Комментари хушас

21 Раштав, 2013

"Сирĕн ĕç уйрăмах пĕлтерĕшлĕ..."

Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх органĕсем хăйĕн историне çырма пуçланăранпа кăçал 96 çул çитрĕ. Вĕсен çăмăл мар, хăрушлăхпа çыхăннă тата питĕ яваплă ĕçĕ пысăк хисепе тивĕç. Çĕр-шыв интересĕсен хуралĕнче тăнă ветерансем тата паян çак чыса тивĕçлĕн пурнăçлакансем савăнăçлă пулăма общественноçпа пĕрле паллă тума пухăнчĕç.

 Пысăк профессионализм пулăшнипе, паттăр пулса, тивĕçе тата Тăван çĕр-шыва парăнса унăн хăрушсăрлăхне хÿтĕлекенсене саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.

Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх службин директорĕн Александр Бортниковăн арми генералĕн уяв саламне Чăваш Рес­публикинчи управлени пуçлăхĕ Сергей Софронов генерал-майор вуласа пачĕ, ĕçтешĕсене хăйĕн ячĕпе те саламларĕ. Служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне уйрăмах палăрнисен пысăк ушкăнне ведомство медалĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "куçа курăнман фронтăн” сотрудникĕсен ĕç-хĕлне пысăка хурса хакларĕ. "Паян, кирек хăш çĕр-шыва тапăнма информаци технологийĕсемпе усă курнă, киревсĕр тĕллевсене тĕплĕ те лайăх пытарнă чухнехи условисенче, сирĕн ĕç уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Эсир хамăрăн аслă çĕр-шывăмăр чиккисен çирĕплĕх­не, унăн гражданĕсен прависемпе ирĕкĕсене шанчăклă хÿтĕлесе хăвăрăн тивĕçĕре малашне те чыслăн пурнăçласси пирки иккĕленместĕп, Раççей тата Чăваш Ен халăхĕшĕн пурнăçлакан шанчăклă ĕçĕршĕн тав тăватăп..." Михаил Васильевич оперативлă службăн хастарĕсене республика символикиллĕ алла çыхмалли сехетпе наградăларĕ, управлени пуçлăхне Шупашкар хулин сăнĕллĕ картина парнелерĕ.

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков та пушă алăпа килмен, вĕсем те ведомствăсен Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçлисем патне çитерчĕç, малашнехи ĕç-хĕлте ăнăçу, ăнтăлу сунчĕç.

Вĕсем хăйсен тивĕçне Çурçĕр Кавказра та, Афганистанра та, хĕрÿ ытти вырăнта чыслăн пурнăçланă, паттăрлăхпа палăрнă. Шел те, чăваш чекисчĕсен кăçал тăватă юлташĕпе сыв пуллашма тивнĕ. Ĕçтешĕсем вилнĕ паттăрсене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç.

Уяв каçĕ савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ, Шупашкарти шефа илнĕ 3-мĕш вăтам шкулти çамрăк талантсем филармони артисчĕсемпе пĕрле сцена çине юрă-кĕвĕпе тухрĕç.

Юрий ПЕТРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.