Арăмсăр та çурт саланмасть
«Пĕтĕмпех этем аллинче, этем - хĕрарăм аллинче», - теççĕ. Хĕрарăма турри, чăннипех те, этемлĕхе упрама, çут тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелеме, çемье ăшшине тытса пыма пилленĕ. Мĕн пĕчĕкрен чун йăпатмăш пуканипе выляса ÿснĕскер пĕве кĕрсен йăх-несĕле ĕрчетесси çут çанталăкăн сăваплă та яваплă саккунĕ пулнине туйса илет. Анчах пархатарлă çак туртăм кашнин чĕринчех «çеçке çураймасть» иккен. Хăй варĕнче 9 уйăх йăтса çÿренĕ тĕпренчĕке пăрахса хăваракан куккук-амăшĕсем пирки пырать сăмахăм. Ачи-пăчи çинчен манса ĕçсе-çапкаланса çÿрекенсене амăшĕ теме чĕлхе çаврăнмасть.