Маттур!

26 Кăрлач, 2017

Пысăк сцена çине тухма ĕмĕтленет

Утаççĕ-и, чупаççĕ-и? Выляççĕ-и, кулаççĕ-и? Пире хапăл тăваççĕ-и? Ахăртнех, чылайăшĕ çак йĕркесем ăçтан пулнине тÿрех ăнланчĕ. «Шевле» кăларăма ача чухне эпĕ те чăтăмсăррăн кĕтеттĕм, чăваш ачисем валли унашкал кăларăм пурришĕн савăнаттăм. Çулсем иртнĕ май «Шевлене» ертсе пыракан шăпăрлансем улшăнса пычĕç. Шупашкарта пурăнакан Виктория Ермолаевăна сенкер экранпа 5 çул курма май килнĕ. Вăл унта пĕр класра вĕренекен юлташĕпе пĕрле лекнĕ. Викăна «Çывăр, аптраман тавраш» кăларамра та курма май пулнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах камера умĕнче хăйне ирĕклĕ тытма хăнăхнăскер ÿссен журналист пулма шухăшланă. Анчах чун киленĕçĕ — музыка — уншăн пĕлтерĕшлĕрех. Пурнăçне унпа çыхăнтарма тĕллевленсе вăл мусăкçă профессине алла илме, пысăк сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ.

21 Кăрлач, 2017

Фестивале хутшăнма ĕмĕтленет

 Республикăри çамрăксен патшалăх политикин тытăмĕнче ĕçлекенсен хушшинче професси ăсталăхĕн конкурсне йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Çулран çул ытларах хастара явăçтаракан ăмăртура 2016 çулта кам çĕнтернĕ-ха? Конкурс комиссийĕ çĕнтерÿçĕ ятне çак кунсенче кăна, 2017 çул пуçлансан, пĕлтерчĕ — Инна КИРИЛЛОВА, Улатăр район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн тĕп специалисчĕ.

19 Кăрлач, 2017

Сивĕ шывра ишекен çын чирлемест

«Эсир сивĕ шыва чăмса курнă-и? Эппин, унтан мĕнле кăмăл-туйăмпа тухнине хăвăрах пĕлетĕр», — терĕ Андрей Горяинов вакра пĕрремĕш хут шыва кĕнине аса илме ыйтсан. Шел, эпĕ чăмма мар, ишме те пĕлместĕп. «Вара мĕнле?» — ыйтмасăр чăтаймарăм унран. 27 çулти Андрей сивĕ шывран тухсан организм тонусĕ хăпарнине калама тытăнсан унăн куçĕ савăнăçпа çиçрĕ, вăл ку енĕпе пĕр-пĕр ăсчахран та лайăхрах пĕлнĕн туйăнчĕ. Кашни çул Кăшарнире вакра чÿхеннисĕр пуçне çамрăк арçын хĕлле сивĕ шывра ишессипе ăмăртса медальсем çĕнсе илет. Хальлĕхе унăн рекордне Раççейре никам та çĕнетеймен. Малалла вулас...

12 Кăрлач, 2017

Хаваслăхĕ - ĕçĕсенче

Интереслĕ те шухăшлă сăвăсем шăрçалать Настя Кузнецова. Унăн ĕçĕсене вуласан пĕр кулатăн, пĕр тĕлĕнетĕн. «Мĕн тери хаваслă та ăслă хĕрача пулĕ ку», — тейĕ вулакансенчен чылайăшĕ. Чăнах та, хаваслăхĕ унăн иксĕлми, хастарлăхĕ те тапсах тăрать. Çавăнпах пулĕ вăл пĕр-пĕр уяв ирттерме хатĕрленсен тÿрех сценари çырма пуçлать, яланах çĕнĕ шухăш палăртма тăрăшать.

12 Кăрлач, 2017

Ырă самантсем яланах асра!

Икĕ пике, Ирина Макаровăпа Лена Новожилова, юрă-ташăсăр пурăнаймасть. Мĕн пĕчĕкренех «Тевет» фольклор ушкăнне юратса çÿренĕ вĕсем. Тĕрлĕ конкурс-уява хутшăнса чи хастаррисем пулни вĕсене пушшех хавхалантарнă.

Pages