Хÿтĕлевçĕ кунне халалларĕç

Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, киревсĕр йăласенчен хăтарас тĕллевпе Шупашкарти техникумсенче кашни уйăхра мини-футбол турнирĕсем йĕркелес шухăша çамрăк спортсменсемпе вĕсен тренерĕсем ырласа йышăнчĕç.

Нарăс уйăхĕнче "Текстильмаш" спорт залĕнче иртнĕ черетлĕ ăмăртăва футболистсем Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалларĕç. Финалта 4 команда тупăшрĕ: Шупашкарти механика-технологи техникумĕ, электромеханика колледжĕ, транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕ... Чылай очко пухса çĕнтерÿçĕ ятне хулари машиностроени техникумĕ тивĕçрĕ. Команда чысне 11 студент хÿтĕлерĕ /тренерĕ - Григорий Михайлов/. Чи лайăх спортсменсене Александр Григорьева, Дмитрий Матвеева, Дмитрий Иванова тата Никита Владимирова ятарлă парнесемпе хавхалантарчĕç. Мала тухнă командăна турнира пуçарса янă пултаруллă футболист тата тренер Николай Платонов кубокпа чысларĕ.


Н.СИРЕНЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.