Артистран режиссера çитнĕ Зоя Никонорова
«Хыпар» Издательство çуртне нумаях пулмасть Зоя Сергеевна Никонорова /хĕр чухнехи хушамачĕ Сергеева/ кĕрсе тухрĕ. Çак çула çитсе те /хĕрарăм пирки калаçнă чухне вăл миçерине палăртмаççĕ, çапах та асăнса хăварасшăн - 80-ра/ питĕ лайăх упранса юлнă. Кунта, тен, професси вăрттăнлăхĕ те пур. Вăл Элĕк районĕнчи Мăн Карачурара çуралса ÿснĕ. Тăван ялĕнчи пуçламăш, Ассакассинчи çичĕ çул вĕренмелли, Калининăри вăтам шкулсенче, каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. Вун виçĕ çула яхăн Чăваш патшалăх пукане театрĕнче ĕçленĕ. Асра юлмалли мĕн чухлĕ роль калăпламан-ши!
Радио çурчĕн алăкне вара пуçласа 1956 çулта уçса кĕнĕ. Ун чухне театртах ĕçленĕ-ха. «Виçĕ хĕрача», «Шăнтăр, шăнтăр, кашкăр хÿри» спектакльсене пленка çине çырса илес тĕллевпе актерсене ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Валентина Элпи пуçтарнă. Çавăнтан пуçланнă Зоя Сергеевнăн радиори пурнăçĕ. Литература редакцине Куçма Чулкаç ертсе пынă, вăл та пултаруллă артискăна куçран вĕçертмен: тĕрлĕ кăларăма хутшăнтарнă. «Тĕлĕнмелле сăпайлă, интереслĕ çынччĕ», - тет ун пирки З.Никонорова. - Пĕрре тĕл пулса калаçни ĕмĕрлĕхе асра юлать. Ĕçе пуçăнас умĕн хавхалантарма пĕлетчĕ».
Аса илмелли те мĕн чухлех халĕ унăн.
1967 çулта Зоя Никоноровăна Чăваш телекуравне ĕçлеме чĕнсе иленĕ. Çав вăхăтрах радиора та ăна «Хатĕр пул» радиожурнал ертсе пыма шаннă. Çирĕм виçĕ çул хушшинче телекуравра малтан режиссер ассистенчĕ, унтан режиссер пулнă. Çамрăк куравçăсем валли редакторпа пĕрле кăсăклă пьесăсем суйласа илнĕ, артистсемпе калаçса татăлса вĕсене рольсем валеçсе панă. Хăш-пĕр роле хăй те вылянă.
Пултаруллă ачасене тупса палăртас, вĕсен ĕçĕсемпе ыттисене паллаштарас тĕллевпе Зоя Никоноровăпа унăн ĕçтешĕсем республика тăрăх нумай çÿренĕ. Ялан çул çинче, шыравра пулнă. Шкул ачисен юрри-ташшине çырса илсе телекуравпа кăтартнă. Ачасен пултарулăхĕн фестивальне ирттерме тытăнни хăй мĕне тăрать.
Ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕнче ĕçленисĕр пуçне вăл ял хуçалăх редакцийĕн ĕçне-хĕлне те тÿрремĕнех хутшăннă. Вăл çеç-и? «Хатĕр пул» журнала кăна 18 çул ертсе пынă. Венера Большова çамрăксем валли «Ăраскал» программа йĕркелесен унăн пĕрремĕш ертÿçи йышĕнче - Зоя Сергеевна. Ун пирки акă мĕн пĕлтерчĕ ĕç ветеранĕ: «Çак кăларăм хама та питĕ килĕшетчĕ, мĕншĕн тесен çамрăк пулнă, уйрăмах «Çырусем, шăпасем» ярăма кăмăллаттăм. Унта çыру питĕ нумай килетчĕ. «Ăраскала» Александр Волковпа ертсе пыма питĕ çăмăлччĕ, вăл калаçу йĕркелесе пыма ăстаччĕ. Çав вăхăтрах диктор тивĕçĕсене пурнăçлама та тиветчĕ. Телекуравра пĕрле ĕçленĕ чухне «Сенкер тĕпел» кăларăм йĕркелерĕмĕр. Редакторĕ, ертсе пыраканĕ Любовь Абрамова пулчĕ, режиссерĕ - эпĕ, кăларăм ятне тупма Венера Большова пулăшрĕ».
«Каçхи хăна» кăларăма та аса илмеллех. Раççей халăх артисчĕсемпе Татьяна Самойловăпа, Зинаида Кириенкăпа, РСФСР тава тивĕçлĕ артисткипе Лидия Макаровăпа тĕл пулнисем нихăçан та асран тухмаççĕ. СССР халăх артисчĕ Михаил Ульянов та, Андрей Капица ăсчах та - Чăваш телекуравĕн хăнисем. Вĕсене Зоя Никонорова режиссер тăрăшнипе ÿкерсе илнĕ.
Тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитсен Зоя Сергеевна Пукане театрне тепĕр хут таврăннă, педагогра ĕçлеме пуçланă. Куç курманнисен Лев Толстой ячĕллĕ республика библиотекинче вăй хунă. Чăваш тата вырăс писателĕсен паллă хайлавĕсене /пурĕ 50 произведени ытла/ вуласа магнит пленка çине çырса илнĕ, вĕсене куç курманнисен обществин членĕсем патне ăсатнă.
Пултаруллă та хастар хĕрарăмăн ĕçне-хĕлне асăрхамасăр, палăртмасăр хăварман. Чăваш Республикин чи пысăк наградине - Хисеп грамотине, ССР Союзĕн Патшалăх телерадион Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Надежда СМИРНОВА
Комментари хушас