Вăрнарсемшĕн тимĕр вăййи ют мар

Кире пуканĕ йăтса палăрнă спортсменсем кашни районтах пур. Елчĕксемпе Патăрьелсем ку енĕпе çав тери ăста, Вăрнар тăрăхĕнче лару-тăру еплерех-ши?

«Районта кире пуканĕн спорчĕ пĕрремĕш утăмĕсене кăна тăвать-ха, - терĕ район администрацийĕн тĕп «спортсменĕ», социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов. - Ĕлĕк паттăрсем çинчен Ака туйсемпе пысăк уявсенче кăна пĕлеттĕмĕр. Юлашки çулсенче ăна аталантарас тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума тытăнтăмăр. Спорт шкулĕнче кире пуканĕ çĕклес енĕпе уйрăм секци çук, çапах та йывăр атлетика уйрăмĕ ĕçлет. Вĕсен йышĕнче штангистсем кăна мар, тимĕр вăййипе кăсăкланакансем те пур».

Шкул ачисемпе виççĕмĕш çул Анатолий Иванов тренер ĕçлет, унпа та калаçма май пулчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - икĕ ушкăнра 30 ытла çамрăк ăсталăха туптать, вĕсен йышĕнче кире пуканĕпе туслисем те пур. Ушкăнра каччă ытларах, хĕрсем те спортăн çак тĕсĕнчен пăрăнмаççĕ. Секцие поселокра тата çывăхри ялсенчен çÿреççĕ, хăшĕ-пĕри 20-25 çухрăм парăнтарма та ÿркенмест. Çамрăксене вĕрентме снаряд çителĕклĕ, анчах ятарлă зал çук.

Анатолий Федотовича хăйĕн вĕренекенĕсемпе те паллаштарма ыйтрăм. Вĕсенчен чи пултарулли - Вăрнар каччи Денис Тимофеев. Вăл Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă, шкулта вĕреннĕ чухне чылай çул йывăр атлетика секцине çÿренĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче кире пуканĕпе туслашнă. Борис Глинкин тренер патĕнче хальхи вăхăтра Екатерина Козловăпа Александр Ефимов ăсталăха туптаççĕ. Кÿстÿмĕр шкулĕнче вĕренекен Алик Волков та пысăк çитĕнÿсем тăвать, Дима Ястребовпа Катя Лукинан та малашлăх пур.

Вăрнар тăрăхĕнчи çамрăксен камран тĕслĕх илмелли унччен те пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче кире пуканĕ йăтас енĕпе Владимир Сидоровцевпа Станислав Евдокимов палăрнă. Вăрнарсем уйрăмах Анатолий Авруйскипе мухтанаççĕ. Вăл Чăваш Ен чемпионачĕсенче, републикăри ял спорт вăййисенче, Пĕтĕм чăвашсен олимпиадине хутшăнса 9 хутчен çĕнтерÿçĕ пулнă. 1996 çулта Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен олимпиадинче те пĕрремĕш вырăн йышăннă, çĕр-шыв чемпионатĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ. 1993 çулта вăл кире пуканĕ йăтса Чăваш Ен рекордне çĕнетнĕ.

Ветерансен хушшинче 72 çулти Анатолий Иванов палăрать. Вăл республикăра иртекен чылай ăмăртăва хутшăнать. Кăçал, калăпăр, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă.

Сергей Политов ырă тепĕр пуçарупа та паллаштарчĕ: пилĕк çул каялла районта шкул ачисен хушшинче кире пуканĕ йăтас енĕпе турнир ирттерме тытăннă иккен. 1996-1997 çулсенче çуралнă тата 15 çултан кĕçĕнреххисем тĕрлĕ виçере уйрăммăн вăй виçеççĕ. Унта çулленех темиçе команда хутшăнать. Ăмăртура Кÿстÿмĕр, Мăн Явăш, Ярмушка шкулĕсен вĕренекенĕсем хастар, яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Вăрнарсем «Хыпар» хаçат турнирĕсенчен те юлмаççĕ. Кăçал та районти чи хастар спортсменсем Кÿкеç поселокĕнчи спорт керменĕнче иртнĕ ăмăртура палăрчĕç. 

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.