлмарĕ ĕнтĕ текелесе кăмакаран тин кăларнă ку-кăльпе сăйларĕ.
Пĕрлехи вăйпа тумалли ĕç-пуç пирĕн тăрăхра татах пур-ха. Иккĕленмелли çук, вĕсене те пурнăçлатпăрах: Уплерсем — туслă та ĕçчен халăх — ниме тесен кар пуçтарăнаççĕ.
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.