Пирĕн пурнăçăн пĕр пайĕ

4 Çĕртме, 2014

Иртнĕ вырсарни кун Ишек пасарне кĕрсе тухма тиврĕ. Чылай çул каялла пулнăччĕ-ха кунта. Виçĕм кунхи пулăм манăçми ачалăхра упранса юлнă çак саманта куç умне тепĕр хут кăларчĕ: эпĕ, ялти шкулăн пуçламăш класĕнче вĕренекенскер, Ишек пасарĕнче пулнине тантăшсем мăнаçланса-мухтанса каласа панине итлесе йăлăхнăран, кукамая пĕр-пĕр кун мана та хăйĕнпе унта илсе кайма тилмĕрме пуçларăм. Ÿкĕте кĕртрĕмех хаклă çыннăма. «Ыран ирпе ирех, хĕвел тухичченех çула тухăпăр эппин», - терĕ вăл мана ачашшăн çупăрласа. Çав вăхăтрах çул çывăх марри çинчен те асăрхаттарчĕ. Шеллерĕ-ши?

Пасара çитсе килме палăртнă кун çĕрлех çула тухрăмăр: çывăх мар-çке, 30 çухрăма яхăн! Апла пулин те, халĕ те ас тăватăп, пĕртте нăйкăшмарăм, «ывăнтăм» тесе каламарăм. Мĕн курни, мĕн асăрхани тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ мана шавлакан, кĕрлекен, хĕвĕшекен пасар тĕнчинче. Пĕрремĕш курăм ачан пурне те пĕлме тăрăшакан асĕнче яланлăхах çырăнса юлчĕ. Чăннипех, хăйне уйрăм тĕнче кунта. Хăйĕн асамлăхĕ унăн, илĕртÿлĕхĕ. Астармăшĕ те пур тенĕ пулăттăм.

Пасар тесен ял вăранать иккен. Сутакан та, туянакан та, ман пек курма килнĕ çын та нумай: суйлаççĕ, хаклашаççĕ. Суйламалли вара темĕн те пур. Акă кунта уйран çÿпçи, шыв кĕвенти, пештĕр тата хуçалăхра ялан кирлĕ тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр сĕнеççĕ. Кăшт лере - тĕрлĕ çи-пуç сутакансен кĕтесĕ. Аш-пăш, сĕт-турăх, çăмарти-уйранĕ, тăпăрчă-турăхĕ, хăйми-çăвĕ - мĕн пур юр-варне илсе тухнă тейĕн ял çынни. Тата аяккарах - выльăх-чĕрлĕх сутакансен карти. Вăрăм черет тăрса тухса çырма хĕрринерех вырнаçтарнă каруççелпе ярăнни тепĕр чухне халĕ те аса килет. Йывăçран касса, сăрласа илемлетнĕ, тăмран ăсталанă теттесен речĕпе те иртрĕмĕр...

«Иртрĕмĕр» терĕм те, çак вырăнта чунра темле салху, йывăр пулса кайрĕ, чĕрене аса илÿ туйăмĕ хĕссе ыраттарчĕ. 40-50 çул каялла хăйĕн сумлăхĕпе Вăтам Атăл тăрăхĕнчи республикăсенчи халăхсен хушшинче палăрса тăнă, тăван халăхăмăрăн юрри-кĕввинче, такмакĕсенче сăнарланнă, ÿнер тĕнчинче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнă /вырăс художникĕсем те унăн сăнарлăхне хăйсен картинисенче вырăн памасăр хăварман/ Ишек пасарĕн пĕлтерĕшĕ, маларах каланă асамлăхĕ, илĕртÿлĕхĕ, астармăшĕ сĕвĕрĕлме тытăннăччĕ, вăхăт таппи ăна хăйĕн тусанĕпе хупласах лартнăччĕ. Хупăнас патнех çитнĕччĕ. Пĕр тапхăр канмалли кунсенче унта Ишек çывăхĕнчи ялсенчен, Трак енчен, Элĕкпе Муркаш тăрăхĕнчен килнĕ халăх пур пĕрех пуçтарăнкаларĕ, мĕн илсе килнине хăпăл-хапăл суткаларĕ, мĕн кирлине туянкаларĕ те - 2-3 сехетрен пасар саланчĕ. Ун вырăнĕнче çынсем хăварнă çÿп-çап, таса марлăх кăна юлатчĕ. Турра шĕкĕр, çав вăхăт хура йĕр хăвармасăр иртрĕ. Пурăнать-ха Ишек пасарĕ, кашни шăматпа вырсарни кун йышлă пухăнать. Апла тăк шăпи элчел килсе тухмарĕ.

Ун чухне Ишек пасарне кăна мар çакăн пек шăпа кĕтрĕ. Малтанхине телей пÿрнĕ пулсан, ыттисен пачах урăхларах килсе тухрĕ. Текех ураланаймарĕç. Тахçан республикипех кĕрленĕ Шăмат /Етĕрне районĕнчи Советски ялĕ/, Юн тата Мăнарни /Муркаш/, Выл /Элĕк/, Трак /Красноармейски/ пасарĕсен ячĕ-сумĕ пĕчĕккĕн-майĕпенех сÿнсе, манăçа тухса пычĕ. Элĕксем кăна хăйсен Выл пасарĕн чапне, малтанхи ятне тавăрассишĕн тăрăшнă пек туйăнать. Кунта халĕ те вырсарни кунсерен пасарăн ĕлĕкхи вырăнне пухăнаççĕ: кил-тĕрĕшри кирлĕ хатĕр-хĕтĕре, канăç мĕнне пĕлмесĕр çитĕнтернĕ выльăх-чĕрлĕхне, ÿстернĕ пахча çимĕçне сутаççĕ. Ялта та строительство анлă сарăлнăран туянмалли те сахал мар: шуç тимĕрĕ те кирлĕ, хăми-пĕренине те хатĕрлемелле, цементне, блокне, ыттине кÿрсе килмелле. Вак-тĕвек таранах. Укçу кăна пултăр. Ял çыннин вара вăл çÿлтен тăкăнса тăмасть - ăна-кăна сутса майлаштарать, йÿнеçтеркелет. Пÿрт-çурт лартас, хуралтă çавăрас тесе ял çынни 2-3 ĕне, 3-4 е ытларах сысна усрать, сурăх-качака, чăх-чĕп тытать, каярахпа вĕсене пасара илсе тухать.

Виçĕм кунах хам çуралнă тăрăхра - Красноармейски районĕнче пултăм. Трак салине Шупашкар енчен пырса кĕнĕ çĕрте сылтăм енче, Мăн Шетмĕ шывĕн лапамĕнче тахçан пасар кĕрлетчĕ, халăх ярмăрккара савăнатчĕ. Халĕ кунта шăплăх хуçаланать. Юрать-ха, мĕн авалтан пыракан Акатуйăн ĕмĕрĕ вăрăм пулчĕ. Татах тăсăлтăрччĕ вăл. Тен, пасар та тепĕр хут вăй илĕ.

Пасар вăл, тĕпрен илсен, суту-илÿ вырăнĕ. Анчах манăн унăн пĕлтерĕшне çак ансăр хĕсĕк ăнлава вырнаçтарас-шăнăçтарас килмест. Кирек мĕн каласан та анлăрах, туллирех пулнă унăн пĕлтерĕшĕ: çывăх çынсен, тăвансен тĕл пулса калаçмалли, тĕнче хыпарне пĕлмелли вырăн та пулнă вăл. Мĕнех пытармалли, çамрăк чĕресем кунта хăйсен телейне шыранă. Ял çыннине пасар нумай енпе çыхăнтарнă.

Темиçе çул каялла çĕр-шывра «хуçаланнă» асар-писер тапхăрĕ «хурăнташне» хăй айне лÿчĕркесе, пĕтĕрсе чикрĕ, унăн таса, çутă пĕлтерĕшне ансăрлатса лартрĕ. «Тĕнче улшăнать, çĕнелет. Кивви аваллăха юлса пырать» теме пултаракан вулаканăма хирĕçмесĕр хирĕçлесе çапла калас килет: малашлăхпа пурăнни аван, çĕннине кĕтни - ырă. Анчах хамăр пурнăçăн пĕр сыпăкне шухăшламасăр, кирлĕ мар пулăм вырăнне хурса сăлтавсăр манăçа хăварни аслă тата килес ăрусен умĕнче пирĕн, халĕ пурăнакансен, ят-сумне ÿстермест, паллах. Кам хисеплĕ пире, кам ырăпа асăнĕ енчен те эпир хамăр кун-çулăн, халăх историйĕн пĕр тапхăрне манăçа кăларатпăр, вăхăт тăсăмĕнчи пулăма хисеплеместпĕр пулсан? Пасар ытти пулăм пекех - пирĕн пурнăçăн пĕр пайĕ, унăн культури...

 Юрий СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.