- Чăвашла верси
- Русская версия
Чун туртать ялалла
Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртри тулли мар вăтам шкул директорĕ Анастасия Бахматова 2012-2013 вĕренÿ çулĕ пуçланиччен истори, общество пĕлĕвĕ учительне шыраса район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмне ыйту хăварнă. Шкул ертÿçи патне çав кунах шăнкăрав килнĕ: учитель тупăннă иккен. Шупашкартан яла куçса килме тĕв тунă Виталий Артемьев шăпах ĕç шыранă. Хулари хăтлăхпа сыв пуллашса пĕчĕк те кивĕ шкула килме мĕн хистенĕ-ха ăна? Халĕ, ялти яш-кĕрĕмпе хĕр упраç хуланалла талпăннă май, çакă тĕлĕнмелле пулăм евĕрех.
Хапăлласа йышăннă
Виталий Александрович Патăрьелте кĕтсе илчĕ. Хула çыннине, тумтирĕпе кăна мар, тыткаларăшĕпе те уйрăларах тăраканскерне, тÿрех асăрхарăм. Унăн мăшăрĕпе те паллашма тĕв туса вăл ĕçлекен çĕре, район больницине, çитрĕмĕр. Светлана Вениаминовна - ача çуратмалли çуртăн неонатологĕ, тин кăна çут тĕнчене килнисен сывлăхне тĕрĕслет. Унччен çамрăк хĕрарăм Çĕнĕ Шупашкар больницинче хăйĕн специальноçĕпех ĕçленĕ. 2012 çулта сыватмăша юсава хупнă хыççăн тухтăра çур çуллăха тÿлевсĕр отпуска янă. Анчах хальхи вăхăтра ĕçлемесĕр пурăнайăн-и вара? Мăшăрĕпе канашланă та района ĕçе вырнаçса «Земство тухтăрĕ» программăпа усă курма шухăшланă. Пĕрле вĕреннĕ тусĕсем Патăрьеле чĕннĕ, ĕç вырăнĕ пуррине систернĕ. Патшалăх пулăшăвĕ хваттер туянма илнĕ кивçене саплаштарма шăпах та меллĕ пулнă.
Арăмĕ больницăна вырнаçсан Виталий те кĕçех ку тăрăхра ĕç шырама пикеннĕ. Телее, ыйту çырса хăварнă кунхинех тупăннă вăл. Районта çамрăк специалистсене хапăлласах йышăннă. Вĕсен ывăлĕсене шкула, ача садне вырнаçтарма та пулăшнă.
Кил
Артемьевсем малтанах райцентрта пĕр пÿлĕмлĕ хваттер, каярахпа уйрăм çурт тара тытнă. Кÿршисемпе те ăнăçнă çемьене. «Тутарĕ, вырăсĕ, чăвашĕ туслă пурăнатпăр», - палăртать икĕ ача ашшĕ.
- Яланлăхах куçса килес теместĕр-и? - ыйтрăм унран.
- Кун пирки шухăшлатпăр-ха... Пĕр пĕлĕшĕм çурт туянасшăнччĕ, кивĕскершĕнех 1 миллион тенкĕ ыйтаççĕ имĕш. Çĕр питĕ хаклă кунта, хура пулнишĕн çапла хăпартаççĕ-ши ăна? - терĕ вăл. Кайран çапла хушса хучĕ:
- Пĕлетĕр-и, канмалли кунсенче хулана кайсан та чун кунталлах туртать.
Светлана салара ÿснĕ-ха, анчах Виталий ял пурнăçĕн тути-масине кукамăшĕ патне Красноармейски районне хăнана кайсан кăна ас тивкеленĕ. Çапах та халĕ вăл кунта та хăйне хăтлă та ирĕклĕ туять, йывăр ĕçрен пăрăнмасть, çава та, пуртă-мăлатук та тытать.
Çĕнĕ шкул çĕклĕç
Малалла Виталий Артемьев ĕçлекен шкула Çĕнĕ Ахпÿрте çул тытрăмăр. Райцентран 8 çухрăмра вырнаçнăскере учитель хăйĕн автомобилĕпе çÿрет.
Тулли мар пĕлÿ паракан вăтам шкул иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче хута кайнă. Классенчи пĕрене стена, кирпĕч кăмака... аваллăх сĕмне упраççĕ. Çак пĕчĕк тĕнчере те пурнăç вĕрени сисĕнет. Хĕр ачасен шкул формине тÿрех асăрхарăм: хăмăр кĕпепе хура саппун - эпир те çапла çÿреттĕмĕр...
Шкула паянхи кун 74 ача сукмак такăрлатать. Анчах та вĕсен йышĕ хĕрарăмсем ача çуратманнипе çыхăнман, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне Патăрьеле илсе çÿреме ÿркенмест. Ялта çĕнĕ шкул строительстви пуçланасси пирки калаçаççĕ, ку сăмаха ял тăрăх администраци пуçлăхĕ Валентин Тукмаков та çирĕплетрĕ, çывăх вăхăтра ĕçе тытăнмалла-мĕн.
«Коллектив, ашшĕ-амăшĕ, ачасем çамрăк педагога тÿрех хисеплеме пуçларĕç. Хăйĕн предмечĕсемсĕр пуçне географи те вĕрентет вăл. Ачасене хушма пĕлÿ парассипе нумай ĕçлет, олимпиадăсене хутшăнтарать», - лайăхпа кăна хакларĕ унăн ĕçне шкул директорĕ. Кунта килнĕ çулах Виталий Александровича 6-мĕш класс ертÿçине çирĕплетнĕ.
Патăрьеле килĕштернĕ
Пĕлтĕр ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов Çĕнĕ Ахпÿрте ĕçлĕ çул çÿревпе килсен хула учителĕ çĕнĕ условисене мĕнле хăнăхнипе, хăйне мĕнле туйнипе кăсăкланнă. «Арăмĕсем декабрист-мăшăрĕсем хыççăн Çĕпĕре çити кайни истори кĕрсе юлнă-ха, эпĕ те хама мăшăр хыççăн ссылкăна килнĕнех туятăп», - шÿтленĕ Виталий Александрович. Анчах вăл халĕ Патăрьелпе чунпа çывăхланма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кунти тирпейлĕх, ăш пиллĕхпе лăпкăлăх илĕртет ăна.
Çамрăк педагогсен ыйтăвне Чăваш Ен Ертÿçи Михаил Игнатьев куçран вĕçертмест. Кăçал нарăс уйăхĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситет студенчĕсемпе тата тин кăна диплом илсе пурнăç çулне педагогикăпа çыхăнтарма палăртнисемпе тĕл пулнăччĕ. Вĕсене Шупашкартан Патăрьеле куçса кайнă Артемьевсенчен тĕслĕх илме сĕннĕччĕ. Аслă пĕлÿллĕ те тÿрĕ кăмăллă специалистсем ялалла туртăнсан пуласлăх та хăратмĕ.
ЧР Вĕренÿ Министерстви пĕлтернĕ тăрăх - паянхи кун тĕлне республикăри педагогсен мĕн пур йышĕнче 35 çула çитичченхи çамрăксем - 14,6%, вĕсенчен 6,2% ялта пурăнать. Çамрăксене шкула илĕртес тĕллевпе тĕрлĕ пулăшу кÿреççĕ: коммуналлă тăкаксене саплаштарма хушма тÿлев уйăраççĕ, ĕç укçине те 3 çулччен урăх коэффициентпа шутласа параççĕ. Кунсăр пуçне муниципалитетсен те хавхалантармалли мелсем пур. Сăмахран, Элĕк, Улатăр, Çĕмĕрле районĕсенче çамрăк учительсене пĕр хутчен 5 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Пăрачкав районĕнче уйăхсеренех оклад çумне - 3 пин тенкĕ, Шупашкарта, Вăрнарта, Çĕмĕрле районĕсенче - 1 пин тенкĕ, Элĕк, Çĕрпÿ, Шăмăршă районĕсенче пĕр оклад чухлĕ хушса параççĕ.
Çамрăк учителĕн шалăвĕ вăтамран - 15 пин тенкĕ. Çĕрпÿ районĕ 5 курс студенчĕсене 2 пин тенкĕ стипенди тÿлеме те хирĕç мар, анчах çамрăкăн диплом илсенех вĕсем патне ĕçе вырнаçмалла. 2012-2013 вĕренÿ çулĕсенче унашкалли икĕ стипендиат тупăннă та ĕнтĕ. Кунтах çамрăк педагогсене коммерци наймĕ мелĕпе пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтереççĕ.
«Ялăн социаллă аталанăвĕ» республика программипе пĕлтĕр 34 учитель çемйи çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Педагогсен 50 çемйи, вĕсенчен 14-шĕ ялта пурăнакансем, «Çамрăк çемье» программăпа усă курнă.
2012-2013 çулсенче 89 çамрăк учитель çурт-йĕр туянмашкăн çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çамрăк педагогсене патшалăх 23377428 пин тенкĕлĕх пулăшнă.
Комментари хушас