Маттур!

27 Юпа, 2016

Кашни роле чунран вылять

Пӳлĕме тăпăлкка та чипер сăн-питлĕ, именчĕк хĕр кĕрсе тăни паянхи кун та асран тухмасть. «Сывлăх сунатăп. «Çăлкуç» халăх театрĕ çакăнта вырнаçнă-и?» — сăпайлăн ыйтрĕ вăл. «Çакăнта», — терĕм. Ун чухне Роза Иванова мана хăйĕн сăввисемпе паллаштарчĕ. Юрласа-ташласа кăтартма та ӳркенмерĕ. «Чăн-чăн артистка ку», — тесе шухăшларăм ăшăмра. Малалла вулас...

13 Юпа, 2016

Кĕнеке тусĕ Настя

Кольăн тантăшĕ Настя Степанова та вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тăвать. «Кашни предметпах «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пыма йывăр мар-и?» — тесе ыйтсан маттурскер: «Çук», — терĕ йăл кулса. 10-мĕш класри аппăшĕ Настьăшăн — тĕслĕх. Аслин çитĕнĕвĕсене пăхса кĕçĕнни те унран юласшăн мар.

13 Юпа, 2016

Бокспа та, ÿкерчĕкпе те туслă

Кирилл Дмитриев пысăк та вăйлă пулма ĕмĕтленет. Юмахри паттăрсем пек. Анчах та пурнăçра йăлтах юмахри пек мар çав. Ĕмĕтсене пурнăçлакан ылтăн пулă та çук. Кирилл куншăн питех кулянмасть. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме хăйĕн меслечĕ пур унăн: бокс секцине çÿресе çан-çурăма çирĕплетесси.

13 Юпа, 2016

«Эпĕ кĕвĕç чунлă мар»

Ача кĕтекен Людмила Самделовăна тухтăрсем: «Сирĕн ывăл пулать», — тесен упăшки епле ан савăнтăр? Пĕр хĕр çитĕнет, арçын ача çуралсан епле аван вĕт. Анчах çĕр çине хĕрача килнĕ. Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Иисус Христоса тĕне кĕртнĕ кун, çемьере Мария çуралнă. Ачаранпах вăр-вар пулнă вăл.

Pages