Комментари хушас

12 Кăрлач, 2017

Хаваслăхĕ - ĕçĕсенче

Интереслĕ те шухăшлă сăвăсем шăрçалать Настя Кузнецова. Унăн ĕçĕсене вуласан пĕр кулатăн, пĕр тĕлĕнетĕн. «Мĕн тери хаваслă та ăслă хĕрача пулĕ ку», — тейĕ вулакансенчен чылайăшĕ. Чăнах та, хаваслăхĕ унăн иксĕлми, хастарлăхĕ те тапсах тăрать. Çавăнпах пулĕ вăл пĕр-пĕр уяв ирттерме хатĕрленсен тÿрех сценари çырма пуçлать, яланах çĕнĕ шухăш палăртма тăрăшать.

Сăвă ăмăртăвĕсене хутшăнмалла тесенех Настя канăçне çухатать, пĕр ăмăртуран та юлас килмест-çке унăн. Районта «Янăра, чăваш сăмахĕ» конкурсра Юхма Мишшин сăввине питĕ илемлĕ вуласа панă та вăл иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Халĕ Настя «Тантăшпа» та туслашнă, чунтан шăрçаланă сăввисене хаçата ярса парать.

— Сăвă ачасене ырă чунлă пулма, тăван вырăнсене юратма вĕрентет. Çавăнпа пурне те илемлĕ сăвăсем вулама сĕнетĕп. Мана аслăрах ÿсĕмри поэтсем çырни питĕ килĕшет. Тĕслĕхрен, Юхма Мишшин пултарулăхне хисеплетĕп. Çавăн пек маттур çынсенчен тĕслĕх илетĕп, — тет пушă вăхăта библиотекăра ирттерме кăмăллакан хĕрача.

Настьăн ÿкерес ăсталăхĕ те пур. Ырăлăхпа тулнă ÿкерчĕкĕсене «Тантăш» страницисенче те асăрхама пулать. Ăсталăхне ÿнер шкулĕнче туптаканскер хăйĕн ĕçĕсене те хаваслăх сĕмĕ кĕртет.

Пур çĕрте те çĕнĕлĕх шыракан пике ялти Культура çуртĕнчи Пукане театрне те çÿрет.

— Унта эпир чăх чĕпписене, кашкăрсене тата ытти чĕрчуна та «калаçтаратпăр». Вера Федоровна пуканесене чĕрĕлĕх кĕртме вĕрентет. Хамăрăн пултарулăх ушкăнĕпе конкурссене, экскурсие те тухса çÿретпĕр.

Шкулта çавăн пек пултаруллă ачасем пулсан вĕрентекенсен ĕçĕ сая кайман пекех туйăнать. Вĕсенче — пысăк шанăç. Настя шкул хаçатне кăларас ĕçе те интересленсех хутшăнать, вăл — тĕп редактор. Хăйĕн тивĕçĕн яваплăхне çивĕч туять, кашни кăларăма кăсăклăрах кăларма тăрăшать. Тепĕр чухне пулмасла халапсем те хатĕрлет. Редколлегире — çиччĕн. Хаçатра чăвашла та, вырăсла та, тутарла та çырнисем пур, мĕншĕн тесен ку шкулта виçĕ халăх ачисем туслă вĕренеççĕ.

Тĕнчене ырăрах тăвас тесен хăвăнтан пуçламалла теççĕ. Çынсен хутшăнăвĕ тĕкĕр пекрех. Эсĕ çынпа хăвна мĕнле тытатăн — вăл та санпа çаплах. Настьăна кура ыттисем те хавхаланасса, хаваслăрах та интереслĕрех пурăнма пуçласса шанас килет.

Лариса ПЕТРОВА.

Патăрьел районĕ,

Сăкăт шкулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.