Картишре 14 ĕне тата...

11 Ака, 2014

Туй кунĕнче ĕлĕк çамрăк мăшăра ырлăх-сывлăхпа, телейпе пĕрлех сак тулли ача-пăчаллă пулма суннă. Халĕ те пысăк йыш сунаççĕ-ха, анчах урăхларах калаççĕ. Тин кăна пĕр çемьене чăмăртаннăскерсене футболистсен ушкăнĕ чухлĕ ача çуратса ÿстерме сĕнеççĕ. Тутарстанра çур ĕмĕр ытла каялла пĕрлешнĕ Насыровсем çакăн çинчен шухăшламан та ĕнтĕ, анчах Аллах панă чунсене пĕрин хыççăн теприне кун çути кăтартнă. Вĕсем 14 пепкене çутă кун парнеленĕ, вĕсенчен 9-ăшĕ - ывăл. Чăнах та, футболистсен команди. Анчах сăмахăм кун пирки çеç мар-ха.

Пысăк çемье Çĕпрел районĕнчи Алешкин Саплăк ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Сатурккара пурăннă. Пурăннă тени вырăнлах мар, мĕншĕн тесен унта халĕ те кун кунлаççĕ. Насыровсен çурчĕ кĕске вăхăт çеç хупă тăнă. Кил вучахне тепĕр хут камсем чĕртнĕ-ха? Хурава ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Петр Артемьевпа Çĕнĕ Сатурккана çитсен пĕлтĕм.Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.