Автан авăтичченех вăранать

Халĕ ялти пурнăç хуларинчен нимĕнпе те кая мар. Унта ĕç вырăнĕ çукки çеç пăшăрхантарать. Çавăнпа хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм çуралнă тăрăхра тĕпленсе пурăнасшăн мар. Анчах пурте кун пек шухăшламаççĕ. Ял пурнăçне хуларипе ылтăн парсан та улăштарманнисем пур. Вăрнар районĕнчи Ярмушкара пурăнакан Валерий Балыкова ялта пурăнма килĕшет. Кашни кун ирхи тăватă сехетре тăрать пулин те 26 çулти çамрăк ялта ĕçлесе кун кунланăшăн пĕрре те ÿкĕнмест.

Яш шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти пĕр институтра аслă пĕлÿ илнĕ. Экономист дипломне алла илсен Валерий салтак атти тăхăннă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласан вăл тÿрех яла таврăннă. Хулари пурнăç ăна студент çулĕсенчех йăлăхтарнă. Хăйĕнпе пĕр шухăшлă тусĕсемпе канашланă хыççăн йĕкĕт ялта ĕçлесе пурăнма тĕллев тытнă. Ку ыйтупа вĕсем юлташĕпе, кÿршĕ ялта пурăнакан Мефодий Федоровпа, сахал мар калаçнă. Халĕ Валерий халăхран сĕт пуçтарать. Кашни кун 6 яла çитет вăл. Яшăн автан авăтма пуçличченех тăма тивет. Малалла вулас...

Любовь ПЕТРОВА

2 Comments

Ял е хула-и?

Сак статьян чи малтанхи ике предложениепе эпе ниепле те килешейместеп: "Халь ялти пурнас хуларинчен нименпе те кая мар.Унта ес выране сукки сес пашархантарать."Сак самахсене ялта е хулара пуранса курман, танлаштарма пултарайман сын сес калаять. Пурте верипе сиве шыв керсе тухнипе-и, е пуртрех туалет-ваннай ларнипе-и, е газпа ашатма тытаннипе-и ял пурнасе хуларине савранче?
Ял сынни текенни емерепех сер синче еслене, выльах-черлех усрана. Халь вара кам чарать? Колхозссем петне тешшен-и? Колхоз саланнипе ялта ес петместь. Ялта мескер сер сук-и? Хале уркенменнисем 100 га таранах, е тата та ытларах сер илессе те елекхи колхозниксенчен те ытларах тар такса еслессе. Е тата выльах-черлех усрама май сук-и? ЯЛТА ЕС СУК теме-кахал сын сес шухашлама пултарать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.