Маттур!

25 Çурла, 2016

Хăй пĕçернĕ пылака çимен

«Чăн-чăн ăста хатĕрленĕ манна пăтти те пысăк кухня апачĕ шутланать», — тенĕ пĕр çын. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ тутлă пĕçерме пултарать. Анчах профессионал шайне çитекен сахал. Чăн-чăн ăстасем пĕр çимĕçрен вун-вун апат хатĕрлеме пултараççĕ.

20 Çурла, 2016

Чи хитре механизатор

Пĕтĕм Раççейри çуллахи спорт ял вăййисен финалĕ Сарă ту облаçĕнче утă уйăхĕн 15-20-мĕшĕсенче иртнĕ. 600 пин çын таран пурăнакан регионсен хушшинче республика чысне хӳтĕлекенсем «бронзăна» тивĕçнĕ. Раççей шайĕпе вара пирĕн пĕрлештернĕ команда — улттăмĕш вырăнта. Пĕрремĕшсем — Тюмень облаçĕн маттурĕсем.

18 Çурла, 2016

Ачасен куçĕнчи хĕлхем хавхалантарать

Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ Александра Лобочкова ку хавхалантарăва тавралăха сыхлас енĕпе «Хут шăв-шавĕ» экологи çутĕç проектне пурнăçланăшăн тивĕçнĕ.

13 Çурла, 2016

Олимп тÿпинче çĕнĕ çăлтăр чăваш хĕрĕн ячĕпе çуталчĕ

Бразилири Рио-де-Жа­нейрора иртекен Олимп вăййисен помосчĕ çине çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче спорт гимнасткисем тухрĕç. Ушкăн вăйĕпе вĕсем кĕмĕл медале çĕнсе илме пултарчĕç. Çĕршыв чысне пĕрлештернĕ команда йышĕнче Алия Мустафинăпа, Ангелина Мельниковăпа, Мария Пасекăпа тата Седа Тутхалянпа пĕрлех пирĕн ентеш — Çĕнĕ Шупашкарта çаралса ÿснĕ, халĕ пултарулăхне Мускаври «Самбо-70» спорт шкулĕнче туптакан Дарья Спиридонова — хÿтĕлерĕ.

12 Çурла, 2016

Çамрăксене улталама юрамасть - суйнине вĕсем тӳрех сисеççĕ

Чуна парса ӳстерсен кăна улмуççи вун-вун çул хăйĕн çимĕçне парать, юратса тунă ĕç çеç лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Тренерăн «çимĕçĕ» — спортсменсен çитĕнĕвĕсем.

Pages