- Чăвашла верси
- Русская версия
Амăшĕ те вăл, кукамăшĕ те
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарти пĕр çемьере Иванов, Петров хушаматлă ачасем ÿсеççĕ. 33 çул килĕштерсе пурăнакан Галина Александровнăпа Александр Николаевич Индейкинсем хăйсен 3 тĕпренчĕкĕ ÿссе çитсен опекăна илнĕ. Аслисем, Андрейпа Светлана, çемье çавăрнă, ашшĕ-амăшне мăнуксем парнелеме ĕлкĕрнĕ. Кĕçĕнни Людмила Шупашкарта медицина колледжĕнче вĕренет.
Вăйлă хăватпа аталаннă саманара колхозсемпе совхозсем ял ĕçченĕсене хваттерпе е çуртпа тивĕçтерме тăрăшатчĕç. Индейкинсем, çавăн пек хăтлă çуртсенчен пĕринче пурăнаççĕ. Ылтăн алăллă хуçисем ăна татах та пысăклатнă: котельнăйпа столовăй купаланă. Тăватă пÿлĕмлĕ хваттерте пурин валли те вырăн çитет халĕ.
«Манăн атте-анне ача-пăчашăн çунатчĕ. Вĕсем ыйтнипех виççĕмĕшне кун çути парнелерĕмĕр, - каласа пачĕ тивĕçлĕ канăва тухнă Галина Александровна. - Вĕсем кайăк чĕпписем евĕр йăваран саланчĕç, мăнуксем çукчĕ-ха ун чух. Кил-çурт та ача-пăча сассисĕр кичемленчĕ, чунра пушă пек. Пĕчĕк ача тытас, ачашлас килет... Çут çанталăк хĕрарăма çавăн пек туйăм парнеленĕ те, унран иртеймĕн. Çуллахи каникулта пĕр-пĕр тăлăха хамăр киле илсе килесси пирки упăшкапа сÿтсе явнă хыççăн Çĕмĕрлери ача-пăча çуртне çул тытрăм. Унтанпа 10 çул хыçа юлчĕ. Çапах та йăлтах хальхи пекех ас тăватăп. Икĕ ача илме шухăшланăччĕ те воспитатель Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ Петровсене - 6-ри Таньăпа унăн 7-ри пиччĕшне Левăна - пÿлĕме çавăтса кĕртрĕ. Тиркешсе суйламашкăн ача пасарти чĕпĕ мар-çке. Çапла тăлăхсемпе киле таврăнтăмăр». Каникул вĕçленсен уйрăлу саманчĕ пурин чунне те ыраттарнă, куççуль кăларнă. Телее, вăл нумая пыман - Петровсене опекăна илесси пирки Индейкинсем ыйту çырнă, яваплăскерсен кăмăлне часах тивĕçтернĕ. Пурăна-киле ачасем хăйсене хÿтлĕхе илнĕ çыннисене «атте-анне» тесе чĕнме тытăннă.
Пĕчĕк Лева ашшĕн юнпа пĕвеннĕ виллине хăй курнă-мĕн. /Ăна амăшĕ чиксе пăрахнă тесе калаçаççĕ/. Психики аманнă арçын ача умĕнче Галина Александровна хĕрлĕ тутăр çыхма е япала тăхăнма шикленнĕ, мĕншĕн тесен Лева çак тĕсе курсанах сăнран улшăннă. Чăтса ирттернĕ хăрушă самант часах манăçран тухмĕ çав, ĕмĕрлĕх суран та хăварĕ. Вăл кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне учитель ачасене сочинени çырма хушнă. Ыттисем тимлесе ĕçленĕ вăхăтра Лева хĕрессем ÿкерсе ларнине асăрханă. «Левăна тĕне кĕртмелле, турă хăвачĕ пулăшатех, хресна амăшĕ хамах пулăп», - сĕннĕ класс ертÿçи. Халĕ 11-мĕш класра вĕренекен йĕкĕт кăмăлĕ çирĕпленнĕ ĕнтĕ, вăл тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть.
«Таньăпа Лева çуратнă ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăннă чухне хĕл мĕнне те пĕлмен иккен. Çулталăкăн тавралăха юр хупланă тапхăрĕнче урама тухса та курман. Çын ĕмĕрĕнчи чи хаваслă вăхăтра - ачалăхра - чылай куççуль çăтнă. Пĕчĕкскерсене кун-çул панă çынни пăхман. Хăй ĕçкĕ кĕрлеттернĕ чухне ывăлĕпе хĕрĕ сĕтел айĕнче купăста кăшласа ларнă... - каласа пачĕ тăван мар амăшĕ. - Питĕ имшеркке те шуранкаччĕ вĕсем. Йĕркеллĕ апат курманран хырăмлăхĕсем пĕчĕкленнĕ пулас, çиме хăнăхиччен сахал мар вăхăт иртрĕ. Вĕсем валли уйрăм пĕçереттĕм, тутлăрах та витаминлăрах хатĕрлеттĕм. Ачасен чĕлхи-çăварĕ лайăх çаврăнмастчĕ, логопедпа пĕрле хăнăхтарусем тăваттăмăр».
Каярахпа çемьере Сергейпа Ксюша Ивановсем хутшăннă. Вĕсем халĕ кĕçĕн класра вĕренеççĕ, Галина Александровнăпа Александр Николаевича «кукамипе кукаçи» тесе чĕнеççĕ. Пĕррехинче хĕрарăм Ксюшăпа Таня калаçнине илтнĕ: «Манăн та «анне» сăмаха каласа курас килет», - пăшăлтатнă пĕчĕкки.
«Юнсем пĕр мар пулин те хамăн ача пекех туйăнаççĕ вĕсем. Малтанах «анне» тенине хăнăхма, кăкăр çине хурса ачашлама çăмăл марччĕ. Халĕ хăнăхрăм та нихăшне те уйăрмастăп. Эпĕ - пуян хĕрарăм, анчах нухратпа мар, ача-пăчапа», - палăртать ăшă кăмăллăскер тĕпренчĕкĕсене шкултан кĕтсе илме хатĕрленнĕ май.
Алина ИЗМАН.
Комментари хушас