Кун хыççăн кун. Нарăс, 20.

«Пĕтĕм халăх диктантне» хатĕрленме вăхăт

«Пĕтĕм халăх диктанчĕ» акци кăçал Космонавтика кунĕнче - ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче - иртĕ. Унта хутшăнма тĕнчери 60 çĕр-шыв, Раççейри 200 хула хутшăнма кăмăл пурри çинчен пĕлтернĕ. Ăна ку хутĕнче те Новосибирск патшалăх университечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсен ушкăнĕ пуçарĕ.

Çакнашкал акци планетăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансене вырăс чĕлхине мĕнлĕрех пĕлнине тĕрĕслеме май парать. Кĕтнĕ пек пулас тăк кăçалхи акцие 45 пин çын хутшăнмалла. Пĕлтĕр пирĕн республика кунашкал мероприятие пуçласа хутшăнчĕ пулин те кăтартусем кĕтнинчен лайăхрахчĕ.

Кăçал хăйсен çырури пĕлĕвне тĕрĕслеме кăмăл тăвакансене филологсем халех пулăшма хатĕр. Нарăсăн 21-мĕшĕнчен тытăнса И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ?пирĕн республикăра акци шăпах унăн тата «Советская Чувашия» хаçат пуçарăвĕпе% кашни эрне кун заняти иртĕ. Унта вырăс чĕлхинчи тĕп правилăсене аса илтерĕç.

Хальлĕхе пулас диктантăн текстне кам хатĕрлесси - вăрттăнлăхра. Ăна Интернет-эфирта трансляцилесси вара паллă.

Сăмах май - вырăс чĕлхипе диктант çырнă хыççăнах чăвашсем те хăйсем тăван чĕлхине еплерех пĕлнине çак мелпе тĕрĕслеме пултарĕç. Йăхташсем йышпа диктант çырассине кăçал та Чăваш чĕлхин кунĕнче йĕркелеме палăртаççĕ. Ун çинчен тĕплĕнрех каярах пĕлтерĕпĕр.

А.КУПРИЯНОВА.

 

 

Çыхăну çирĕпленет

Пĕлтĕр Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçри культура центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Тури Тăрмăшпа Пăлаçи Атăк ялĕсене концерт программипе савăнтарнăччĕ.

Çак кунсенче вара Çĕньял ял тăрăхĕнчи «Илем» фольклор ушкăнĕ Кивĕ Эйпеçсем патĕнче хăнара пулнă. Шкулти акт залне халăх йышлă пухăннă. Куракансем ытларах анатри чăвашсен халăх юррисене ăшшăн йышăннă.

Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василий Казанцев хăнасене ăшшăн тав тунă. Кăçал, Культура çулталăкĕнче, уйрăмах килĕштерсе ĕçлемеллине палăртнă. Тĕл пулу тĕлне Кивĕ Эйпеçсем чăваш наци апат-çимĕçĕ янтăланă.

Р.АНАТОЛЬЕВА.

 

 

Сĕнтĕрвăррисен ташши

Сĕнтĕрвăрри хулинче районти вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕ тата культурăпа туризм çурчĕ пуçарнипе ташăçăсен фестивалĕ иртнĕ.

Унта районти шкул командисен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕн тĕрĕсленĕ. Пĕрремĕш конкурсрах çамрăк артистсем хăйсемпе паллаштарнă, иккĕмĕшĕнче хальхи кĕвĕ-çемĕн хăйне евĕрлĕхĕпе халăх ташшисен пуянлăхне кăтартнă. Ташăçăсен балĕнче профессионалсем тупăшнă тейĕн: пурте хастар та хăюллă пулнă.

Жюри членĕсене хулари 1-мĕш гимназире вĕренекенсен сатурлăхĕ уйрăмах килĕшнĕ, вĕсене чи сумлă парнепе чысланă. Кукашни шкулĕн «Ритм» ушкăнĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă, Хуракасси ялĕнчи «Экстрим» - виççĕмĕш. «Командăн чи лайăх ертÿçи» ята Кукашни шкулĕн хĕрĕ Надежда Николаева тивĕçнĕ.

Е.АНДРЕЕВ.

 

 

Вĕрентекене асрах тытаççĕ

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче халĕ спорт уйăхлăхĕ иртет. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем унта хастар хутшăнаççĕ. Уроксем хыççăн та, канмалли кунсенче те тĕрлĕ ăмăрту, спорт вăййи, конкурс, тĕл пулу иртет. Çав вăхăтрах Сочире иртекен Олимп вăййисене те пăхаççĕ.

Çак кунсенче вара пĕлÿ çуртĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх Николай Кузнецов учителе асăнса волейбол турнирĕ иртнĕ. Физкультура предметне вĕрентнĕ Николай Аврамович пурнăçран уйрăлнăранпа çулпа çул чылай ылмашнă ĕнтĕ. Апла пулин те унăн ырă та çутă сăнарĕ вĕренекенсен, ĕçтешĕсен асĕнчен тухмасть. Турнирта яшсемпе хĕрсен, учительсен чылай команди вăй виçнĕ. Николай Кузнецовăн кубокне вара 11-мĕш класс волейболисчĕсем тивĕçнĕ.

А.ГРОМОВА.

 

 

Пьедестал çинче - пулас олимпçăсем

Канмалли кунсенче спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрĕ республикăри чи хастар йĕлтĕрçĕсене пухнă. 230 яхăн спортсмен Чăваш Ен чемпионĕн ятне çĕнсе илессишĕн тупăшнă.

Сочире иртекен Олимп вăййисене халалланă ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче йĕлтĕрçĕсем классика мелĕпе тĕрлĕ дистанцире вăй виçнĕ. Хăйсен ушкăнĕсенче Шупашкар районĕнчи Николай Федоров, Джамилия Барановăпа Кристина Львова, Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Алексей Иванов, Канашри Леонид Евлампьев çĕнтернĕ. Тĕлĕнмелле: чемпионатăн иккĕмĕш кунĕнче те вĕсене çитекенни пулман, чи лайăх кăтартусемпе палăрнăскерсем республика чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Палăртма кăмăллă: пурте вĕсем Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптаççĕ, тĕрлĕ ăмăртура Чăваш Ен тата Раççей чысне хÿтĕлеççĕ. «Пирĕн шанăç, пулас олимпçăсем», - тенĕ йĕркелÿçĕсем çĕнтерÿçĕсене хавхалантарса.

А.МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.