Archive - 21 Раштав, 2013

21 Раштав, 2013

Вышел в свет очередной номер газеты "Вести Чувашии" (№ 48 (1364))

Указ Главы Чувашской Республики от 14 декабря 2013 года № 128 «О внесении изменения в Указ Президента Чувашской Республики от 2 сентября 2009 г. № 56».

21 Раштав, 2013

Арăмсăр та çурт саланмасть

«Пĕтĕмпех этем аллинче, этем - хĕрарăм аллинче», - теççĕ. Хĕрарăма турри, чăннипех те, этемлĕхе упрама, çут тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелеме, çемье ăшшине тытса пыма пилленĕ. Мĕн пĕчĕкрен чун йăпатмăш пуканипе выляса ÿснĕскер пĕве кĕрсен йăх-несĕле ĕрчетесси çут çанталăкăн сăваплă та яваплă саккунĕ пулнине туйса илет. Анчах пархатарлă çак туртăм кашнин чĕринчех «çеçке çураймасть» иккен. Хăй варĕнче 9 уйăх йăтса çÿренĕ тĕпренчĕке пăрахса хăваракан куккук-амăшĕсем пирки пырать сăмахăм. Ачи-пăчи çинчен манса ĕçсе-çапкаланса çÿрекенсене амăшĕ теме чĕлхе çаврăнмасть.

21 Раштав, 2013

"Сирĕн ĕç уйрăмах пĕлтерĕшлĕ..."

Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх органĕсем хăйĕн историне çырма пуçланăранпа кăçал 96 çул çитрĕ. Вĕсен çăмăл мар, хăрушлăхпа çыхăннă тата питĕ яваплă ĕçĕ пысăк хисепе тивĕç.

21 Раштав, 2013

Патшалăх тĕрекĕ - халăхсем килĕштерсе пурăннинче

Раштавăн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чĕмпĕрте Федерацин Атăлçи округĕн канашĕн Раççей Президенчĕн округри полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе иртнĕ ларăвне хутшăннă.

21 Раштав, 2013

«Энергие пула çуралнисем» пепкесене хÿтĕлеççĕ

«Куратăр-и, монитор çинчи çак цифрăсем ача температурине кăтартаççĕ, кусем вара - юн пусăмĕпе чĕре таппин параметрĕсем», - кăмăллăн паллаштарать çĕнĕ оборудованипе /сăн ÿкерчĕкре/ Улатăр районĕн тĕп больницин ача çуратмалли çурчĕн врач-неонатологĕ Галина Фунтикова.

21 Раштав, 2013

Ырă пахалăхсене упраса - малалла!

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çынсемпе калаçнине сăнамассерен Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕнче ĕçленĕ Василий Иванович Максимов сăмахĕсем асăма килеççĕ. «Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем паян йĕркелÿçĕ кăна мар, психолог та пулмалла», - тенĕччĕ вăл темиçе çул каялла.

21 Раштав, 2013

«Чĕлхемĕре нĕрсĕрлĕхрен сыхласа хăварасчĕ»

Çак кунсенче «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ, РФ Писательсен союзĕн членĕ, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Алексей Леонтьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕн преподавателĕсемпе тата студенчĕсемпе тĕл пулчĕ.

21 Раштав, 2013

2014 çул мĕнпе савăнтарĕ?

Çывхарса килекен 2014 çул ыррине сахал мар хатĕрленĕ. Политикăра, общество пурнăçĕнче палăрас шухăшлисене уйрăмах ăнăçу кÿрĕ вăл. Ыттисен умĕнче хăвна лайăх енчен кăтартма пĕлни, çын кăмăлне витерсе ырăпа асра юлни - çак пахалăхсем чи пĕлтерĕшлисем шутланаççĕ. Кун пек чухне ăс-тăн, пĕлÿ шайĕ, ĕç опычĕ пĕчĕкки те çитĕнÿ тума чармасть. Харпăр хăй вăйне шансан та сĕмсĕрлĕхпе чăрсăрлăха тивĕçлĕ чикĕре тытса тăмалла, унсăрăн усси пулмĕ.

21 Раштав, 2013

Вăрнарсемшĕн тимĕр вăййи ют мар

Кире пуканĕ йăтса палăрнă спортсменсем кашни районтах пур. Елчĕксемпе Патăрьелсем ку енĕпе çав тери ăста, Вăрнар тăрăхĕнче лару-тăру еплерех-ши?

Pages