Пĕр çунатпа вĕçеймĕн

21 Раштав, 2013

- Пур чĕр чун та хăйне юратакан патне кăна туртăнать. Çав шутра - этем те. Уçă кăмăллă та ÿрĕк çынпа çумăрлă çанталăкра та уярти пекех. Пĕр çунатпа вĕçейместĕн вĕт-ха, иккĕшĕ те сывă пулсан çеç çÿл тÿпене улăхма пулать. Дусьăпа Çĕрпÿ районĕнчи Нĕрĕшре паллашрăм. Çартан отпуска килнĕ чухне çула май хĕсметри тусăм патне хăнана кĕнĕччĕ. Унта салтаксене курма кÿршĕ хĕрĕ те каçрĕ. Ырă кăмăллă та çырла пек илĕртÿллĕ пикене пĕрре курсах килĕштертĕм. Кайран çара таврăнсан ун патне çырусем «вĕçтертĕм». Çапла иксĕмĕр çут тĕнчене пĕр-пĕриншĕн килнине туйса илтĕмĕр. 1971 çулта хурăнташсене туй кĕрекине пухса пĕрлешрĕмĕр, çавăнтанпа унпа ыр курса пурăнатăп, - çумри мăшăрне ăшă куçпа сăнать Красноармейски районĕнчи Тусайра çуралса ÿснĕ Геннадий Иванов.

Вăл çамрăк чухне Шупашкарта трактор заводĕнче ĕçленĕ, арăмĕ электроаппаратура заводĕнче вăй хунă. Каярахпа иккĕшĕ те Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хулара пурăннă чухнех ялти амăшне пулăшма тăтăшах Трак тăрăхне çÿренĕ, майĕпен çĕнĕ хăтлă çурт лартнă та пуçĕпех унта куçнă. Ывăлĕсем - Владимирпа Юрий - вĕсене 5 мăнук парнеленĕ, çамрăксем хулара тĕпленнĕ. Геннадий Евдокимовичпа Евдокия Ивановна Тусайра 11-мĕш çул пурăнаççĕ, ĕмĕр урлă каçнă амăшне Василиса Григорьевнăна питĕ лайăх пăхаççĕ. Ăш пиллĕ те вашават кинĕ ватăшăн - чăн чун уççи те, сиплевçĕ те. Дуся аппа колхоз ĕçĕнчен те пăрăнман. Уй-хире аслисемпе пĕрле тухакан шкул ачисем ăна чунран хисеплеççĕ, ĕçе хăнăхтарнăшăн, ырă кăмăлĕшĕн тав тăваççĕ. Тирпейлĕ хĕрарăм кил хуçалăхне те юхăнтармасть, мăшăрне хавхалантарас тĕллевпе тăтăшах тутлă кукăль пĕçерет. Пур ĕçе те тĕплĕн шухăшласа пĕрле кÿлĕнме хăнăхнăскерсем çемье телейĕн уççине юратура, килĕшÿре тупнă.

Лина МАКАРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.