Çавра çăкăр - хĕвел тĕрри

4 Çĕртме, 2014

Етĕрне районĕнчи Пупăлькассинче ял уявĕ иртрĕ

Кун чухлĕ халăх пухăнасса никам та шухăшламан. Пĕр кун та мар, уйăх та мар, çулталăк хатĕрленнĕ çак уява. Летопиçре çырнине ĕненсен ял 1795 çулта пуçланнă, 12 йăх тымарĕ паян та аталанса чечекленет. Кашни йăх ял варринче тÿремре хăйĕн картишне туса çемье хăтлăхне кăтартрĕ.

Акă, Геннадийпе Наташа Ивановсем. Питĕ ĕçчен те маттур мăшăр. Пилĕк ача ÿстереççĕ. Пилĕк ывăл - пилĕк телей. Вĕсене ура çине тăратассишĕн лăш курмасăр ĕçлеме тивет. «Каçхи вун иккĕре выртатăн та ирхи тăваттăра вăранса каятăн», - тет Наталья Михайловна. - Виçĕ ĕне. Сумалла, витене тасатмалла. Кĕтÿ ямалла. Унсăр пуçне пыл хурчĕ тытатпăр. Пирĕн чун тĕпренчĕкĕсем - Алексей, Андрей, Дмитрий, Константин тата Даниил - пурнăç тивлечĕ, йăх тăсăмĕ. Вĕсенче пĕтĕм шанăç. Ĕмĕрĕпе сывлăхлă çÿреччĕр».

Семеновсен картишне те кĕрсе куртăмăр. Çав тери илĕртÿллĕ Эля тарават кĕтсе илчĕ: «Тавах турра, пире хĕвел çути панă атте-анне сывах, кăçалхи çу уйăхĕнче анне 90 çул тултарчĕ, атте 85-ре. Мария Ильиничнăпа Степан Семенович çак паллă кун килте юлмастпăрах терĕç, кăштăртаткаласа çитрĕç. Чăваш çи пуçне маларах çуса якатнă. Хамăрăн йăх йывăçне турăмăр та сакăр сыпăка çитрĕмĕр. Аслă асаттене Çемен тенĕ».

Пĕтĕм халăх чăваш тумĕпе. Урама икĕ енчен карталанса хăпарчĕç те пĕрлешсе ял пуçне сăвап турĕç. Уяв пуçланчĕ. Ял управĕ - çемье. Йăх тĕрекĕ - арçын. Вун икĕ йăх тăсăмĕ - арçынсем тÿремре ял юпине çĕклесе лартрĕç, ялав çĕклерĕç. Авалхи йăлапа йăх тункатисене чавса вырнаçтарчĕç. Капăр тумлă хĕрсем алран çавтăннă, юрă янăрать.

- Пурне те сăвап пултăр, çакă çутă тĕнчере пирĕн ăраскал ан сÿнтĕр, йăхсем аталанса пыччăр, çĕр сĕткенĕ ан типтĕр, - тет ял пуçĕ.

Виç çĕр-тăват çĕр çынна пĕр кĕвĕллĕн ярăнса утма-ташлама ятарлă репетици ирттермен пулин те йыш хусканăвĕ çыпăçуллă пулса пыни тĕлĕнтерчĕ. Самантлăха аваллăха таврăнтăмăр. Паллах ял çыннисемпе Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем тĕл пулса калаçнă, Пупăлькассин 219 çулне мĕнлерех паллă тăвасси çинчен канашланă. Çавăнпа Эдуард Константинович Бахмисова, Валерий Леонидович Клементьева ?вăл çак ял чăвашĕ% тав сăмахĕ каларĕç. Вĕсем пуçарнипе уяв уçланкине тирпейлесе тасатма пĕтĕм ял халăхĕ хутшăннă. Çавăнпа Пупăлькасси Çĕр чăмăрĕ çинче хăй чипер пурăнни çинчен тĕнче илтмелле пĕлтерчĕ. Тĕрĕссипе республика шайĕнче хальччен те кунашкал чăваш уявĕ ирттермен.

 

Ял юпи айне йăх йывăççи çинчен калакан хутсем антарчĕç. Хĕрсем пир тĕртеççĕ, арçынсем çава туптаççĕ. Параппан сасси пĕтĕм таврана чĕтретсе кисретет. Вăйă картине тăнă яш-кĕрĕмпе хĕр упраç йăхсен паркĕн никĕсне хыврĕç. Çамрăксем пысăк хурансем çĕклесе килчĕç те пурне те яшка çиме йыхравларĕç.

- Мана çакнашкал чысласса нихăçан та ĕмĕтленмен, - савăнăçне пытараймасть тăхăр вуннă урлă каçнă Мария Ильинична Семенова. - Кун пек чаплă уява пуçласа куратăп. Тавах пурне те.

Сцена çинче - Мăн Явăш ял тăрăхĕн ертÿçи Т.С. Леонтьева, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Н.Кузьмин, ЧНК вице-президенчĕ В.Л.Клементьев, район депутачĕсен пухăвĕн председателĕ А.А. Краснов, П.В.Столяров депутат, Палтай чиркĕвĕнчен килнĕ Владимир атте, Чăваш Енри тавра пĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи В.П.Станьял ăсчах, ытти сумлă хăнасем.

- Ака-сухана вăхăтра, йĕркеллĕ ирттертĕмĕр, халĕ асаттесен йăлипе, тăванлăх пархатарĕпе савăнма кăмăллă, - терĕ Татьяна Леонтьева.

Район пуçлăхĕ Владимир Кузьмин сăмах илчĕ:

- Çулпа çул пĕр килмест пулин те малаллах талпăнатпăр. «Выльский» тата «Союз» хуçалăхсем тĕш тырă культурисене лайăх пахалăхпа акса хăварчĕç. Район халăхĕ хăйĕн ĕçченлĕхĕпе палăрса тăрать. Промышленноç тата ял хуçалăх предприятийĕсем ÿсĕмлĕ утăмсем тăваççĕ. Мухтанатпăр сирĕнпе. Ĕçĕрсем малашне те ăнса пыччăр.

Уява çывхартас тесе Василий Иванович Андюков ?Саратов чăвашĕ%, Николай Васильевич Андриянов нумай тăрăшнă. Вĕсене районăн Хисеп хучĕпе чысларĕç.

- Кăçалхи культура çулталăкне çакнашкал илемлĕ куравпа паллă тунишĕн пĕтĕм чун-чĕререн хĕпĕртерĕм, - терĕ Валерий Клементьев. - Тус-тăванпа пĕрле пулсан эпир вăйлă. Пирĕн пурнăçра хăват параканни - тăван чĕлхе, авалтан пыракан йăла-йĕрке, чуна çывăх юрă-кĕвĕ. Хамăр пуянлăха упраса пуянлатса пырар. Валерий Николаевич Семенова, Виталий Леонидович Гурьева, Юрий Мефодьевич Сидорова, Геннадий Васильевич Федорова, Людмила Николаевна Квасовăна тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем Чăваш наци конгресĕн Хисеп хутне тивĕçрĕç.

Ялти чи ватă та хисеплĕ çынна - Мария Ильиничнăна - 90 çул тултарнă ятпа РФ Президенчĕ Владимир Путин саламланă.

Виталий Станьял ăсчаха сăмах пачĕç:

- Хам ĕмĕрте таçта та пулнă эпĕ. Пупăлькассине çитсен чăваш çĕкленĕвне тепĕр хут курса ĕнентĕм. Сирĕн ял историйĕ пуян. Паянхи ăру ял аталанăвне, ял чапне çĕнĕ страница çырать. Ытти чухне çĕр çыннин ерçÿ çук, паян пĕрле пуçтарăнса савăнма сăлтав пулчĕ. Сăвап сире.

«Вирьял», «Валинкке», «Сăрьен», «Пилеш», «Янташ», «Выла», «Шупуç», «Елĕм», «Гармони» юрăпа ташă ансамблĕсем, Мари республикинчен Кăкшамар ял тăрăхĕнчен килнĕ фольклор ушкăнĕ уява илем кÿчĕç. Вячеслав Христофоров, Валентина Кузнецова юрăçсене халăх тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ.

Çитес çул ялăн 220 çулхи юбилейĕ. Çав уява тата чаплăрах ирттересшĕн Пупăлькассисем.

Вячеслав Григорьев.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.