Вырăнти хăй тытăмлăх

24 Ака, 2020

«Пĕтĕм йывăрлăха халăхпа пĕрле çĕнтерсе пытăмăр»

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ пулчĕ. Çак тытăмра тăрăшса вăй хуракансем халăхпа кулленех тĕл пулаççĕ, вĕсене хумхантаракан ыйтусене лайăх пĕлеççĕ, муниципалитетсенчи пурнăçа лайăхрах, хăтлăрах тума ăнтăлаççĕ.

26 Утă, 2016

Килĕшӳ туслăха çирĕплетĕ

Шупашкар хулипе районĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертӳçисемпе республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем Ишлей, Кăшавăш, Çĕньял, Атайкасси ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.

Йышлă ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев ертсе пычĕ.

— Çынсене мĕнле ыйтусем канăç паманнине пирĕн пĕлмеллех. Вĕсене шута илсе çĕнĕ проектсем палăртма пулать, — терĕ ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов.

21 Раштав, 2013

Ырă пахалăхсене упраса - малалла!

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çынсемпе калаçнине сăнамассерен Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕнче ĕçленĕ Василий Иванович Максимов сăмахĕсем асăма килеççĕ. «Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем паян йĕркелÿçĕ кăна мар, психолог та пулмалла», - тенĕччĕ вăл темиçе çул каялла.