Маттур!

13 Юпа, 2016

«Самолета ларма хăракана нихăçан та ăнланаймăп»

Самолетăн сылтăм çуначĕ çинче мĕншĕн симĕс, сулахаййинче мĕншĕн хĕрлĕ çутă çуннине лайăх пĕлет вăл. Кислород баллонне икĕ çеккунтра пуçтарма пултарать кăна мар, хăрушлăх сиксе тухсан «тимĕр кайăка» та çĕр çине антарса лартаять.

6 Юпа, 2016

Çын тума пултарайман ĕç çук

Канаш районĕнчи Уçырмари Аксарин урамне ахальтен лекмен Ирина Александровна Андреева. Кунта вăл çывăхри Çăлпуç /вырăсла Аксарино\ ялĕнчен качча килнĕ. Урам ятне вара çулĕ шăпах çак ял еннелле пăхнине кура панă иккен.

6 Юпа, 2016

«Черетсĕрех йышăнăттăм»

Данил Тимофеев тухтăр пулма ĕмĕтленет. Мĕншĕн тетĕр-и? Тухтăр пӳлĕмĕ умĕнче черетре тăрса ывăннă вăл! Шурă халат тăхăнсанах пурне те черетсĕрех йышăнĕччĕ те… Кам пĕлет, тен, çавнашкал вăхăтсем те çитĕç?

— Тĕрĕссипе вара, çынсен пурнăçĕсене çăлас килет манăн, — терĕ арçын ача кăштах шухăшланă хыççăн.

29 Авăн, 2016

Чăвашсене китайла вĕрентеççĕ

Чăваш Енпе Китай Халăх Республики хушшинчи хутшăнусем çирĕпленсех пыраççĕ. Нумаях пулмасть ЧР Наци библиотекинче Китай информаципе культура центрĕ уçăлнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ те ку çĕршыври аслă шкулсемпе çыхăну тытать.

Pages