Комментари хушас

21 Раштав, 2013

Мир, Туслăх, Пĕрлĕх палли

Раштавăн 27-мĕшĕнче Чăваш Ене ятарлă рейспа 2014 çулта Сочире иртекен XXII хĕллехи Олимп вăййисен тĕп символĕ çитмелле. Çулăм эстафети Раççейре пĕрремĕш хут иртет. Вăл старт илнĕренпе Шупашкарăмăр - 95-мĕш хула. Спорт тĕнчин историйĕнче ĕмĕрлĕхе çырăнса юлакан пулăм чăваш çĕрĕ çине пырса перĕниччен шутлă кунсем юлчĕç.

Спорт енĕпе чи лайăх регион

«Эпир эстафетăна йышăнма хатĕр», - çапла пĕлтерчĕç ытлари кун хула администрацийĕнче иртнĕ пресс-конференцире. Ăна Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, аппарат ертÿçи Алексей Маклыгин ертсе пычĕ. «Шăпах паян ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне уçă Çырупа тухрĕ. Унта вăл пирĕн сфера пирки пысăк пусăм турĕ, - сăмах илчĕ ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников. - Ĕнер кăна эпир Михаил Игнатьевпа пĕрле Мускавра физкультурăпа спорт енĕпе паракан наци премине тивĕçнисен уявне хутшăнтăмăр. «Раççей регионĕ» номинацире пирĕн республика çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Чăваш Ен чи лайăх спорт регионĕ пулса тăни - сывă пурнăç йĕркине саракансен тата влаç органĕсен пĕрлехи çитĕнĕвĕ. Çавăнпа та çулăм эстафетине тивĕçлĕ шайра ирттересси пирки иккĕленместĕп те».

Эстафета кăнтăрла 12 сехетре чукун çул вокзалĕнчен пуçланать. Трасса тăршшĕ - 33 километр. Вăл Хула çум вокзалĕ, Ленин проспекчĕ, А.Николаев космонавт, М.Калинин, Пир-авăр тăвакансен, З.Яковлева, И.Франко, М.Калинин, Хусан çыранĕн урамĕсем, Юхан шывçăсен тÿремĕ, Шупашкар кÿлмекĕ, К.Иванов урамĕ, Мускав, М.Горький проспекчĕсем, Университет, Павлов мичман, Б.Гузовской, Чул хула урамĕсем, Хĕрлĕ тÿрем, Президент, Электроаппаратчиксен бульварĕсем, К.Маркс, Ю.Гагарин, В.Чапаев, Çĕрпÿ урамĕсемпе иртĕ. «Маршрута çирĕплетиччен малтан 5 вариант пăхса тухрăмăр. Кунта стандарт ыйтнине тĕплĕн пурнăçламалла, çав шутра хула таврашĕнчи автотранспорт çул-йĕрне йăлтах пÿлме те юрамасть - условисем çирĕп. Пирĕн республика халăх йышлă пурăнакан субъект шутланать. Çавăнпа та маршрут тăршшĕне, ытти хулапа танлаштарсан, вăрăм теме пулать. Ăна кунсеренех хам тĕрĕслетĕп. Трассăн 30-а яхăн процентне утса тухнă. Кунне эпĕ 8 çухрăмран кая мар çуран çÿретĕп. 15 минут пушă вăхăт тупăнсанах транспорта ларма васкамастăп. Кунсăр пуçне тренажер залĕнче сывлăха çирĕплететĕп. Çавăнпа та мана шанса панă дистанцие /Николаев урамĕн пĕр пайĕ/ факелпа тивĕçлĕн чупса тухатăпах», - шантарчĕ Сергей Мельников.

Истори çырăннă самант

Историпе культура тĕлĕшĕнчен Шупашкарăн уйрăмах паллă вырăнĕсенче çулăма 163 çын йăтса чупĕ. Вăл йышра: Паралимп вăййисен /1994, 1998, 2002 çулсем/, йĕлтĕрпе чупассипе тĕнче класлă спорт мастерĕ, кÿмепе çÿрекен спортсмен Юрий Ильин, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче чемпионĕ ята икĕ хутчен тивĕçнĕ, пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиадăн çĕнтерÿçи Татьяна Огандерова /Моисеева/, хĕллехи Олимпиадăн /1972 çул/ чемпионĕ Владимир Воронков, çавăн пекех спорт енĕпе унăн пĕрремĕш вĕрентÿçи, тренерĕ Владимир Григорьев, «Раççей-2» телеканалăн паллă спорт комментаторĕ Ольга Богословская тата ыттисем. Факел йăтакансенчен 32-шне республикăри йĕркелÿ комитечĕ суйланă, ыттисем интернет конкурсĕ витĕр тухнă. Вĕсен йышĕнче: спортсменсемпе тренерсем, артистсемпе общество ĕçченĕсем, тухтăрсемпе вĕрентекенсем, çăлавçăсемпе çар çыннисем, служащисемпе рабочисем, студентсемпе пенсионерсем.

Факел йăтакансем кăна мар, республикăра пурăнакан кашни çыннăн тĕнче шайĕнчи пулăмăн историне кĕрсе юлма май пулĕ. Уява йĕркелекенсем шăпах çак тĕллеве лартнă та. «Çулăма кĕтсе тăнă вăхăтра та халăха кичемлĕхрен сирес тесе 30 лапамра юрă-кĕвĕ янăрĕ, анимаци программисем хута кайĕç, конкурссем иртĕç. Тĕп 3 тÿремре çынсем хальхинче Хĕл Мучипе пĕрле зарядкăна тăрĕç. Çавăн пекех Хĕл Мучин резиденцийĕ уçăлĕ, хула администрацийĕ йĕркеленĕ тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисене чыслĕç тата ытти те. Пĕр сăмахпа, факелпа чупса иртнĕ вырăнсенче хаваслă кăмăл хуçаланĕ», - паллаштарчĕ Шупашкар хула администрацийĕн культура управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Маркова.

Шупашкарти эстафетăн чи курăмлă пайĕ Хĕрлĕ тÿремре иртмелле. Çулăма унта çуна çинче Хĕл Мучи илсе çитерĕ. Каçхи 5 сехет çурăра К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче уявăн савăнăçлă саманчĕ иртĕ. Унăн кульминацийĕ - трактор-шоу кăтарту. 18 сехетре «Олимпийский» стадионта уяв малалла тăсăлĕ. Унта йыхрав хучĕпе çеç кĕртеççĕ. /Ăна ĕç коллективĕсене валеçĕç/. Мероприяти çулăм чашăкне чĕртнипе вĕçленĕ. Çак хисепе Олимпиадăра йĕлтĕрпе ярăнассипе çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ Владимир Воронков тивĕçĕ. Чашăк пирĕн хулара яланлăхах юлĕ.

Уяв ырăпа асра юлтăр

Çĕнĕ çул умĕн, эрне кун - пушшех те, Шупашкар урамĕсемпе автомашинăпа иртсе çÿресси чăрмавлă. Эстафета вăхăтĕнче автотранспорт çулĕсене пÿлнĕ май çак ыйту уйрăмах çивĕчленĕ. «Раштавăн 27-мĕшĕнче Шупашкарти предприяти ертÿçисене кану кунĕ йĕркелеме сĕнтĕмĕр. Ача сачĕсем, больницăсем, ытти чылай организаци пĕрех ĕçлĕ. Кĕçĕн классем шкула кайĕç, 5-11-мĕшсем «Сывлăх кунĕ» ирттерĕç. Автомашина хуçисене «Пĕр кун автомобильсĕр» акцие хутшăнма ыйтасшăн. «Пăкă» е çул-йĕрти ытти чăрмав кăмăла хуçать, çавна май эстафета çынсен чунĕнче ырă мар ас тăвăмпа çырăнса юлĕ», - асăрхаттарчĕ Сергей Мельников. Çул-йĕр хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе тĕплĕнрех ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов паллаштарчĕ. «Раштавăн 26-мĕшĕнче 15 сехетрен пуçласа 12 тоннăран йывăр тиевлĕ машинăсене хулана кĕме, эстафета çулĕ тĕлĕнчи стоянкăсенче транспорт лартма ирĕк памĕç. Хушăва пăхăнманнисемпе калаçу кĕске - транспорта эвакуаторпа илсе кайĕç. Çавăнпа та 27-мĕшĕнче ирпе хăвăрăн «урхамаха» асăрхамасан 24-27-70, 62-00-22 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлĕр. Эстафетăччен 30 минут малтан троллейбус çÿреме чарăнĕ. Общество транспорчĕ тытса тăракан ертÿçĕсемпе уйрăммăн калаçнă, тĕп çулсене хупнă вăхăтра çÿремелли маршрутпа вĕсене паллаштарнă», - пĕлтерчĕ Владимир Геннадьевич. Уяв вăхăтĕнче 3000-е яхăн йĕрке хуралçипе çар çынни хăрушсăрлăхпа тивĕçтерĕ.

- Пирĕн республикăра эстафета ирттерме мĕн чухлĕ укçа тăкакланать? - кăсăкланчĕç МИХ ĕçченĕсем.

- 6 миллиона яхăн. Чылай пайĕпе хула сăн-сăпатне илемлетме, сасă, çутă, театрализаци валли усă курнă. Шупашкар - хитре хула, Çĕнĕ çул умĕн - пушшех те, çавăнпа та баннерсем, туртса тăснă афишăсем валли кăна укçа тăкакланă. Федерацин Атăлçи округĕнчи хăш-пĕр регионĕнчи ĕçтешсенчен ыйтса пĕлтĕм: никам та 10 миллионтан кая пĕтермен. Эпир, чăвашсем, яланах перекетлĕхпе палăратпăр, пĕчĕк тăкакпа пахалăхлă ĕç пурнăçлатпăр. Анчах пур япалана укçапа виçни тĕрĕс мар. Унтан пысăкрах хаклăхсем те пур-çке. Олимп çулăмĕ - шăпах çавсенчен пĕри, - терĕ ЧР Спорт министерствин ертÿçи.

Авалхи Грецирен

Олимп вăййисем иртекен кашни çĕр-шыврах çулăм эстафети йĕркелеççĕ. Пысăк масштаблă мероприяти Олимп вăййисем пуçланиччен пĕтĕм çĕр-шыва пĕрлештерес, ырă улшăнусене кăтартас, патриотлăх туйăмне çĕклес тĕллевсемпе иртет. Çулăм Мир, Туслăх, Пĕрлĕх палли шутланать. Вăл Авалхи Грецири Олимп вăййисенчен сыхланса юлнă.

Кашни çĕр-шыв йăлана кĕнĕ йĕркепе çулăм эстафетине кăсăклăрах та хăйне евĕрлĕрех йĕркелеме тăрăшать. Сăмахран, 1948 çулта Лондонра Олимп вăййисен факелне чи малтан Греци çарĕн капралĕ йăтнă. Вăл эстафета умĕн çар формипе хĕç-пăшалне хывса вăйăсем вăхăтĕнче мир килĕшĕвĕ тунине çирĕплетнĕ. Финляндире Олимп çулăмне нихăçан та анса ларман çурçĕр Хĕвелĕн вут-хĕмĕпе пĕрлештернĕ. Мехико Христофор Колумб çулне тепĕр хут ишсе тухнă. 1976 çулта Европăран Америкăна çитерес тĕллевпе хĕмленекен вута лазарь пайăркине çавăрнă, ăна спутник урлă Оттавăна янă. Раççей йĕркелÿçисем те эстафетăна чылайлăха асра хăвармалăх тата рекорда кĕмелĕх ирттересшĕн. Аса илтеретпĕр, вăл юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мускавран çула тухрĕ, 2014 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче хĕллехи Олимп вăййисем уçăлнă Сочи хулинче вĕçленмелле. Историре вăл чи анли евĕр çырăнса юлĕ: çулăм вăхăтăн 9 тапхăрне, 40 пин километра парăнтарĕ. 123 кунра факела 14 пин çын йăтĕ. Çулăм çĕр-шывăн пур администраци центрне - Раççей федерацин 83 субъектне - çитĕ.

 

Алина ИЗМАН

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.