Ытти регионта кĕтеççĕ

Килĕшÿ çирĕплетнĕ тăрăх - граждансене республика тулашĕнче ĕçе вырнаçтараççĕ. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби асăннă тĕллевпе 19 килĕшÿ тунă, çав шутра Мускав хулин Ĕç тата халăх ĕçлевĕн департаменчĕпе тата Санкт-Петербург хулин Ĕç тата халăх ĕçлевĕн комитечĕпе тата ыттисемпе.

2014 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби ирĕклĕ çынсемпе ĕçсĕр граждансене вырнаçтармашкăн Раççей Федерацийĕн 4 регионĕпе икĕ енлĕ килĕшÿсем хатĕрленĕ, вĕсемпе килĕшÿллĕн 63 çынна ĕçлеме янă. 2014 çулта Чăваш Республикин тулашĕнче 1115 çынна вырнаçтармалла.

Кăçалхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче рабочисене Чул хула облаçĕнчи "Монтажэнерго" ОООна, Воронеж облаçĕнчи "Красинское" ОООна, Тула облаçĕнчи "Нива" ОООна, Мускав облаçĕнчи "Мосэнергострой" СПК" АУОна, Волгоград облаçĕнчи С.С.Петров тата С.В.Казаченко уйрăм предпринимательсем патне ĕçе вырнаçтармашкăн яма палăртаççĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекен служба

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.