Archive - 4 Çĕртме, 2014

4 Çĕртме, 2014

Мĕн пур искусствăран пĕлтерĕшли - кино

Нумаях пулмасть чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕ чăмăртанчĕ. Хальхи вăхăтра чăваш кино ăстисен умĕнче мĕнлерех çивĕч ыйтусем тăраççĕ? Мĕн савăнтарать, пăшăрхантарать вĕсене?

4 Çĕртме, 2014

Йĕпремсем - тĕрĕ ăстисем

Кама мĕнле те, мана тĕрĕ юлашки вăхăтра çĕнĕрен йăл илнĕ пек туйăнать. Ялти хĕрарăмсем кăна мар, хуларисем те тĕрлеççĕ халĕ. Паллах, чат авалхи тĕрĕ мар ĕнтĕ вăл, çапах та алă ĕçне манманни паха.

4 Çĕртме, 2014

Юрату çуркунне çеçке çурать

...Канашран Улатăра çÿрекен пуйăсран Йĕпреçре анса юлсан вăл пĕр хушă перрон çинчех тăчĕ. Тепĕр тесен кунта ăна никам та кĕтмест, çывăх тăван та, паллакан та çук унăн поселокра. Хăна çак тăрăха пуçласа килнĕ. Çавăнпа та вăл малтанлăха: «Ăçталла каймалла-ха?» - тенĕн, енчен-еннелле пăхкаланă май хăй умне 15-16 çулсенчи шкул ачи çитсе тăнине сисмен те. Липа /хĕр ачана çапла чĕнеççĕ/ аякран, сăртлă-туллă Дагестан Республикинчен килнĕ çынна «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне илсе килме ăс çитернĕшĕн ăна пĕтĕм кăмăлтан тав турăм. Çапла паллашрăм Рамазан Магомедовпа.

 

4 Çĕртме, 2014

Çĕнĕ технологисем çĕнĕ хăват хушаççĕ

Чăвашпотребсоюз, ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви, Журналистсен союзĕ нумай çул туслă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем пĕрлехи мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ.

Pages