Комментари хушас

26 Утă, 2016

Килĕшӳ туслăха çирĕплетĕ

Шупашкар хулипе районĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертӳçисемпе республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем Ишлей, Кăшавăш, Çĕньял, Атайкасси ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.

Йышлă ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев ертсе пычĕ.

— Çынсене мĕнле ыйтусем канăç паманнине пирĕн пĕлмеллех. Вĕсене шута илсе çĕнĕ проектсем палăртма пулать, — терĕ ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов.

Шупашкар хулин пуçлăхĕ, ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ертӳçи Леонид Черкесов тĕлпулусенче тĕп хула юлашки çулсенче тунă çитĕнӳсем çинче чарăнса тăчĕ. ЧР конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова республика бюджетне малашне мĕншĕн виçĕ çуллăха йышăннин сăлтавĕсене уçăмлатрĕ. Республикăри ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов кăçал ачасем шар курнă тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ. Вутра çунаççĕ, шыва путаççĕ, автомашина айне пулаççĕ, эмел ĕçсе наркăмăшланаççĕ, чӳречерен тухса ӳкеççĕ... Инкек ачасене çулла хăйсене çеç хăварнипе те çыхăннă. В.Димитриев районта кăçал пурнăçа кĕртмелли ĕçсене асăнчĕ, вырма çинчен хыпарларĕ. Кăçал икĕ трассăна юсамалла. Пĕринче — 2081,1 пин, тепринче 3460,8 пин тенкĕпе усă курмалла.

2015 çулта инвентаризаци вăхăтĕнче 4432 гектар усă курман çĕр тупса палăртнă. Кăçал 1023 гектар лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ку енĕпе малалла ĕçлемелле.

Ишлейре котельнăйсем япăх. 3 тата 2,5 МВт хăвачĕллисене тума проектсем хатĕрленĕ, пăхса тухма патшалăх экспертизине ярса панă.

Шыв ыйтăвĕ те çивĕч. «Таса шыв» программăна пурнăçлама 145 миллион тенкĕ кирлĕ.

Атайкассинче тĕлпулу хĕрӳ иртрĕ. Çынсене ял хуçалăх çыравне мĕншĕн ирттерни кăсăклантарать, сĕт хакĕ улшăнса тăни пăшăрхантарать. Пуринчен ытла — ачасене шкула çӳреме автобус çукки.

— Автотранспортпа тивĕçтерме пултаратпăр, анчах ăна çӳретме çул пур-и? — кăсăкланчĕ ЧР вĕренӳ министерствин пай пуçлăхĕ Валерий Кузьмин.

Инкекĕ шăпах çакăнта иккен. Автобус çӳреме çул ансăр, ăна кирлĕ чухлĕ сармалла. Ялта ача сачĕ çук. Шкул çулне çитменнисенчен темиçе ушкăн йĕркелеме пулать. В.Рафинов Ишлей, Карачура ялĕсенчи ача сачĕсем тулли маррине пĕлтерчĕ. Анчах çывăхра мар, Ишлее çитме 7 çухрăм. Ку сĕнĕве никам та йышăнмарĕ. Ашшĕ-амăшĕ пепкисене çывăхри садикех çӳретесшĕн.

А.Иванов министр вăтам шкултан вĕренсе тухнисене ырă хыпар пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр республикăри пĕтĕм вĕренӳ заведенийĕнче бюджет шучĕпе ăс пухмалли 2907 вырăн пулнă, кăçал 358 вырăн хушнă, апла пулсан 3265 студент тӳлевсĕрех вĕренме пултарать.

Шупашкар хулипе районĕ Ишлей ял тăрăхĕнче пĕр-пĕрне пулăшса туслăн ĕçлеме килĕшӳ турĕç. Тĕп хула енчен — Л.Черкесов, район администрацийĕ енчен В.Димитриев алă пусрĕç. Килĕшӳ туслăха татах çирĕплетĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.