«Ман пекех нумай пурăнăр»

Çапла каласа кĕтсе илчĕ Янкас ялĕнчи Екатерина Захарова хăйне 95 çулхи юбилейпе саламлама килнĕ хăнасене.

Екатерина Захаровна 1918 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Упи ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Тертлĕ, хĕн-хурлă пурнăç ăна та шеллемен - ачаллах ĕçе кÿлĕннĕ. Пĕве кĕме тытăннă хĕре ферма коллективне ертсе пыма шаннă. «Пĕртте çăмăл марччĕ. Выльăх апатне те хамăрах хатĕрленĕ, тислĕкне те тасатнă, ĕнисене те алăпах сунă. Ÿркенмен. Сăвăм кăтартăвĕпе пирĕн ферма яланах малтисен ретĕнчеччĕ», - аса илет иртнĕ вăхăта кинеми. Вăрçă йывăрлăхне те тÿсĕмлĕн чăтса ирттернĕ, кашниех Çĕнтерĕве хăйĕн тÿпине хывнă: хĕлле вăрман каснă, çулла колхоз уй-хирĕнче пилĕк авнă.

1944 çулта Е.Захарова фронтран йывăр аманса таврăннă Янкас ялĕн каччипе В.Борисовпа çемье çавăрнă. Василий Борисовичпа юнашар, çума-çумăн ĕçленĕ. Елена Захаровнăна «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе чысланă, Хисеп хучĕсемпе хавхалантарнă.

Мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ура çине тăратнă. Аслă ывăлĕ Александр тăван хуçалăхрах сварщикра ĕçленĕ. Шел, пурнăçран уйрăлнă вăл. Хĕрĕ Фаина тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, çапах «Красное Сормово» пĕрлешĕвĕн Яманакри сĕт-çу ферминче техник-осеменаторта ĕçлет.

Екатерина Захаровна халĕ кинĕпе Зоя Васильевнăпа пурăнать. Çу кунĕсенче пахчана утă тавăрма та тухать. Тăватă мăнукĕпе тата вĕсен тăватă ачипе, Упипе Янкас тăрăхĕсенчи тăванĕсемпе калаçса йăпанать.

95 çулхи юбилейпе Е.Захаровăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Шестаков ăшшăн саламларĕ, нумай çул савăнтарса пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин юбиляра саламласа янă телеграммăпа паллаштарчĕ, парне пачĕ. Салтак арăмне паллă пулăмпа çавăн пекех Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э.Ермаков, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен вырăнти канашĕн ертÿçи Ю.Ефремова ырă сунчĕç.

 

 

Виктор ДАНИЛОВ.

Красноармейски районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.