Archive - 11 Ака, 2014

11 Ака, 2014

“Эпир çамрăксене шанатпăр”

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн машиностроени факультетĕнче ЧР çамрăксен инноваци пултарулăхĕн центрĕ уçăлчĕ. Кунта машиностроени, строительство, электротехникăпа электроника, медицинăпа гуманитари енĕпе 3D-модельсемпе конструкторсем тăвассине аталантарĕç.

11 Ака, 2014

Диктанта кура ытти акци йĕркеленет

Кăçал Пĕтĕм вырăс диктанчĕ ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртĕ. Вăл Чăваш Енре кăçалхипе иккĕмĕш хут пулĕ. Диктант Новосибирск хулинче йăл илнĕ. Студентсем вырăс чĕлхине хисеплесе флеш-моб йĕркеленĕ. Пилĕк çул вăл шкул диктанчĕ пек çеç пулнă. Малтанах унта 200 яхăн çын çеç хутшăннă. Пурăна киле ытти хула та акци йĕркелеме тытăннă.

11 Ака, 2014

Юрăç авланнă-им?

Ырă кун пултăр, хисеплĕ редакци. Чăваш эстрада юрăçисен концерчĕсене час-часах çÿренĕ май кашни артиста паллатăп. Мана Эдуард Комиссаров юрлани кăмăла каять. Анчах юлашки вăхăтра вăл сцена çинче курăнма пăрахрĕ. Юрăç авланнă теççĕ. Сас-хура тĕрĕсех-ши? Эдуард кама качча илнĕ-ши?

11 Ака, 2014

“Шăпа пилленĕ вăхăта усала паман”

Шăпа тени кашнин хăйне евĕр. Çапах... хĕрарăма, арçынпа танлаштарсан, çак пурнăçра хăйĕн чăн тĕллевĕпе хаклăхне тупма чылай йывăртарах, мĕншĕн тесен чи малтан вăл амăшĕ, ăна çут çанталăк этемлĕхĕн шăнкăртатса юхакан çăл куçне тумламсемпе - ачасемпе - тултарма пилленĕ. Çавăнпах унăн чун килĕштернĕ профессие е çемье телейне суйлама тивет. Паянхи тĕпелĕн хăни - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Шевлепи - Чăваш халăх çыравçин Юхма Мишшин мăшăрĕ пулман тăк, тен, чăваш литературин çÿпçине хăйĕн «чун тĕпренчĕкĕсемпе» тата ытларах пуянлатĕччĕ? Çак ыйту тавра чунне уçма килĕшрĕ хĕрарăм çыравçă.

11 Ака, 2014

«Пĕчĕк лаша» кĕçенет, театра чĕнет

Пĕр салара Петр ятлă хресчен пурăнать. Унăн виçĕ ывăл пур: асли Данило - питĕ ăслă, иккĕмĕшĕ Гаврило - апла-капласкер, кĕçĕнни Иван ыттисенчен катăк. Çак ятсем сире мĕнле те пулин юмаха аса илтермерĕç-и? Эппин, малалла итлĕр. Малалла вулас...

11 Ака, 2014

Укçа пухать... юрă çыртарма

Никита Родионов тесен нумайăшĕ тус-тантăшĕ хушшинче юлташне, тăванĕсен йышĕнче палланă çынна аса илме тăрăшать пулĕ. Тен, хăшĕ-пĕри Раççей ÿнерçи Никита Родионов çинчен илтнĕ. Ахăртнех, çакăн пек ят-шывлă ача республикăра темĕн чухлех. Манăн вара сире Шупашкарти 47-мĕш вăтам шкулта вĕренекенпе паллаштарас килет.

11 Ака, 2014

Культура çурчĕ - хавхалану çăл куçĕ

Чăвашкассинчи Макаровсене пĕр калăпран тунă çăпатапа танлаштарас килет: арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрне ăнланса вун улттăмĕш çул пĕрле пурăнаççĕ. Çемье çирĕп те тĕреклĕ пулни мăшăрпа калаçнинченех сисĕнчĕ. Вĕсем çÿпçипе хупăлчи пекех, ку арçын, ку хĕрарăм ĕçĕ тесе пайламаççĕ, килĕштерсе кун кунлаççĕ.

11 Ака, 2014

Ачасем сочинение вырăсла шухăшласа çыраççĕ

Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне иккĕмĕш хут çитрĕмĕр. Кÿршĕ регионти чăвашсем тăван пекех çывăх. Пире пĕр чĕлхепе калаçни çеç мар, нумай-нумай ытти пулăм пĕрлештерет. Çамрăк ăру вырăсланни - чуна ыраттаракан чи çивĕч ыйтусенчен пĕри.

11 Ака, 2014

Картишре 14 ĕне тата...

Туй кунĕнче ĕлĕк çамрăк мăшăра ырлăх-сывлăхпа, телейпе пĕрлех сак тулли ача-пăчаллă пулма суннă. Халĕ те пысăк йыш сунаççĕ-ха, анчах урăхларах калаççĕ. Тин кăна пĕр çемьене чăмăртаннăскерсене футболистсен ушкăнĕ чухлĕ ача çуратса ÿстерме сĕнеççĕ.

11 Ака, 2014

Мăн кун парни

Туссем, Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн тепĕр эрнере чи çутă уяв - Мăн кун - пулать. Вăл пирĕн чĕрене ырăлăх тултарать, малашлăх çутă та хаваслă пуласса шантарать. Мăн куна çемьепе пĕрле кĕтсе илеççĕ. Тĕн уявĕнче сĕтел çине кулич, хĕретнĕ çăмарта лартаççĕ.

Pages