Archive - 20 Нарăс, 2014

20 Нарăс, 2014

Кун хыççăн кун. Нарăс, 20.

«Пĕтĕм халăх диктантне» хатĕрленме вăхăт

«Пĕтĕм халăх диктанчĕ» акци кăçал Космонавтика кунĕнче - ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче - иртĕ. Унта хутшăнма тĕнчери 60 çĕр-шыв, Раççейри 200 хула хутшăнма кăмăл пурри çинчен пĕлтернĕ. Ăна ку хутĕнче те Новосибирск патшалăх университечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсен ушкăнĕ пуçарĕ.

20 Нарăс, 2014

Çĕр улми сумĕ ан чактăр

"Çĕр улмине мухтав" агрофирма" юлташлăх çур акине хатĕрленет. Чăваш Енре "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтерес енĕпе ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыракан хастар йышăн 14-мĕш ĕççийĕ ку. Хуçалăх тилхепине Хасиятулла Идиатуллин тытнăранпа шăп та лăп вунă çул.

20 Нарăс, 2014

Маларах çитĕнекенни - тупăшлăрах

Куславкка районĕнчи Василий Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕ юлашки çулсенче тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтерсе пĕтĕм республикăна тĕлĕнтерет. Купăста уявĕ çинчен халĕ кÿршĕллĕ регионсенче те аван пĕлеççĕ. Пусă çаврăнăшĕнче çĕр улми те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.

20 Нарăс, 2014

Выçлăхра вилĕмрен çăлнăскер...

Паха çак çимĕçе халăх «иккĕмĕш çăкăр» тесе хисеплет. Тырă пулман çулсенче вăл час-часах сĕтел çинчи пĕртен пĕр апат шутланнă. Чăваш çĕр-шывĕнче çĕр аллă çул кăна ĕлĕкрех хĕнпе сарăлнăскер ХХ ĕмĕрте пирĕн халăха темиçе хутчен те выçăпа вилсе пĕтесрен сыхласа хăварнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче хресченсене пĕрлешÿллĕ хуçалăхра кунĕн-çĕрĕн вăй хурсан та тырă валеçсе паман. «Иккĕмĕш çăкăрпах» çырлахнă вĕсем.

20 Нарăс, 2014

Ют çĕр-шыв çыннисен вăйĕпе усă курасси

Пирĕн республикăра ют çĕр-шыв гражданĕсене вырнаçтарасси ытти патшалăхра пурăнакансене Чăваш хутлăхĕн территорийĕнче вăхăтлăх вырнаçас тĕллевпе ĕçлеме ирĕк панă квота тăрăх пурнăçа кĕрет. 2014 çулта ку кăтарту 1345 единицăпа танлашать, çав шутра 10-шĕ - йыхравланипе.

2014 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 109 ĕçпе тивĕçтерекен патĕнче ют çĕр-шывăн 423 çынни вăй хунă.

20 Нарăс, 2014

Ытти регионта кĕтеççĕ

Килĕшÿ çирĕплетнĕ тăрăх - граждансене республика тулашĕнче ĕçе вырнаçтараççĕ. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби асăннă тĕллевпе 19 килĕшÿ тунă, çав шутра Мускав хулин Ĕç тата халăх ĕçлевĕн департаменчĕпе тата Санкт-Петербург хулин Ĕç тата халăх ĕçлевĕн комитечĕпе тата ыттисемпе.

20 Нарăс, 2014

Пĕчĕк заводăн пысăк çитĕнĕвĕсем

Вăрнарти хими завочĕ /халĕ - "Август" фирма/ 1930 çулта ĕçлеме пуçланă. Çав тапхăртанпах предприятире физкультурăпа спорт юхăмĕ вăй илме тытăннă. Паян завод ĕçченĕсем ĕç кăтартăвĕсемпе кăна мар, спортри çитĕнÿсемпе те мухтанма пултараççĕ.

Спортсăр - пĕр кун та

20 Нарăс, 2014

Хамăрăннисемшĕн хавхаланатпăр

Тĕнчери чи вăйлă спортсменсен тупăшăвĕсене куç илмесĕр сăнатпăр. Паллах, хамăрăннисемшĕн уйрăмах хавхаланатпăр: вĕсем пĕр-пĕр ăмăртура çĕнтерсен савăнатпăр, мала тухаймасан пăшăрханатпăр.

20 Нарăс, 2014

Хÿтĕлевçĕ кунне халалларĕç

Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, киревсĕр йăласенчен хăтарас тĕллевпе Шупашкарти техникумсенче кашни уйăхра мини-футбол турнирĕсем йĕркелес шухăша çамрăк спортсменсемпе вĕсен тренерĕсем ырласа йышăнчĕç.

20 Нарăс, 2014

Олимп çулăмĕ çул çÿревре

Хальхи вăхăтра чылай ял-хулара Олимп çулăмĕн эстафетисем иртеççĕ. Çак тĕллевпе пирĕн республикăра "Олимпиадăпа çывăхлан" акци пуçарнă. Кăрлач уйăхĕн малтанхи кунĕсенчех пуçланнăскере кашни районта йĕркелеççĕ.

Pages