Archive - Apr 2014

апреля 26th

Чăваш халăхĕн истори тымарĕ тарăн. Ĕмĕрсене пĕрлештерекенскер çирĕпленсе кăна пырать. Нумаях пулмасть республикăра регионсен хушшинчи йăх йывăçĕсен виççĕмĕш конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта 23 ĕç тăратнă, вĕсенчен 6-не ачасем хатĕрленĕ.

Комсомольски тăрăхĕнчи Кĕçĕн Çĕрпÿелте пурăнакан Анна Ефимова ĕçченлĕхшĕн тата хастарлăхшăн Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. Пурнăç тумхахĕсене çĕнтерсе ырă ята тивĕçнĕскерне ял тăрăхĕнчи çамрăксем сума суни, манса кайманни паха.

Начаркка, çинçешке...

Шăпа çул кăтартса пырать пире. Пĕлтĕр, Чăваш наци конгресĕ йĕркелекен Аслă Пуху умĕн, Украинăри йăхташăмăрсем патне çыру янăччĕ. Çакăнти ентешсене пĕр тытăма пĕрлештернĕ Надежда Лисовая çийĕнчех сас пачĕ. Шупашкара килмессерен çĕнĕ шухăш тĕвĕленни, хăват хушăнни пирки сăмах хускатрĕ вăл.

Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртри тулли мар вăтам шкул директорĕ Анастасия Бахматова 2012-2013 вĕренÿ çулĕ пуçланиччен истори, общество пĕлĕвĕ учительне шыраса район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмне ыйту хăварнă. Шкул ертÿçи патне çав кунах шăнкăрав килнĕ: учитель тупăннă иккен.

Иртнĕ тунти кун «Учительсен вăтам ĕç укçи» темăпа ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова брифинг ирттернĕ. Вĕрентекенсен шалăвне пĕчĕклетни пирки сас-хура сарăлни хальхинче тĕл пулу йĕркелемелли сăлтава çаврăннă. Пуш уйăхĕнче ĕç укçине, кăрлач-нарăсрипе танлаштарсан, пĕчĕкрех илнĕ май учительсем пăшăрханса ÿкнĕ-мĕн. Светлана Владимировна ыйтăва тĕплĕн уçăмлатса панă.

Сусăрсене патшалăх кăна мар, общество та айккинче сирсе хăвармасть. Вĕсем шăпа кӳрентернисене йĕркеллĕ пурнăçа тавăрас, сыввисемпе пĕрле хутшăнтарас тĕллевпе ĕçлеççĕ. 2012 çулта ЧР Сывлăх сыхлав министерстви, республикăри Хĕрарăмсен канашĕ, Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Искусство терапийĕ» пĕрлĕхлĕ проект хатĕрлерĕ.

Эх, канăç çук çав арçынсенчен! Паллашу кĕтесне пĕлтерÿ панă хыççăн пĕр вĕçĕм шăнкăравлама пуçларĕç. Кур-ха - никам та пĕччен пурăнасшăн мар, пурне те мăшăр кирлĕ. Мĕншĕн хальччен авланман-ши вĕсем? Мана шыранă пулинех. Хваттерте пурăнатăп терĕм те... Хайхисем тÿрех хăш урамра тĕпленнине пĕлесшĕн. Хальлĕхе мăнаки патĕнче выртса тăратăп. Кайран упăшкан килне куçасшăн.

26 Apr, 2014 | Хыпар | Хула | Пулăм

Ĕнер çанталăк ăмăр тăчĕ. Вăл шăпах пирĕн çирĕплĕхе, эпир чăвашлăха мĕнле парăннине тĕрĕслемелли кун пулчĕ тейĕттĕм. Тĕлĕнмелле те, Чăваш чĕлхи кунне халалласа Аслă вĕрентÿçĕн И.Я.Яковлевăн тĕп хулари палăкĕ умĕнчи митинга халăх кунашкал сахал пуçтарăннине халĕччен курманччĕ.

Pages