Хĕрсем çара каясшăн

- Алăкран кăларса ярсан чÿречерен килсе кĕрет, - терĕç учительсем Вера Барко пирки. Хăюллă та хастар, маттур хĕр ача пулнăран çапла калаççĕ-мĕн. Çирĕп тĕллевлĕ, тăрăшуллă, пур çĕрте те малта пыракан вĕренекенпе «ЧХ» вулаканĕсене те паллаштарас килчĕ.

Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн 11-мĕш класĕнче ăс пухакан Вера ачаранах спортпа туслă. Ытларах биатлон, акватлон, шывра ишессине, чупасси-сикессине кăмăллать. Районта Вера сахал мар пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавна май Хисеп хучĕсен шучĕ те çук. «Зарницăсене» 7-мĕш класран тытăнса пĕр сиктерми хутшăнать.

Вера куккăшĕпе инкĕшĕ патĕнче пурăнать. Амăшĕ çамрăклах çул çинчи инкекре вилнĕ. Виççĕри хĕр ача ăна лайăх та ас тумасть. Кайран ашшĕ те чирлесе ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Верăна тата тетĕшне Сергея куккăшĕпе инкĕшĕ усрава илнĕ. Тепĕр ашшĕ-амăшĕнчен те лайăхрах çитĕнтернĕ вĕсене ку çемьере. Тăлăх пулнине пачах та туйма паман. Сергей халĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра физикăпа математика факультетĕнче вĕренет. Хĕр пĕрчи вара 11-мĕш класс хыççăн Вологдăри çар училищине каяс ĕмĕтпе пурăнать. Çар психологĕ пуласшăн вăл. Верăна мĕн ачаран çар çыннисен тумĕ илĕртнĕ. Пĕчĕкренех вăрçă çинчен киносем курма, кĕнекесем вулама юратать. «Тăван çĕр-шыва хÿтĕлес, ăна юрăхлă пулас килет», - тет мал ĕмĕтлĕскер.

Мăн аслашшĕ украин пулнă унăн. Ашшĕ Тутарстанри Пăлхар хулинче çуралса ÿснĕ. Кайран Патăрьелне куçса килнĕ. Верăн ашшĕ те, амăшĕ те шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ. Хĕр ача спорта юратни ахальтен мар апла. Евгений Николаевичпа Альбина Геннадьевна Верăн çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе çунаççĕ.

Редакцирен. ЧР çар комиссариачĕн граждансене çар тивĕçне пурнăçлама хатĕрлекен уйрăм пуçлăхĕпе С.Пласкинпа калаçрăмăр. Паянхи кун Раççейре Суворов тата Нахимов 17 училищи. Хĕрсене пирĕн çĕр-шыври ултă училищĕре йышăнаççĕ: 1. Саратов облаçĕнчи Вольск çар училищи. 2. Санкт-Петербургри транспорт тата тыл академийĕ. 3. Пензăри артиллерипе инженери институчĕ. 4. Ростоври ракета çарĕсен çар институчĕ /Дон çинчи Ростов/. 6. Новочеркасскри аслă çар училищи. Шел те, Вологдăри çар училищи пирки татăклăн калаймарĕ Сергей Пласкин. «Çулсерен Раççей çар училищисене 20-30 хĕре çеç йышăнаççĕ. Конкурс калама çук пысăк - пĕр вырăна 40 çын. Театр училищисенче çакăн чухлĕ абитуриент çук. Çапах та пуçа усмалла мар. Кăçал Чăваш Енрен 300 ытла çамрăк çар училищине кайма хатĕрленет», - терĕ вăл.

Верăна, хăй умне пĕчĕккĕллех çирĕп тĕллев лартнăскере, ăнăçу сунатпăр! Ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанатпăр.

 

Комсомольски районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Елена АТАМАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.