Маттур!

12 Кăрлач, 2017

Техника ĕçне мар, музыкăна суйланă

Юрă — чун уççи. Муркаш районĕнчи Нÿрет ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Анисимова вăл пурнăçра яланах пулăшса пырать. Ачаранпах юрлать вăл. Халĕ те, кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан, кĕвĕ ĕнĕрлет. Нумаях пулмасть Алексей республикăра çамрăк юрăçсем валли йĕркеленĕ пĕрремĕш телекурав конкурсĕнче гран-прие тивĕçнĕ. «Унта çĕнтерессе шансах хутшăнтăм», — пытармарĕ 21 çулти яш.

12 Кăрлач, 2017

Улăм пĕрчинчен темĕн те ăсталать

Юлия Родионова Красноармейски районĕнчи Именкассинче çуралнă. Халĕ Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсра пурăнать. Педагогика училищинче пĕлÿ илнĕскер тивĕçлĕ канăва тухичченех воспитательте ĕçленĕ. Ачасене вăл аппликаци тума, пластилинран тĕрлĕ япала ăсталама вĕрентнĕ. Шăпăрлансемпе мастер классем ирттерме ăна çав тери килĕшнĕ. Ытти воспитатель унран пулăшу, сĕнÿ-канаш час-часах ыйтнă.

22 Раштав, 2016

Йĕлме йĕлтĕр уншăн тус

Канаш районĕнчи Маякра пурăнакан Виталий Косарев çамрăк чух пуç хĕрлĕ утса ял çыннисене сахал мар тĕлĕнтернĕ. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен çапла вĕрентнĕ. Хăйĕн пултарулăхне юланут çинче те кăтартнă. "Халĕ те пуç хĕрлĕ тăма пултаратăп, анчах утаймастăп", — тет 84 çулти арçын.

15 Раштав, 2016

Мал ĕмĕтлисене çеç çитĕнӳ кĕтет

Çак шкулта кашни тăрăшса вĕренет. Чи хастаррисем вара отличниксемпе ударниксен ретне лекеççĕ. Вĕсенчен пĕри — Катя Мухина. Пĕлӳ тĕнчинче çитĕнӳ тăваканскер юрă-ташă тĕнчине те мĕн пĕчĕкренех иленнĕ. Ку енĕпе чылай çитĕнӳ тума та ĕлкĕрнĕ.

8 Раштав, 2016

Ăста мăшăр

"Лайăх упăшкапа пурăнатăп вĕт. Мана начар пулни килĕшмест, — вăхăтăн-вăхăтăн шӳтлесе кăмăла уçать çурт тĕпелĕнче ниçта кайса кĕрейми ăшталанакан кинемей. Елчĕк районĕнчи Тӳскелти Лидия Кузьмина мăшăрĕпе чăн та мухтанма тивĕç. Иван Павлович пирус туртмасть, эрех-сăрапа туслă мар, ылтăн алăллă. Тимĕртен темĕн ăсталама та пултарать. Вăтăр çул каяллах хăй тĕллĕн трактор пуçтарнă. Ун чухне хальхи пек мотоблоксем пулман. "Иж-Планета" мотоколяска моторне вырнаçтарнă техника паянхи кун та чупать. Пĕчĕк прицепа кăна пысăккипе улăштарнă. "Алла тимĕр-тăмăр тытма пăрахсанах чирлеме пуçлать. Ялан унăн мĕн те пулин тумалла", — палăртать мăшăрĕ. Тимĕр шăратса тĕрлĕ япала хатĕрленисĕр пуçне çуртра йывăçран касса ăсталанисем те пур: алăк, шифоньер тата ытти те. Ял тăрăхне тивĕçтерекен мĕнле те пулин обĕект /сăмахран, шыв колонки\ стройран тухсан ун патне чупаççĕ, вăл яланах пулăшма хатĕррине пĕлеççĕ.

Pages