Шăпа пÿрни ăçта-ши?
Эх, канăç çук çав арçынсенчен! Паллашу кĕтесне пĕлтерÿ панă хыççăн пĕр вĕçĕм шăнкăравлама пуçларĕç. Кур-ха - никам та пĕччен пурăнасшăн мар, пурне те мăшăр кирлĕ. Мĕншĕн хальччен авланман-ши вĕсем? Мана шыранă пулинех. Хваттерте пурăнатăп терĕм те... Хайхисем тÿрех хăш урамра тĕпленнине пĕлесшĕн. Хальлĕхе мăнаки патĕнче выртса тăратăп. Кайран упăшкан килне куçасшăн.
Тăратăп çапла çурт умĕнче çăмăл машина килсе чарăнасса кĕтсе. Палламан пĕр арçынпа подъезд умĕнчех тĕл пулма калаçса татăлтăмăр та. Илтесчĕ сирĕн - телефонпа мĕнле çепĕç пуплет вăл. Сăмахĕсем чĕрене ирĕлтереççĕ. Таксипе çитрĕ чун çунтармăш. Аллинче чечек çыххи те, канфет курупки те çук. Мана, пĕрре курнă çынна, ыталама, чуп тума хăтланчĕ. Эпĕ ăна хваттере кĕртмерĕм, кафене чĕнтĕм. Сергей укçа чиксе тухман-мĕн. Манăн та енчĕк пушă. Мĕн тумалла ун пек чухне? Вăт пуç ватмăш... «Юлташăн килĕнче юсав ĕçĕсем пуçланнă. Апла тăк, атя, ăна пулăшма кайăпăр», - сĕнтĕм вăл тарăн шухăша путнине кура. Çук, килĕшмерĕ. Киле кĕртсе чей ĕçтерсен тин унăн кăмăлĕ тулать иккен. Хам Шупашкарта хăналанни, ĕçе вăхăтлăх вырнаçни çинчен каласа кăтартсан... çаврăнчĕ те утрĕ. Сăмса айĕнче тем мăкăртатрĕ, унăн ман пеккисем нумаййине çеç ăнланса юлтăм.
Теприн инкĕшĕ шăнкăравлать. «Петĕре хĕр тупса памаллаччĕ», - тет. Ăна ялтан хулана ярасшăн. Хĕрарăм шантарнă тăрăх - ку çамрăкпа пурнăç тума пулать. Петĕре вокзала кайсах кĕтсе илтĕм. Инкĕшĕ ман валли пĕр сумка кучченеç парса янă. Тăпăрч та, сĕт те, какай та чикнĕ. Эпĕ хула майри мар вĕт, хам та кашни эрнере яла çÿретĕп. Çын патĕнче пурăннине пĕлсен Петĕр лавккаран пĕр кĕленче эрех илсе тухрĕ. «Ăçта каймалла ĕнтĕ манăн халĕ?» - аллисене ик еннелле сарчĕ черетлĕ савни. Вăл ман патра çĕр каçма шухăш тытнă иккен. Урамра уçăлса çÿренĕ хыççăн Петĕрĕн юлташĕсем патне кайма лекрĕ. Те тĕл пулăпăр ĕнтĕ унпа урăх? «Хальхи вăхăтра Шупашкарта тĕпленме йывăр. Хваттер илме мĕн чухлĕ укçа кирлĕ! Манăн общежитири пÿлĕмре те, çын патĕнче те пурăнас килмест», - чунне уçрĕ Петĕр. Килĕшетĕп унпа, анчах нимĕнпе те пулăшма пултараймастăп.
Виççĕмĕшĕ пĕрремĕш тĕл пулурах мунчана чĕнчĕ. Çăмăл шухăшлă хĕр вырăнне хучĕ-ши мана? «Пĕр-пĕрне киленÿ кÿни - йĕркеллĕ пулăм», - çине тăчĕ Ваççа. Çынлăх картинчен тухни мар-и çакă? Намăсланма пĕлменскер авлансан та тепринпе вырăн ăшăтĕ. Уй, кайтăрах хăйĕн çулĕпе.
Ăнланма йывăр хальхи арçынсене: телефонпа çыхăнсан авланасшăн, кайран... хваттер çуккине пĕлсен шухăшĕсене улăштараççĕ. Хĕрарăм тутлă пĕçернине те, киле хăтлăлатнине те, мăшăршăн тата ачасемшĕн пурăннине те хаклама пĕлмеççĕ ахăр вĕсем. Пур пĕрех шанăçа çухатмастăп. Кĕçех шăпа пÿрнипе тĕл пуласса чун сисет.