Олимп çулăмĕ çул çÿревре

20 Нарăс, 2014

Хальхи вăхăтра чылай ял-хулара Олимп çулăмĕн эстафетисем иртеççĕ. Çак тĕллевпе пирĕн республикăра "Олимпиадăпа çывăхлан" акци пуçарнă. Кăрлач уйăхĕн малтанхи кунĕсенчех пуçланнăскере кашни районта йĕркелеççĕ.

Аса илтеретпĕр: Олимп çулăмĕн эстафети Шупашкарта раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртрĕ. Пин-пин çынна çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, хавхалануллă шухăш-ĕмĕт парнелерĕ, Чăваш Ене тĕнчери чи пысăк ăмăртупа пĕр тĕвве çыхăнтарчĕ. Республикăри паллă спортсменсемпе тренерсем, культура ĕçченĕсемпе ÿнер ăстисем, ветерансемпе студентсем, спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем - пурĕ 163 çын - Олимп çулăмне хула урамĕсемпе йăтса тухрĕç. "Олимпийский" стадионта лазер-шоупа тата чуна тыткăнлакан фейерверкпа тĕлĕнтернĕ чаплă самант паян та кашнин асĕнчех.

Олимп çулăмĕн паянхи çул çÿревĕ - çак уявăн тăсăмĕ. Республикăри паллă спортсменсемпе тренерсем хăйсен тăван тăрăхĕсене çитсе шкулпа садик ачисене, çамрăк атлетсемпе вĕсен вĕрентекенĕсене çулăм паллипе паллаштараççĕ, хăйсен кун-çулĕпе çитĕнĕвĕсем çинчен каласа параççĕ. "Олимпиадăпа çывăхлан" уйăхлăха Çĕмĕрлери 3-мĕш вăтам шкулта ирхи зарядкăран пуçланă. Зарядкăна вара çак шкултах вĕренекен Ольга Севастьянова ирттернĕ. Мĕншĕн тивĕçнĕ-ха вăл çак чыса? 8-мĕш класра вĕренекенскер ишевçĕсемпе çăмăл атлетсен республикăри тата çĕр-шыври турнирĕсенчен пĕрре мар медальпе таврăннă, çавăнпа вăл хăйĕнчен кĕçĕнреххисене спортпа туслашма чĕнет.

Кăрлач уйăхĕн юлашки кунĕсенче Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 7-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Валерий Мулендеев хулари 200-мĕш садикре пулнă. Республикăри тĕп велосипедçă ачасем патне пушă алăпа пыман: пĕчĕкскерсем Олимп символне курсан çав тери савăннă, хăвăртрах тытса пăхма васканă. Валерий Андреевич ачасене паллă спортсменсем çинчен каласа кăтартнă.

"Шупашкар пĕр кунлăха Олимп вăййисен тĕп хули пулса тăчĕ. Çавăнпа кашни хăйне эпĕ Олимпиадăн пĕр пайĕ теме пултартăр. Чăваш Енре пурăнакансене тĕнчери чи пысăк ăмăртупа çывăхлатас тĕллевпе ятарлă акци пуçартăмăр: пурте факел тытса курччăр", - тенĕччĕ пĕр тĕл пулура ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников. Çавăн пекех вăл Олимп çулăмĕн паллине шкулти музейсенче упрамаллине пĕлтернĕччĕ. Акă РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов факела Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулне парнеленĕ. РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисене икĕ хут хутшăннă Светлана Захарова та тăван шкулĕн /Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕ/ музейне чаплă экспонатпа пуянлатнă.

Çĕрпÿ районĕнче Олимп çулăмĕн уявĕ "Йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăртупа пĕр кун иртнĕ. Йĕлтĕрçĕсем старта тухиччен çулăм чашăкне чĕртнĕ, çак чыса Раççей спорт мастерĕ, тĕнче чемпионĕ, паллă биатлонçă Павел Магазеев тивĕçнĕ. Олимпиадăна халалласа Çĕрпÿ тăрăхĕнчи вĕренÿпе культура учрежденийĕсенче ăмăртусемпе сывлăх кунĕсем, спортпа патриотлăх акцийĕсем, фестиваль-конкурс, библиомарафонсем йĕркеленĕ. Улатăр районĕнче те Олимп çулăмне хавхаланса кĕтсе илнĕ. Савăнăçлă мероприятисенче шкул ачисем спортсменсене илемлĕ юрă-ташăпа, хаваслă сăвă-кулăпа савăнтарнă, сăн ÿкерĕнме те манман. Тĕнче чемпионĕн, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕн А.Кедяровăн тăван ялĕнче те - Алтышево салинче - чаплă уяв иртнĕ...

Олимп çулăмĕн çул çÿревĕ вĕçленмен-ха, Сочире те хĕрÿ тупăшу пырать. Апла тăк - эсир те Олимп символĕпе курнăçма кая юлман.


Андрей ПЕТРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.