Маттур!

16 Пуш, 2017

«Ĕç ялан чуна уçтăр»

Тăрăн ялĕнче пурăнакан, сакăрвун çиччĕри Евдоким Александрович Паймуков урамра утакан арçын ачасем еннелле тинкерчĕ. Хаваслă ушкăн çинчен çаплипех куçне илеймесĕр: «Хăшĕ-ши манăн юратнă мăнукăм, Даниил, чун савăнăçăм? Эхе, авă ăçта вăл!

2 Пуш, 2017

«Ĕмĕтĕм пурнăçланатех»

Тăххăрмĕш класра вĕренекен Ксения Соколова — çĕршыв патриочĕ. Тăван çĕршыва кашнин хисеплемелле, юратмалла тата унпа мăнаçланмалла тесе шухăшлать вăл. Ксения — шкулти «Паттăр» çарпа патриотлăх клубĕн хастарĕсенчен пĕри.

2 Пуш, 2017

«Хăвăрт ӳсес килмест»

Чи интересли ачалăхра-çке

Вăл çав тери çивĕч ăслă, кулăш туйăмĕллĕ тата хаваслă арçын ача. Пĕрисем шкултан вĕренсе тухнă вăхăталла та хăйсен чун туртăмне ăнланмаççĕ, вăл вара хăйне мĕн кирлине халех пĕлет, кăмăллакан ĕç тупнишĕн чĕререн савăнать. Кам-ха вăл? Мĕнех, паллашăр.

Даниил Сергеев Шупашкарти 45-мĕш шкулта 6-мĕш «а» класра вĕренет. Вăл журналист та, оператор та, монтажер та, актер та. Çакă йăлтах «Куча мала» ача-пăча медиа центрĕнчен пуçланнă теме юрать.

— Даниил, «Куча малана» мĕн илсе çитерчĕ сана?

— Аталанас, мĕн те пулин çĕннине пĕлес тени. Куратăр ĕнтĕ, хальлĕхе шухăшлани пулса пырать.

2 Пуш, 2017

Хĕрлĕ-сарă футболка

Мĕнрен пуçлам-ши? Эпир 5-мĕш класранпа пĕр шкулта вĕренеттĕмĕр, анчах та ăна 11-мĕш класра кăна асăрхарăм. Пĕррехинче шкула юлса çитрĕм. Картлашкасемпе чупса хăпарнă чухне хĕрлĕ-сарă футболка асăрхарăм, ăна тăхăннă каччă çине пăхрăм та вăл: «Салам!» — терĕ. Пĕр-пĕрне паллатпăр-ха, анчах ăна ятран пĕлместĕп.

Pages