- Чăвашла верси
- Русская версия
Ӳнерпе сиплеççĕ
Сусăрсене патшалăх кăна мар, общество та айккинче сирсе хăвармасть. Вĕсем шăпа кӳрентернисене йĕркеллĕ пурнăçа тавăрас, сыввисемпе пĕрле хутшăнтарас тĕллевпе ĕçлеççĕ. 2012 çулта ЧР Сывлăх сыхлав министерстви, республикăри Хĕрарăмсен канашĕ, Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Искусство терапийĕ» пĕрлĕхлĕ проект хатĕрлерĕ. Вăл «Ренова» ырă кăмăллăх фондчĕн грантне тивĕçнĕччĕ. Çĕнĕлĕх хута кайнă май пĕлтĕр Республика клиника, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенчи больницăсенче пукане театрĕн мини-спектакльне пурĕ 15 хутчен кăтартрĕç. Куракансем - инсульт тата инфаркт чăтса ирттернĕ пациентсем. Хальхинче, ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче, хула 1-мĕш клиника больницин реабилитаци уйрăмĕ пултарулăх лапамне çаврăнчĕ. Унта шалкăм çапнисем, пуç мими, нерв тытăмĕ чирĕсемпе нушаланакансем, алă-ура ĕçлеме пăрахнисем сипленеççĕ. Сыватмăшра пысăк технологиллĕ хальхи йышши хатĕрпе кăна мар, искусство мелĕпе те усă кураççĕ. Ӳнер - тĕлĕнмелле вăй-хăватлă тĕнче. Ăна курма, итлеме, тытса пăхма май пур. Çавăнпах вăл чуна хускатать, йывăрлăха сирет кăна мар, сывлăха тĕреклетме те пулăшать. Ӳкерӳ, сăмахран, алă моторикине, юрлани вара калаçăва аталантарма пулăшаççĕ. Пукане театрĕн ӳнерĕ те сусăрсемшĕн лайăх витĕм кӳнине специалистсем те çирĕплетеççĕ.
- Реабилитаци уйрăмĕ ыттисенчен уйрăларах тăрать. Кунта стенасем та çутăрах, вĕсене картинăпа илемлетнĕ. Пуç мимин ĕçне йĕркене кĕртес тесе пациентсене лайăх кăмăл-туйăм парнелеме тăрăшатпăр. Сиплевшĕн çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ, - палăртрĕ хула 1-мĕш клиника больницин тĕп тухтăрĕ Лидия Воропаева.
Проект ертӳçи, Чăваш патшалăх пукане театрĕн директорĕ Елизавета Абрамова реабилитаци уйрăмне курăмлă материал - пуканеллĕ перчетке - парнелерĕ. Ку ахаль тетте те, çи-пуç та мар, вăл чирлĕ çыннăн шухăшлав ĕçĕ-хĕлне аталантарма, пӳрнесене вылятма пулăшать-мĕн. «Пысăк пӳрне - каччă, ыттисем - пикесем. Çав яш авланма шухăшланă та хĕр шырать. Авă епле чуп тăвать чиперккесене!» - ăнлантарчĕ Елизавета Ариевна курăмлă хатĕрпе паллаштарнă май. Тĕрлĕ сюжет йĕркелени чирлисен пуç мимине ĕçлеттерет-мĕн. Ку перчеткене пукане театрĕ тухтăрсемпе пĕрле канашласа ăсталанă.
Искусство терапийĕн пӳлĕмне уçнă кун «Атя, Тилĕ, яра пар!» /режиссерĕ - ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий Филиппов/ спектакль кăтартрĕç. Театр сеансĕ чирлисене савăк кăмăл парнелерĕ. Куракансем алă çупрĕç, чунтан кулчĕç. Чăваш кĕвви çеммипе хăшĕ-пĕри ташша яма та хатĕрччĕ. Спектакль хыççăн пациентсем пултарулăх ушкăнне тав турĕç, юмах килĕшнине пĕлтерчĕç.
«Эпĕ больницăра час-часах сипленетĕп. Паян курни мана питĕ тĕлĕнтерчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче те артистсем госпитале аманнă салтаксене хавхалантарма çӳренĕ. Çак çĕнĕлĕхе пуçаракансене эпĕ тав тăватăп. Пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех эпĕ култăм, артистсем чуна витермелле выляççĕ. Спектакль хыççăн кăмăл та улшăнчĕ. Кирек хăш больницăра та юмаха хапăлласах йышăнĕç», - шухăшне пирĕнпе пайларĕ çамрăках мар хĕрарăм.
Юлашкинчен куракансем çитес спектаклĕн сыпăкĕпе паллашрĕç. «Хăçан курма пулĕ-ши ăна? Больницăна театр тепре хăçан килĕ?» - ку ыйтусене проект авторĕ уçăмлатрĕ.
- Çывăх вăхăтрах май тупма тăрăшăпăр. Çапах та проект пĕлтерĕшне шута илсе хамăр ырă пуçарăва малалла тăсăпăр. Тепĕр хутчен ĕç хатĕрлесе грант илме тăратас шухăш пур, мĕншĕн тесен хальлĕхе артистсем тӳлевсĕрех ĕçлеççĕ. Искусство терапийĕ сиплевре мĕнле витĕм кӳнине тухтăрсем тĕпчеççĕ, кĕçех пĕтĕмлетӳ тăвĕç, - терĕ Елизавета Абрамова.
Пархатарлă ĕçе малашне те пурнăçа кĕртме вĕсене вăй-хал сунатпăр.
Комментари хушас