Комментари хушас

21 Раштав, 2013

Чăваш каччин сасси генерала та тыткăнланă

Пĕчĕк Сашук колхоз председателĕнче ĕçлекен ашшĕ тытса пыракан мотоцикл кÿминче ярăнма кăмăлланă. «Ну, Сашук, юрласа пар», - час-часах ыйтнă уй-хирте тăрмашакансем. Лавккана пырсан та канфетпа хавхалантарнă май çав çăмăлпах чăрмантарнă ăна аслисем. Арçын ачан кукамăшĕ Ульяна Колчеданова ĕçкĕ-çикĕре юрă пуçарнă, çав пултарулăх мăнукне куçнă ахăртнех.

Професси суйлама вăхăт çитсен Александр И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн промышленноç эле-ктрофикацийĕ тата автоматизацийĕ факультетне вĕренме кĕнĕ. Пĕрремĕш курс хыççăн çамрăка хĕсмете илсе кайнă. Стратегиллĕ ракета çарне Красноярск тăрăхĕнчи Ужур хулине лекнĕ вăл. Сержант шкулĕн замполичĕ салтаксем мĕнле юрланине тĕрĕсленĕ хыççăн Игорь Цыганокпа /Кемĕр йĕкĕчĕ/ чăваш каччине юрă пуçлама хушнă. Дивизире пĕррехинче тĕрĕслев иртнĕ. Ыттисем хыççăн 7-мĕш полк «Тишина, тишина над страною...» стройпа шăрантарса иртнĕ. «7-ой полк, стой! - янăраса кайнă генерал сасси. - Запевалы, выйти из строя!» Сашăпа Игорь юрлани çав тери килĕшнĕрен вĕсене 10 кунлăх отпуск пани çинчен пĕлтернĕ.

Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн культура, спорт, архив ĕçĕн пайĕн ертÿçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Самсонов яш ĕмĕре ăшă кăмăлпа аса илчĕ.

- Çартан хĕлле таврăнтăм. Университетра сесси пуçланнăччĕ ĕнтĕ. Эпĕ экзамена хатĕрленме ĕлкĕреймен. Хам суйланă факультета вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче çĕнĕ вăйпа килме палăртса хутăм. Атте-анне çурт купалама тытăннăччĕ ялта, унта манăн пулăшу ытлашши марччĕ. Клуба ĕçе вырнаçрăм. Çамрăксемпе пĕрле кружоксем йĕркелерĕмĕр, концерт, спектакль лартрăмăр. Культура пурнăçĕ чĕрĕлсе кайрĕ тейĕн Иккĕмĕш Хурашашра. Салтакра чухне те, кайран та: «Юрламалла санăн», - сĕнетчĕç пĕлĕшсем. Пултарулăха тĕрĕслес шухăшпа çулла Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытрăм, мана вĕренме илчĕç. Университета пăрахнине пĕлсен атте ятласа тăкрĕ. Ытти ывăл-хĕрĕ - медицина ĕçченĕ, йĕрке хуралçи... Эпĕ вара - артист. Çакă унăн пуçне ниепле те шăнăçайман-тăр. Тăватă çул манпа йĕркеллĕ калаçмасăр пурăнчĕ. Эпĕ никамран та пĕр пус та ыйтман. Вĕреннĕ вăхăтрах общежитире платникре ĕçлеттĕм, картиш шăлма та ÿркенмен. Диплом илнĕ хыççăн музыка пĕлĕвне тарăнлатас тĕллевпе Саратоври Л.В.Собинов ячĕллĕ консерваторие вĕренме кĕтĕм. Вара тин атте лăпланчĕ, юрласси манăн шăпа иккенне ăнланчĕ, - каласа пачĕ Александр Самсонов.

Консерваторире вăл СССР халăх артисчĕ, опера юрăçи Леонид Сметанников аллине лекнĕ. Çакна чăваш каччи чыс та хисеп вырăннех йышăннă, мĕншĕн тесен пысăк шайри профессионал патĕнче вĕренесси пирки чылайăшĕ ĕмĕтленме кăна пултарнă. Анчах та çине тăрса тăрăшмасăр, ятарлă хăнăхтарусене пурнăçламасăр чаплă юрăç ятне илтеймĕн. Занятисенче пулас артистсене çичĕ хут тар тухичченех «хăваланă». Йывăрлăхсене кура Александр тухса каясси патнех çитнĕ. Çапах палăртнă çултан пĕрех пăрăнман. Çав вăхăтрах Саратоври Атăлçи академийĕнче патшалăх муниципалитет управленийĕн факультетĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ.

Консерваторирен патшалăх экзаменне «пиллĕклĕх» тытнă баритона Шупашкарти патшалăх филармонине йышăннă. Августа Уляндинăпа пĕрле ĕçленĕ вăхăт пирки уйрăмах хавхаланса калаçрĕ Александр Николаевич. Иккĕшĕ шăрантарнă «Атьăр, хĕрсем, вăрмана» хита илтмен-пĕлмен чăваш çук та пулĕ. «Хальхи чăваш эстрадине мĕнле хаклатăр?» - çак ыйтупа кăсăкланмасăр чăтаймарăм. «Нимĕнле те, вăл çук тесе шухăшлатăп», - пĕлтерчĕ кĕскен юрăç.

2006 çулти вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ хыççăн Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн çĕнĕ ертÿçи Александр Самсонова хăйĕн командине ĕçлеме чĕннĕ. «Çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ ăмăрту пырать районта. Нарăс уйăхĕнче патриот юррисен фестивалĕ пуçланать. Афган вăрçинче пуçне хунă ентешсене халалланă ăна. К.В.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕн артисчĕсене Ирина Садовниковăпа Николай Булаткина асăнса «Асамлă чаршав» театр фестивалĕ уйрăмах аншлагпа иртет. Ентешсен ас тăвăмне халалланă фестивале Чутай бренчĕ теме те пулать-тĕр», - уçăмлатрĕ пай пуçлăхĕ.

Алина ИЗМАН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.