2014 çул мĕнпе савăнтарĕ?

21 Раштав, 2013

Çывхарса килекен 2014 çул ыррине сахал мар хатĕрленĕ. Политикăра, общество пурнăçĕнче палăрас шухăшлисене уйрăмах ăнăçу кÿрĕ вăл. Ыттисен умĕнче хăвна лайăх енчен кăтартма пĕлни, çын кăмăлне витерсе ырăпа асра юлни - çак пахалăхсем чи пĕлтерĕшлисем шутланаççĕ. Кун пек чухне ăс-тăн, пĕлÿ шайĕ, ĕç опычĕ пĕчĕкки те çитĕнÿ тума чармасть. Харпăр хăй вăйне шансан та сĕмсĕрлĕхпе чăрсăрлăха тивĕçлĕ чикĕре тытса тăмалла, унсăрăн усси пулмĕ. Хăйне ытлашши мăнна хураканăн пурнăçлама май çук капашсăр пысăк ĕçсене пуçăнса йăнăш тăвассинчен асăрханмалла - капла вăхăта сая яни çеç: çулталăкĕпех çĕкленÿпе путлану хушшинче çапкаланма тивĕ. Çавăнпа хăвăра айккинчен тиркевлĕ куçпа тишкерме ан манăр. Çĕнтерÿ çывăхрах пек туйăнсан пушшех те вăй-халăра тĕрĕс хаклама тăрăшăр.

Кăрлачпа нарăс уйăхĕн пуçламăшĕ - пурнăçри тĕллевсене, чи пĕлтерĕшлĕ хаклăхсене тепĕр хут тишкерсе палăртмалли вăхăт. Кун пек чухне пĕр-пĕрне чунран савакансен хушшинче те хивре калаçу, хирĕçÿ сиксе тухать, кашнин тĕнче курăмĕ хăйне май пулнипе çураçуллă килĕшÿ тупма май çук пек туйăнать. Чылай мăшăршăн çак тапхăр - чăн-чăн тĕрĕслев. Пурнăçланайман ĕмĕтсен шучĕ ÿссех пырĕ, çавна май хутшăнусем те вăрах вăхăт пĕр вырăнтах пăтранĕç. Ĕçре асăрханулăх кирлĕ, ыттисемпе тимлĕрех пулмалла: сăпайлăх çитменни, мăнаçлăх туйăмĕ пысăкки профессире чăрмав кÿрет çеç. Хăвăрăн шухăша ăша хывтарас килсен те «хулла ытлашши ан авăр» - нимĕнсĕрех юлма пултаратăр.

Никама шанман-ĕненмен иккĕленчĕк çынсем те пуш уйăхĕнче çутă ĕмĕтпе пурăнма пуçлаççĕ. Унччен ĕçе тулли яваплăхпа пурнăçланисем те халĕ «çичĕ пĕлĕт хушшинче вĕçеççĕ» тейĕн. Чылайăшĕ фантастикăлла тĕллевсемпе хавхаланса малашлăхсăр проектсене явăçать. Ĕçĕ, паллах, ăнмĕ. Пуш уйăхĕнче юратуллă хутшăнусем пуçарни те ырăпа вĕçленмĕ. Вĕсем телейпе савăнăç вырăнне ыратупа асап çеç кÿрĕç. Тĕшмĕшпе кăсăкланакансемпе асамлă вăйсене ĕненекенсен йышĕ палăрмаллах ÿсĕ. Ашшĕ-амăшĕн ачисемпе тимлĕрех пулмалла: пуш уйăхĕнче çамрăк ăс пăтранас хăрушлăх пысăк.

Ака уйăхĕ вăйлă туйăмсем, хăш чухне чĕрене вирлех хумхантаракан улшăнусем илсе килет. Çирĕп чунлисемшĕн ку тĕрĕслев питĕ усăллă-ха. Çемçерех кăмăллисем вара ытлашши пăлханнипе хавшаççĕ. Çак тапхăрта ĕçре те йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ: харпăр хăй пурнăçĕ ĕçлĕ хутшăнусемпе çыхланса пĕтнĕрен ку «эрешмен картинчен» йăпăр-япăрах хăтăлаймăн. Темле пулсан та хăвăра лăпкă тытма, тăнăçлăха упрама тăрăшăр. Май килсен çак уйăхра отпуск илĕр, хăвăра канлĕ туйнă тăрăха канма кайăр.

Çу уйăхĕпе çĕртме пуçламăшĕ чылай ăнăçлăрах иртĕç. Нумайăшĕ хăйне юлашки вăхăтра тĕлĕнмелле ăннине асăрхĕ, хăшĕ-пĕрин чĕринче çакă шиклĕх туйăмĕ те çуратĕ. Ан хăрăр: ĕмĕтленни йăлтах пурнăçланса пыни эсир кирлĕ юхăмра «ишнине», тĕрĕс тунине çирĕплетет кăна. Çăлтăрсем уйрăмах вĕренекенсене, ăсчахсемпе педагогсене витĕмлĕ пулăшаççĕ. Çĕртме вĕçĕнче лару-тăру улшăнать: кăмăл-туйăма тĕксĕм тĕссем хупăрлĕç. Чуна сисчĕвлентерекен япăх шухăшсенчен хăтăлма çăмăл мар. Юратушăн та çул хупăнать: хавшак чунлисен тавралăхри мĕн пур япалана килĕштерменнипе вĕчĕрхенÿ вăйланать, çакă савнисен хушшинче хирĕçÿ çуратать. Çулталăк пуçламăшĕнче татăлмасăр юлнă ыйтусем ку тапхăрта пушшех çивĕчленеççĕ.

Утă тата çурла уйăхĕсенче нумай ĕçлеме тивет. Йывăр, çапах тухăçлă тапхăр темелле. Хăвăр ывăнмасăр тар тăкма хатĕр пулсан çитĕнÿ тăватăрах. Кăткăс лару-тăруран пур чухне те ăнăçлах тухаймасан та ан пăшăрханăр. Хайпăр хăй шухăшласа палăртнă çул-йĕртен пăрăнмалла мар.

Авăн уйăхĕ çăмăл та теветкеллĕ пулĕ. Пултарулăха, фантазие аталантармалли тапхăр. Çирĕпленсе ларнă йăла-йĕркене пăсса хăйне евĕр курăнма хăраманнисем пурнăçне чылай кăсăклăрах та илемлĕрех, туллирех тума пултарĕç. Çĕннине вĕренме ан ÿркенĕр. Хăвăра килĕшекен ĕçпе аппаланăр, ыттисемшĕн çакă вăхăта усăсăр ирттернĕ пек çеç туйăнсан та чун киленĕçĕнчен ан сивĕнĕр. Ку тапхăр ырă чылай кĕтменлĕхпе савăнтарĕ.

Юпа уйăхĕ каллех йывăрлăхсене парăнтарма хистет. Кăмăл çирĕп пулни çеç çитĕнÿсем тума пулăшĕ. Юрату гороскопĕ те ырринех шантармасть: савакан пур çын та кăткăс çак тĕрĕслев витĕр тухса çепĕç хутшăнусене упраса хăварма хевте çитереймĕ.

Чÿк уйăхĕ çухатусене саплаштарĕ, ырă тĕлĕнтермĕшсемпе савăнтарĕ. Унччен кун-çулти пулăмсене тĕксĕм тĕссемпе çеç хакланисем те халĕ пурнăçа юратма, ыррине шанма пуçлаççĕ. Вăхăта савăк ирттерес килни, пăртак çăмăлттайланни, паллах, профессире ÿсĕмсем тума кансĕрлет, çавăнпах ĕçри хастарлăх чакни сисĕнет. Çапах та укçа-тенкĕ енчен уйăх ăнăçлă пулĕ: маларах пурнăçланă ĕçшĕн «кĕмĕлпе» тав тăвĕç, тахçантанпах пуçа минретнĕ килĕшÿсем тинех тупăш кÿрĕç.

Раштав питех чаплă мар. Ку уйăхри пулăмсем çынсен чи япăх пахалăхĕсене «вăратĕç». Малтан ытарми туслăх тĕслĕхĕ вырăнне пулнисем халĕ вашаватлăх çинчен маннă, чăркăшаççĕ, сăлтавсăрах хирĕлеççĕ. Ĕçре те, харпăр хăй пурнăçĕнче те хирĕçÿсем ытти чухнехинчен тăтăшрах çуралаççĕ. «Шĕвĕр кĕтессене» якатма тăрăшни харама кайĕ. Чи малтанах йывăрлăхсен чăн сăлтавне тупмалла, унран хăтăлмалла. Пурнăç опычĕ çуккипе тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тăвайман, ют çынсен йăнăшĕсем çинче те вĕренме хăнăхайман çамрăксемшĕн ку уйăх уйрăмах йывăр пулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.