Ырă пахалăхсене упраса - малалла!
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çынсемпе калаçнине сăнамассерен Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕнче ĕçленĕ Василий Иванович Максимов сăмахĕсем асăма килеççĕ. «Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем паян йĕркелÿçĕ кăна мар, психолог та пулмалла», - тенĕччĕ вăл темиçе çул каялла. Унăн витерÿллĕ каларăшĕ чăнлăхпа тĕвĕленчĕ, тĕрлĕ кăмăл-туйăмлă халăха пĕтĕçтерсе малалла ăнтăлтарма халĕ чăннипех те психолог ăсталăхĕ кирлĕ. Шел те, çак пархатара чылай ертÿçĕ хăйĕнче «шыраса» тупаймарĕ. Çавна пулах пĕрин хыççăн тепри должноçран вăхăт çитмесĕрех кайрĕ.
Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхне Геннадий Егорович Ефремова кун пек аптрав çулăхмарĕ. Вăл интервью ум сăмахĕнчи шухăша тÿрре кăларчĕ - ултă ял халăхне пĕр картана тăратса кунти пурнăçа тăхăр çул тăвалла аталантарать.
- Геннадий Егорович, пысăк йыша тĕллевлĕ ĕçсене явăçтарас-хутшăнтарас меслетлĕхе тупма çăмăлах пулмарĕ-тĕр. Кашни ял хăйне евĕрлĕ, ăрасна историллĕ пулнăран, çынсен кăмăл-сипечĕ пасар саманинче хытă улшăннăран, тар тăкмасăрах тутлă çиес те карăнса выртас енне сулăннăран, «çын мĕн калĕ» ăнлава пуçĕсенчен кусарпа хырса кăларса шăпăр шăтăкне силленĕрен ыйтăвăма çапларах парас терĕм.
- Халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеслĕх тĕлĕшпе пысăк чăрмавсем пулчĕç теессĕм килмест. Мĕншĕн тесен эпĕ ĕлĕкех вĕсемпе пĕрле пулнă, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче ултă яла пĕрлештерсе тăнă «Гигант» колхозăн партком секретарĕнче, 1991-1994 çулсенче Хирти Сĕнтĕр ял Канашĕн председателĕнче ĕçлерĕм. Фермер хуçалăхĕ йĕркелесе те хама тĕрĕслерĕм. Çаксене тĕпе хурса-тăр ĕнтĕ 2004 çулта мана ял тăрăхне ертсе пыма çирĕплетрĕç. Ĕçĕмĕр-хĕлĕмĕр курăмлă та ăнăçлă амаланса кайнăран 2010 çулхи суйлавра та пуçлăх тилхепине манах шанса пачĕç.
Патшалăх çĕнĕ тытăма хăвăрт куçнă хыççăн пурнăç урапи самаях шултăркарĕ пулсан та - унăн тĕнĕлĕ пирĕн тăрăхра çирĕпех. Аслă ăрăвăн ырă пахалăхĕсене упраса хăварассишĕн хамăртан мĕн килнине эпир пĕтĕмех тăватпăр.
- Ăх-х, кăна лайăх каларăн, Геннадий Егорович. Çакна, этемлĕхе тытса тăракан тĕнĕле, аркаттарас мар тесе малашне те сыхă тăрсан - чăваш халăхĕн пуласлăхĕ пур, пурнăçĕ те çутă тĕссемпе пуянланĕ.
Халĕ çĕнĕ ĕмĕрĕн вунă çуллăхне таврăнар-ха. Çав тапхăрта мĕн-мĕн тума май килчĕ. Чи асра юлнисем хăшĕсем.
- Вĕсем нумай. Капашлăхĕпе палăрса тăраканни паллах - ял çыннисен пÿрчĕсене, клубсене, Нĕркеçри база шкулне çут çанталăк газĕ кĕртни. Ăнлантару ĕçне тĕплĕ тунăран, хуçалăх ертÿçисемпе, Комсомольски район администрацийĕпе пĕр шухăшлă пулнăран тĕллеве вăраха ямасăр пурнăçларăмăр. Ку пулăма чи пирвай аса илни ахальтен мар. Хăв пĕлетĕн - пирĕн тăрăхра вăрман çук. Çавăнпа та çĕр кăмрăкĕ, брикет, вутă йÿнĕрех хакпа тупса çителĕклĕ кÿрсе килесси çынсене вун-вун, çĕр-çĕр çул арман чулĕ пек пусарса, шиклентерсе тăнă. Шĕкĕр турра, темиçе ĕмĕре тăсăлнă терт-нуша тинех хыçа юлчĕ.
Ĕçмелли паха шыв ыйтăвĕ те çивĕчленсе çитнĕччĕ, халăха вĕчĕрхентерсе алăк умĕнче тăратчĕ. Виçĕ çул каяллахи шăрăх вара хыттăн хăнклаттарчĕ, ăша пĕçерчĕ. Пусăсемпе çырмасенче шыв юлмарĕ, çĕр лаптăкĕсем алă чăмăрĕ кĕмеллех çуркаланчĕç, йывăçсем хăрчĕç. Уйрăмах хамăрăн ялти, Нĕркеçри, паркра яштака хурăнсем хăрнине курма, чăтма йывăрччĕ. Каярахпа, «Таса шыв» программăна ăнăçлă вĕçлесен, типнисене касрăмăр, вĕсен вырăнне чăрăш виçĕ рет лартрăмăр. Пурте чĕрĕлчĕç. Çитĕнме, çĕкленме тытăнчĕç.
Пирĕн халăх пуçаруллине, такам туса парасса кĕтсе кĕрĕк арки йăваламаннине тепĕр тĕслĕх те яр уççăн çирĕплетет. 2010 çулта йăтăнса аннă шăрăх тĕмескеллĕхре вырнаçнă Хирти Сĕнтĕрсене вирлĕ çунтарма, хĕн кăтартма пикенсен ял çыннисем 10300-шер тенкĕ пуçтарчĕç. Хусантан пăрăхсем туянса килтĕмĕр. Икĕ уйăхра виçĕ çухрăм çурă çĕр чавса, пăрăхсене Хирти Ĕнелтипе сыпăнтарса кашни киле шыв кĕртрĕмĕр. Ну, пуç тÿпинчен пăс тухмаллах ĕштелентĕмĕр ун чухне. "Хĕвел хĕртнĕ кунсенче лиска йытă та пирĕн чухлĕ чупайман-тăр." - тесе кулатпăр халĕ Сĕнтĕрсемпе тĕл пулсан.
Пурте пĕлетпĕр, хуласемпе ялсен аталанăвĕнче çулсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе те эпир, район центрĕнчен аякра пурăнакансем, пайтах нушаланнă. Асфальт сарнă яп-яка çулпа автомашинăсем, шкул автобусĕ паян вăшт та вăшт çÿренине курмассерен ĕлĕкхи вăхăта, çуркуннепе кĕркуннехи тачка çăрăлчăкра тракторсем те пута-пута ларнине, аса илетĕп те, "Тĕлĕк мар-ши ку." - тесе тĕлĕнетĕп. Газ, шыв ыйтăвĕ татăлни, ялсене асфальт çулпа çыхăнтарни çынсен пурнăçне палăрмаллах хăтлăлатрĕ. Тĕп урамсенче çеç мар, ыттисенчи çулсене те йĕркене кĕртсе çитерсен вăл татах аванланĕ, малашлăха шанчăкпа пăхма май парĕ.
- Геннадий Егорович, ялсем тирпейленчĕç, хитреленчĕç. Ку енĕпе республика шайĕнче те çитĕнÿ турăр - ятарлă конкурссенче çĕнтертĕр. Çакăн тупсăмĕ мĕнре, çынсен тавра курăмĕ тепĕр пусăма çĕкленнинче-и е чăпăрккапа хĕртсе тăнинче-и.
- Хамăр пурăнакан вырăна таса тытмаллине ăнланса илнинче. Вунă-вун пилĕк çул каялла еплерехчĕ. Килти пĕтĕм ăпăр-тапăра урама тухса пăрахатчĕç. Аса ил-ха - мĕн кăна йăваланса выртмастчĕ. Тирпей-илем тĕлĕшпе юлашки çулсенче чăннипех те сулмаклă утăм турăмăр. Çакна пурнăçа кĕртме, паллах, ку ыйтăва республика ертÿçисем куçран вĕçертменни те, конкурссем йĕркелени те пулăшрĕ. Вĕсене хутшăнса 2005 çулта республикăра çĕнтертĕмĕр. Унтан 2012 çулта виççĕмĕш вырăна тухрăмăр.
Ялсен урамĕсене, çул хĕррисене çÿп-çапран тасатас ĕç-хĕле шкул ачисене явăçтарасси, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ туса ĕçе илесси йăлана кĕчĕ. Çуркуннепе кĕркунне йывăç лартмалли уйăхлăхсенче те шкул ачисем сатурлăх кăтартаççĕ. Эпĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăннăранпа тĕрлĕ йывăç, хунав, тĕм 600 пинрен кая мар лартнă-тăр.
- Ай тур-тур! Çавăн чухлĕ-и.
- Тен, ытларах та. Çул, çырма хĕррисене, парксене, Пĕрремĕш классен, Çамрăк мăшăрсен аллейисене, ялсен çумĕнчи тайлăмсене, шурлăхлă вырăнсене кашни çулах пин-пин тĕп лартатпăр. Нĕркеçри çичĕ гектар йышăнакан вăрмана тата виçĕ гектар пысăклатрăмăр.
- Çеçен хир евĕр витĕр курăнакан хамăрăн тăрăха ешĕллентерсе питĕ тĕрĕс тăватăр. Кала-ха, 600 пинрен миçе проценчĕ чĕрĕлчĕ, çулçă кăларчĕ.
- 90 проценчĕ йăл илсе тымар ячĕ тесе çирĕппĕнех калама пултаратăп. Маларах лартнисем чăн-чăн вăрман пулса тăчĕç. Ял çыннисем халĕ çырла та, кăмпа та кунтах татаççĕ. Каçал вăрманне çити кайса ывăнмаççĕ.
- Çынна кил-çурт хăтлăхĕ çеç мар, чун çимĕçĕ те кирлĕ. Ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех.
- Виçĕ клуб, икĕ библиотека халăхпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Çулсерен вун-вун мероприяти ирттереççĕ. Вĕсен ĕç-хĕлне Михаил Кузнецов лайăх йĕркелесе пырать. Пĕр сăмахпа - культура ĕçченĕсем чун çимĕçĕпе туллин тивĕçтереççĕ.
- Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче физкультурăпа спорта аталантарассипе Нĕркеçсемпе танлашакан çукчĕ. Халĕ хăш-пĕр улшăну пур тенине илтрĕм.
- Тĕрĕсех. Спорт юхăмĕ Çĕнĕ Кипеçре те, Хирти Сĕнтĕрте те, Янкассинче те Нĕркеçсемпе тупăшăва кĕмеллех вăйланчĕ. Хоккей турнирĕсем уйрăмах хĕрÿ иртеççĕ. Вăй виçме кÿршĕ районсенчен те килеççĕ.
- Нĕркеçри культура çурчĕн пĕр пайĕнче республика шайĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Малтанхи пушанчĕ. Унта музей уçмалла мар-и.
- Нĕркеçре чаплă музей тумаллине пурте ăнланатпăр. Ку ыйтăва ял çыннисем те, Шупашкарта тĕпленнисем те çине-çинех хускатаççĕ. Чăваш Республикин культура министрĕ патĕнче те музей тăвасси тавра калаçнине пĕлетĕп. Санăн шухăшупа эпĕ те килĕшетĕп. Темиçе пÿлĕмлĕ тăрăхла çуртра музей йĕркелеме чăннипех меллĕ.
- Вадим Петрович Ефимов министр Нĕркеç кирпĕчĕнчен хитре ăсталаса çĕкленĕ, урамалла пилĕк чÿрече тухаканнинче ял историйĕн музейне уçма сĕнет. Сăмах иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Таллеровсенчен туртса илнĕ çурт пирки пынине чухларăн ĕнтĕ. Унта кĕçĕн çулсенчи ачасем вĕренмелли класс та тунăччĕ, каярахпа хуçалăх таварĕсем сутакан лавкка вырнаçнăччĕ. Авалхи çурта аркатнине пĕлтерсен Вадим Петрович питĕ кулянчĕ. "Историллĕ çуртăрсене ишсе-сÿтсе пĕтеретĕр. Килес ăрусем валли мĕн хăваратăр." - терĕ. Чăнах та, тепĕр аллă çултан çуралакан ачасен хăйсен ялĕн кирпĕчне курма Германири Лейпциг ярмăрккине каймалла пулса тухмĕ-ши.
- Чикĕ леш енне 50-70 çултанах каймĕç-ха - Нĕркеç кирпĕчĕнчен купаланă шкул стени тăн-тăнах. Çапах та Таллеровсен çуртне сÿттермелле марччĕ. Сутăн илсе ял историйĕ валли хăвармаллаччĕ...
- Юрĕ, кун пирки те ытти çинчен Культура çулталăкĕнче тĕплĕнрех калаçăпăр. Интервьюна вĕçленĕ май тăван халăхна Çĕнĕ çулта мĕн сунатăн.
- Ултă ялти 1800 çынна, пĕрле ĕçлекен Н.Голландцева, Е.Краснова, И.Петрова специалистсене, яланах тĕрев паракан «Госсорткомисси» учреждени директорне Н.Иванова, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухне нумай пулăшнă Г.Волкова тата ыттисене те ăнăçу та телей сунатăп. Хамăр утас çул çине хамăрах шур пир сармалли пĕрлехи ĕç çĕнĕ пархатарсемпе пуянлантăр!
- Çаплах пултăр!
Геннадий МАКСИМОВ
калаçнă