Нарспие нумайăшĕ вылянă, ăна çитекенни пулман

РСФСР тата ЧАССР халăх артисткине Нина Григорьевăна юбилейпе саламланă май çапла каларĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ Валерий Яковлев. Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси хĕрĕ калăпланă сăнарсем халăх асĕнче, культура историйĕнче юлни çинче чарăнса тăчĕ вăл. Уяв каçĕнче Нина Ильиничнăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăларĕç. В.Распутинăн «Сыв пуллашу» ĕçĕнче Настасьăна вылянăшăн Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен «Туганлык» фестивальте «Хĕрарăм ролĕ иккĕмĕш планри» номинацире çĕнтернĕ вăл. Республикăри «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра хĕрарăм сăнарне чи лайăх калăпланăшăн икĕ хут I степень диплома тивĕçнĕ Нина Григорьева. А.Пăрттан «Укçа чул кастарать» тата Н.Колядан «Шанель пике» ĕçĕсенчи Альтукпа Тамара Ивановна сăнарĕсем мала тухма пулăшнă ăна. Нина Ильиничнăна Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Республикин Ленин комсомолĕн премийĕпе, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш Республикин патшалăх премийĕпе чысланă. Çавнашкалах «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе палăртнă унăн ĕçне.

Нина Ильиничнăна хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр. Хăйĕн кун-çулĕ çинчен каласа кăтартма ыйтрăмăр.

Савăннипе йĕнĕ

- Эсир Нарспи пекех хитре, ĕçчен, ырă кăмăллă. Çавăнпах çак сăнара кăтартма пĕрре те йывăр пулман пек туйăнать.

- Эпĕ ун чухне хĕрĕхреччĕ. Нарспи рольне йышăнасшăнах та марччĕ. Леонид Никонорович Родионов çак сăнара мана вăйпах пачĕ. Ку спектакльпе чылай ĕçлерĕмĕр. Нарспие пурте пĕлеççĕ - апла тăк артистăн кашни çынна юрама ăнтăлмалла-çке. Çак сăнар нумай шухăшлаттарчĕ.

Нарспин юлашки монологне нумай пăтратрăм. Авторсем çырса панă текст сыпăкĕсене пĕр вырăнтан теприне куçартăм, майлаштартăм. Леонид Никонорович манпа килĕшрĕ. Çакăншăн питĕ савăнтăм. Ыйхă килмен каçсем те пулнă. Режиссер, ĕçтешсем нумай пулăшнă мана.

- Нарспие вылянăшăн пĕр хĕрарăм сире çăм тутăр парнелени пирки илтнĕччĕ...

- Анат Чаллăра пулнăччĕ ку. Çав хĕрарăм чăваш спектакльне, сцена çинче Нарспие курнăшăн питĕ хĕпĕртенĕ. Йĕрет те хăй. Çĕнĕ тутăрне ман хул пуççи çине хурса ячĕ.

- Эсир тĕрлĕ наци хĕр-хĕрарăмăн сăнарне калăпланă. Мĕн пĕрлештерсе тăрать вĕсене?

- Темле наци çыннине вылясан та вĕсем чăваша çывăх сăнарсем пулса тухаççĕ. Тĕслĕхрен, «Айкуль çĕр-шывĕ» спектакле курма çак ĕç авторĕ Муса Карим килнĕччĕ. Ырласа та хăварчĕ вăл.

- Нина Ильинична, эсир Вырăс драма театрĕнче те вылянă. Мĕнле лекнĕ унта?

- 1968 çулта вĕсем И.Куприяновăн «В двух шагах от экватора» спектакльпе Мускава кайма палăртнă. Çав вăхăтра унта çамрăкрах артистка пулман. Министр мана чĕнсе илчĕ. Хăвăрт кăна спектакле хутшăнтарчĕç. «Эпĕ вырăсла япăхрах калаçатăп», - тесе те пăхрăм. Пур пĕрех майне тупрĕç: манăн сăнар Вьетнам хĕрĕ иккен. Ăна вара чăваш артистки те выляма пултарать.

Темшĕн Мускава каяймарăмăр ун чухне. Вьетнам посольствинчен Шупашкара килнĕ хăнасене кăтартрăмăр спектакле. Пуриншĕн те уява çаврăнчĕ çак тĕл пулу.

Виççĕмĕшне çуратма хăранă

- Сире нумай каччă куç хывнă пуль, анчах эсир Николай Даниловича суйласа илнĕ. Мĕнпе тыткăнланă-ши вăл?

- Эпĕ çамрăклах ялтан тухса кайнă. Мускавра пĕр ушкăнра 12 каччăпа 10 хĕр вĕреннĕ, пĕр çемьери пек пурăннă. Пĕр-пĕрне кÿрентермен, пулăшса çеç пынă.

Йĕркеллĕ каччăпа çемье çавăрма ĕмĕтленнĕ ĕнтĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах спектакль сыпăкĕсенче унпа пĕрле выляттăмăр. Институтран общежитие пĕр вăхăтра таврăнаттăмăр. Чунсем пĕр-пĕрин патне туртăннă. Çапах вĕренсе пĕтериччен пĕрле пурăнма пуçламашкăн, мăшăрланмашкăн тăхтанă. Шупашкара таврăнса ĕçлеме пуçласан тин пĕрлешрĕмĕр.

- Эсир иксĕр те артист. Ачăрсем театртах çитĕннĕ пуль?

- Пĕрре ĕçе пĕрле илсе килнĕччĕ. «Ачасене апла илсе çÿремелле мар», - терĕç. Çакăн хыççăн килте пĕччен те, çынпа та хăварнă вĕсене. Тĕпренчĕксемпе театрта ĕçлеме çăмăл мар. Гастрольсене те тухса çÿремелле-çке. Пепкесем вара çывăх çыннисене ялан кĕтеççĕ. Виççĕмĕшне çуратас шухăш та пурччĕ, анчах пĕчĕкскерне килте пăрахса хăварасси, пăхса пама çынна ыйтасси хăратрĕ.

Ачасемпе тĕрлĕ лару-тăрăва лекнĕ. Алăк питĕрĕнсе ларнăран вĕсем подъездра тăни те пулнă. Ун чухне кÿршĕсем ĕçрен чĕнсе илнĕччĕ.

Декрет отпускĕ те вăрăма тăсăлман. Пĕрремĕшне çуратсан 56 кунран ĕçе тухнă. Иккĕмĕшĕ çут тĕнчене килсен 3 эрнерен спектакльте выляма пуçланă. Кăкăр сĕтне суса хăвараттăм. Çакăн хыççăн пепке кăкăр ĕмме пăрахрĕ те сĕт анми пулчĕ. Нина Яковлева ман хыççăн çуратрĕ те сĕт унран илеттĕмĕр.

- Халĕ мăнуксемпе, вĕсен ачисемпе йăпанатăр ĕнтĕ.

- «Апата килетпĕр» теççĕ те хаваслансах сĕтел хатĕрлеме пуçлатăп. Арçынсене, сăмахран, аш апачĕпе сăйлас килет.

Икĕ ĕçпе

- Чи çутă ĕмĕт пурнăçланнă-и?

- Колхозра ĕçлеме йывăрччĕ... Асатте учительччĕ. Ывăлне питĕ вĕрентесшĕн пулнă. Вăл пĕлÿ илме кайман. Çавăнпах 13 çултах ăна кил хуçи хăйĕнпе пĕрле тăм чÿлмек йăвалама лартнă. Урамра чупса çÿреме вăхăт пулман унăн. Çавна шута илсе пире кĕнеке вулама хистетчĕ атте.

Пирĕн колхоз лайăххисен йышĕнчеччĕ те ирхи апатченех председатель хире кăларатчĕ. Ĕçлеме çав тери йывăрччĕ... Манăн ĕмĕт çитрĕ. Мускава вĕренме кĕтĕм. Пуян чунлă педагогсем ăс панă пире. Вĕсем пурăнма та, ĕçлеме те вĕрентнĕ. Çавăнпах эпĕ хама телейлисен йышне кĕртетĕп.

- Артист ăсталăхĕ пуррине ача чухнех туйнă-и?

- 2-мĕш класранпах шкулти драма кружокĕнче вылянă. Юрлаттăмăр та, ташлаттăмăр та. Вĕрентекен çитсă пусмаран алăпах кĕпе çĕлесе тăхăнтартатчĕ. Спектакль кăтартма юнашар яла каяттăмăр.

- Эсир культура институтĕнче ĕçленĕ. Студентсемпе çыхăну йĕркелеме çăмăлччĕ-и?

- Вĕсемпе ĕçлеме питĕ интереслĕ. Мана вăй-хăват парса пыратчĕç. Çамрăксем пурнăç çине те урăхларах пăхаççĕ вĕт.

Мана театрти ĕçе пăрахса института куçма та ыйтнăччĕ - килĕшмерĕм. Кайран тата «икĕ ĕмĕр пурăнас çук, артист ĕçĕ те çитет» терĕм.

- Театра юратакансем сире тÿрех палласа илеççĕ...

- «Ватăлса кайнă», - текен те пур. «Эсĕ халĕ те хитре-çке, çаплипех ĕçлетĕн-и?» - ыйтаççĕ теприсем. Вăл харпăр хăй культуринчен килет, çапла вĕт.

- Чи савăнăçлă самантсене куç умне кăларма пулăшăр-ха.

- Диплом спектаклĕ хатĕрлени. Çак театра ĕçлеме килни. Хамăн мăшăра тупни тата çемье пурнăçĕ йĕркеленсе пыни.

Ашшĕнчен уйрăлнине чунпа туйнă

...1978 çулта пĕрремĕш хут Куйбышева /Самар/ кайнăччĕ. Манăн атте чирлĕччĕ ун чухне. Пĕрремĕш спектакле шăмат кун вылярăм. Иккĕмĕш спектакле вырсарни кун кăнтăрла пуçлама палăртнăччĕ. Вырсарни кун тем пулчĕ: 10 сехет çитнĕ - çаплипех тăраймастăп. Кайран шăнкăравласа атте вилни çинчен пĕлтерчĕç. Пур пĕрех «Телейпе Илем» спектакльте сцена çине тухма тиврĕ.

... Вăхăт иртнĕçемĕн каялла çаврăнса пăхас килет. Çапла чун çăмăлланса пынăн туйăнать.

- Чуна уçнăшăн тав, Нина Ильинична. Сывлăхлă пулăр!

 

Марина ТУМАЛАНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.