Комментари хушас

21 Раштав, 2013

Патшалăх тĕрекĕ - халăхсем килĕштерсе пурăннинче

Раштавăн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чĕмпĕрте Федерацин Атăлçи округĕн канашĕн Раççей Президенчĕн округри полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе иртнĕ ларăвне хутшăннă. Унта РФ Правительствин «2013-2015 çулсенче Раççей Федерацийĕн патшалăх наци политикин 2025 çулчченхи тапхăрти стратегине пурнăçламалли мероприятисен планне çирĕплетесси çинчен» хушăвне пурнăçлассин регионти уйрăмлăхĕсене сÿтсе явнă.

Ларăва уçнă май Михаил Бабич раштавăн 12-мĕшĕнче хăйĕн РФ Федераци Канашне янă Çырăвĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин нацисен тата конфессисен хутшăнăвĕсемпе çыхăннă уçăмлă тĕллевсем палăртни пирки каланă. Çак тĕллевсем округри этноконфесси лару-тăрăвĕн уйрăмлăхĕсене кура Атăл тăрăхĕнчи регионсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Атăл тăрăхне культурăсемпе тĕнсем хĕресленекен вырăн теççĕ», - тенĕ Михаил Бабич округра тĕрлĕ наци çынни пурăннине, тĕрлĕ конфессин общество тата тĕн организацийĕ нумаййине, миграци юхăмĕсем пысăккине палăртнă май.

Ларура этноссен, конфессисен хушшинче пулакан хирĕçÿсен сăлтавĕсене тишкернĕ. «Нацисен хушшинчи хирĕçÿсемшĕн час-часах йăлари шай кăтартуллă теççĕ. Чăннипе вара, пĕр преступление пула пысăк хуласем çĕкленнĕ чух, пирĕн тÿрĕ кăмăлпа йышăнмалла: çак çивĕчлĕх вăрах капланса пынă. Çынсене нумай çул илтмен, вĕсем хăйсен çивĕч ыйтăвĕсемпе пĕччен юлнă, кун пек чух çынсене çĕкленмешкĕн, юлашки çулсенче тулса çитнине каламашкăн пĕчĕк хĕлхем те çителĕклĕ», - тенĕ полпред. Вăл этноссен хушшинчи çивĕчлĕхе сăлтавлакансем пирки патшалăх пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче «киревсĕр интернационал» тенине аса илтернĕ.

Тĕп доклада Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов тунă. Канаш ларăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх федераци тата регионсен шайĕнче тишкермелли сĕнÿсем хатĕрленĕ.

Чăваш наци телерадиокомпанийĕн тата Чĕмпĕр телекуравĕн журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн республикăра тĕрлĕ наци çыннисем, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем килĕшÿре пурăннине палăртнă. «Пирĕн тĕллев - ырă çак хутшăнусене упрасси, обществăри тăнăçлăха çирĕплетесси», - тенĕ вăл.

 

З.ПАНКРАТОВ

ЧР ПА пресс-службин сăн ӳкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.