Маттур!

8 Раштав, 2016

Сиенлĕ йăлапа туслаштарса тупăш илесшĕн

Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Çамрăксем усăллă ĕçсем тума тăрăшни савăнтарать. Вĕсенчен пĕри, «Сывă наци» общество организацийĕн председателĕ Кирилл ЛУКИН, пурнăçа кĕртнĕ ырă ĕçсем пирки каласа кăтартрĕ. Сăмах май, республикăн парламенчĕ раштавăн 5-мĕшĕнче иртнĕ сессире хастарскере Чăваш Енĕн Общество палатин йышне кĕртрĕç. Малалла вулас...

1 Раштав, 2016

«Чăваш пики» — Тутарстан чиперкки

Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики» конкурс улттăмĕш хут иртнĕ. Унта Ханты-Манси тата Ямал-Ненецк автономи округĕсенчи, Мурманск хулинчи, Самар, Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсенчи, Тутар, Пушкăрт, Крым республикисенчи тата, паллах, Чăваш Енри 31 хĕр хутшăннă. Пикесен пултарулăхне пилĕк тупăшура хакланă. «Чăваш пики — 2016» ята тата 30 пин тенкĕ тăракан путевкăна Тутарстанран килнĕ Ксения Романова тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна та тулай чăвашĕ — Пушкăрт Республикинчи Елена Садыкова — тухнă. «Чи хӳхĕм пике» номинацире Крым чăвашĕсен чысне хӳтĕленĕ Ксения Сергеева çĕнтернĕ. «Куракансем кăмăлланă пике» — Мила Яковлева /Канаш районĕ/, «Чи çепĕç пике» — Нелли Львова /Элĕк районĕ/, «Ăс пике» — Дарья Степанова /Пушкăрт Республики/. «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» номинацире Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ Ангелина Адамовăпа инçетри Ямал-Ненецк автономи округĕнчен çитнĕ Екатерина Сафронова мала тухнă.

1 Раштав, 2016

Шкулла выляма — кăсăклă!

Вика Кузнецовăн юратнă вăййисенчен пĕри — шкулла вылясси. Мĕн тери кăсăклă-çке! Хĕрача хăй те пысăклансан вĕрентекен пулма ĕмĕтленет. Шухăшĕ лайăх. Тепĕр тесен, аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскерте шанăç пур.

24 Чÿк, 2016

Юлташĕсене хаваслăх кÿрекен хĕрача

Тăван чĕлхе илемĕ Ангелина Лаврентьевăна сочинени, сăвă çырма хавхалантарать. Çут çанталăка сăнанă май пуçра тĕрлĕрен шухăш капланать унăн, шăпах çакă та пултарулăха аталантарма май парать.

— Çут çанталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ, — тет Ангелина. — Хĕлле шурă тумĕпе тыткăнлать. Çуркунне тĕнче вăранать, кайăксем ăшă енчен вĕçсе килеççĕ те илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ. Çулла лайăх: хĕвел хĕртет, чечексем çеçке çураççĕ. Кĕркунне хĕрлĕ-сарă тĕспе илĕртет…

17 Чÿк, 2016

Ĕçне кура пурлăхĕ

Хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çурта йĕри-тавра техника хупласа илнĕ. Мĕн кăна çук-тăр: трактор, косилка, груз турттармалли машина... Пахчара хĕрсех ĕçлекен кил хуçине асăрхасан унран вĕсен шутне ыйтрăм.

Pages