Комментари хушас

20 Нарăс, 2014

Ют çĕр-шыв çыннисен вăйĕпе усă курасси

Пирĕн республикăра ют çĕр-шыв гражданĕсене вырнаçтарасси ытти патшалăхра пурăнакансене Чăваш хутлăхĕн территорийĕнче вăхăтлăх вырнаçас тĕллевпе ĕçлеме ирĕк панă квота тăрăх пурнăçа кĕрет. 2014 çулта ку кăтарту 1345 единицăпа танлашать, çав шутра 10-шĕ - йыхравланипе.

2014 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 109 ĕçпе тивĕçтерекен патĕнче ют çĕр-шывăн 423 çынни вăй хунă.

Вĕсен пысăк пайĕ /46,2 процент/ туса кăларакан производствăра, 14,6 процент - курттăм тата вак суту-илÿре, 10,1-шĕ - строительствăра, 5,5-шĕ - ял тата вăрман хуçалăхĕсенче, 1,1-шĕ - транспортра, 22,5-шĕ ытти тытăмра тăрăшнă.

Ют çĕр-шыв гражданĕсен рабочи специальноçĕсене илес тĕк 15,8 проценчĕ - обрубщик, 13,2-шĕ - çĕвĕçĕ, 11,6-шĕ - тĕрлĕ ĕç тăвакан, 8,0-шĕ - повар, 4,5-шĕ - çăкăр пĕçерекен, 4,0-шĕ - формовщик, 2,4-шĕ - штукатур, 1,6-шĕ - çыхакан, 38,9-шĕ - ытти профессипе тата специальноçпе.

Тĕпрен илсен, миграци республикăри ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва кÿрекен витĕм сисĕнсех каймасть.

Ĕçпе тивĕçтерекен служба

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.