Хамăрăннисемшĕн хавхаланатпăр

20 Нарăс, 2014

Тĕнчери чи вăйлă спортсменсен тупăшăвĕсене куç илмесĕр сăнатпăр. Паллах, хамăрăннисемшĕн уйрăмах хавхаланатпăр: вĕсем пĕр-пĕр ăмăртура çĕнтерсен савăнатпăр, мала тухаймасан пăшăрханатпăр. Ют çĕр-шыв атлечĕсен хастарлăхĕ вара тĕлĕнтерет: акă Беларуç биатлонçи Дарья Домрачева тĕрлĕ стартра виçĕ ылтăн çĕнсе илме пултарчĕ.

Раççей спортсменĕсем те ыттисенчен юласшăн мар. Ку эрне те ăнăçлă пуçланчĕ: бобслейçăсем пухмача "ылтăнпа" пуянлатрĕç. Хальлĕхе Раççей командин 5 чи пысăк награда, вĕсен йышĕ ÿсессе шанатпăр. Пиллĕкмĕш "ылтăн" хуçисем - Александр Зубковпа Алексей Воевода. Пирвайхи стартсенчех малта пыракансем тĕнчери чи вăйлă бобслейçăсене кая хăварса пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иртнĕ Олимпиадăра виççĕмĕш кăтартупа палăрнăскерсем пĕрремĕш хут чемпион ятне тивĕçрĕç.

Çав кунах фигуристсем çĕр-шыва "бронза" парнелерĕç. 20 çулти Елена Ильиныхпа 23-ри Никита Кацалапов пăр çинче ташлас енĕпе пултарулăх кăтартрĕç. Вĕсем командăсен турнирĕнче "ылтăн" çĕнсе илнĕччĕ. РФ спорт мастерĕ Николай Олюнин ытлари кун сноубордистсен чупăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Раççей команди хальлĕхе пиллĕкмĕш вырăнта /19 медаль/. Олимп вăййисем вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç, çак тапхăрта пирĕннисем лайăх кăтартусемпе савăнтарасса шанас килет.


А.МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.