Комментари хушас

13 Юпа, 2016

«Самолета ларма хăракана нихăçан та ăнланаймăп»

Самолетăн сылтăм çуначĕ çинче мĕншĕн симĕс, сулахаййинче мĕншĕн хĕрлĕ çутă çуннине лайăх пĕлет вăл. Кислород баллонне икĕ çеккунтра пуçтарма пултарать кăна мар, хăрушлăх сиксе тухсан «тимĕр кайăка» та çĕр çине антарса лартаять. Ирхине Нью-Йоркра вăл, каçхине — Мускавра, тепĕр кун ирхине — Стамбулта... Чăматанĕнче вара — шыва кĕмелли тумпа юнашарах хулăн кĕрĕк, сунчăк çумĕнчех çăм çĕлĕк... Сăмахăм Шупашкарта çуралса ÿснĕ, çичĕ çул каялла бортпроводникре ĕçлеме пуçланă чăваш каччи çинчен. Хушаматне пăхсан пĕрре те чăваш пек туйăнмасть пулин те çак халăх ывăлĕн ачи пулнипе мăнаçланать Аэрофлотра ĕçлекен 25 çулти Кирилл Швимерт. Тăван Шупашкар хули тĕнчери хĕвĕшÿлĕхрен канмалли чи лăпкă вырăн иккенне палăртать, çавăнпа çуралнă тăрăхне, амăшĕ патне, темиçе çулта пĕрре шăпах канлĕх шыраса килет.

Пысăк ĕмĕт. «Шухăш хыççăн çунатпа та вĕçсе çитеймĕн», — теме кăмăллать чăваш. Кирилл вара ача чухнехи чи пысăк ĕмĕчĕ патне çунатсăрах çитме пултарнă. Самолета вăл шкула кайичченех ларса курнă. Шăпах çавăн чухне унăн пуçĕнче çирĕп тĕллев тĕвĕленнĕ: ÿссен самолет çинче ĕçлетĕпех. Анчах кун пирки вăл нихăçан та никама та каламан. Урокра ларнă чухне те шухăшсен тарăн авăрне путса тÿпере хулăн йĕр туса вĕçекен «тимĕр кайăксене» шутланă. Çавăнпа 9-мĕш класс пĕтерсенех çывăх тăванĕсене те систермесĕр Мускава тухса кайнă. Бортпроводнике вĕренме тытăннине пĕлсен амăшĕ çав тери хытă кÿреннĕ, темиçе уйăх пач калаçман. «Çулталăкне миçе самолет ÿксе саланать. Санăн ир вилес килет-им?» — ятланă амăшĕ ывăлне. Каярахпа вара тĕпренчĕкне ăнланса ăраскалĕпе çырлахнă. Халĕ вĕсем питĕ лайăх хутшăнаççĕ. Ача чухнехи тĕллев пурнăçланнă тесе çын, паллах, ĕмĕтленмесĕр пурăнмасть. Кирилл халĕ тата пысăкрах тĕллевпе çунатланнă: «Пурăна киле пилот пулса самолета итлеттеретĕпех».

Салонра — çăлтăрсем. Тÿпере 4 пин те 500 сехет ытла вĕçнĕ Кирилл хăйĕн пассажирĕсен йышĕнче Раççейри, ют çĕршыври паллă юрăçсемпе спортсменсене, политиксене сахал мар курнă. Дима Билана, Александр Градские, Федор Бондарчука, Лолита Милявскаяна тата ытти çăлтăра мĕн ыйтнине йăлтах илсе килсе панă. Рио-де-Жанейрăра кăçал иртнĕ çуллахи Олимп вăййисене хутшăннă спортсменсене те Мускава Кирилл ертсе пыракан бригада /сăмах май, чăваш каччи тахçантанпах ĕнтĕ аслă бортпроводник тивĕçĕсене пурнăçлать/ илсе килнĕ. Астăватăр пулĕ: массăллă информаци хатĕрĕсем «Ылтăн рейс» ят панăччĕ Раççей ят-сумне çĕкленĕ спорт ăстисене илсе килнĕ çав рейса. Хаваслă спортсменсемпе пĕрле бортпроводниксен те кăмăлĕ çĕкленнех ĕнтĕ. «Маншăн вĕсем — ыттисемпе тан пассажирсем. Тĕллевĕм — хамăн тивĕçсене тĕплĕ пурнăçласси», — çирĕплетрĕ йĕкĕт.

Чаплă парне. Паллах, чи ырри — самолет çĕре перĕнсен пассажирсем алă çупса тав туни. Çынсем çапла майпа пилотсене чыс тăваççĕ тесе шухăшлаççĕ. Анчах ку тĕрĕс мар иккен. «Салонри шăв-шава штурвал умĕнче ларакансем пачах илтмеççĕ. Тăвăллăн алă çупса пассажирсем пире тав тăваççĕ», — йăл кулчĕ Кирилл. Пĕррехинче ăна Ĕпхÿ хĕрĕ килĕштернĕ, самолетран ансанах соцсетьре шыраса тупнă. Чăваш каччи кĕçех юратуллă çыру илнĕ: «Эпĕ сана чунран килĕштертĕм. Паян тесен паянах качча тухма хирĕç мар. Килсе илсе кай мана». Бортпроводниксене пĕрле сăн ÿкерĕнме ыйтакан та, сăмахпа, çырупа тав тăвакан та йышлă-мĕн. Çав вăхăтрах парнепе тĕлĕнтерекенсем те тупăнаççĕ. Кирила пĕр чех арçынни чи чаплă айфон тыттарнă. Мĕншĕн тетĕр-и? Чей-кофе, апат-çимĕç илсе килсе панăшăн, йăл кулса калаçнăшăн. Çавă çеç.

Раççей çыннисем. Ку уйрăм калаçу. «Раççей пассажирĕсем — чи путсĕррисем», — палăртаççĕ стюардессăсем интервьюсенче. Çак сăмахсемпе Кирилл та туллин килĕшет. «Урăх нимĕнле çĕршыв гражданинĕсем те самолет çинче сысналла нăриклетме пуçличчен эрех-сăра ĕçмеççĕ. Аллине ирĕке яракан, çапăçакан, кăшкăрашакан пассажирсене вырăна çитмесĕрех ют аэропорта анса полици ĕçченĕсене парса хăварма тивет. Çакна пула ыттисем пăлханмасăр вĕçеймеççĕ, авиакомпани пысăк тăкак тÿсет. Юрать, нумаях пулмасть пире ытлашши пуçтахланакансене çыхса пăрахма ирĕк пачĕç», — каласа кăтартрĕ Кирилл. Чи ырă кăмăллисем вара — Китай çыннисем. Вĕсем: «Эй, кил-ха кунта», — теме хăймаççĕ, яланах хисеплесе ăшшăн калаçаççĕ-мĕн.

Ытлашши пассажир. 2010 çулта пулнă ку. Самолет Мускавран Нью-Йорка вĕçнĕ. Хускалнă вăхăтра авиалайнерта 340 пассажир пулнă. Океан çийĕн иртнĕ чухне ăнсăртран тепĕр пассажир хушăннă. Мĕнле майпа тетĕр-и? Хĕрарăм ача çуратса панă. «Паллах, пире ун пекки пулайни пирки пĕлÿ илнĕ чухнех асăрхаттараççĕ, вăл е ку лару-тăрура мĕн тумаллине çирĕп вĕрентеççĕ. 11 пин метр çÿллĕшре çăмăлланакан хĕрарăма та, çуралакан ачана та çăмăл мар. Хĕрарăмăн юн пусăмне эмел парса йĕркене кĕртрĕм, бизнес-класри пушă вырăна куçарса лартрăм. Ăна мĕнле сывламаллине каласа тăтăм, çут тĕнчене чип-чипер арçын ача килчĕ те — 45 минут йĕп-йĕпе тара ÿксе ăшталаннăран ывăнни туххăмрах иртсе кайрĕ», — аса илчĕ Кирилл.

Пăтăрмах. Паллă: юсавсăр самолета вĕçеве кăлармаççĕ, анчах лайнер кирек хăш вăхăтра та чăхăмлама пултарнине шута илмеллех. Вак-тĕвек кăлтăк пирки бортпроводниксем пассажирсене систермеççĕ — çынсене пустуй мĕншĕн сехĕрлентерес? Пилотсене расна апат çитерни те çакăнпах çыхăннă. Пĕри наркăмăшланса аптăраса ÿксен тепри самолета пĕчченех итлеттерет. Кирлĕ хулана çитичченех анса ларни — çав тери сайра пулакан пăтăрмах мар. Сăмахран, пассажир хытах аптăраса ÿксен те çапла тума тивет. Е тата урăх сăлтавпа. «Икĕ çул каялла пулнăччĕ ку. Мускавран Новосибирска вĕçетпĕр. «Тимĕр кайăка» Екатеринбургра васкавлăн лартма тиврĕ. Аэропортра самолета багаж тиенĕ грузчик анса юлма ĕлкĕреймен — алăк хупăннă. Багаж уйрăмĕнче вара сывлăш температури 60, 70 градус сивĕ таран анать. Инкеке лекнĕ арçын хăй пирки пире самолетăн хыçалти пайĕнчен шаккаса систерчĕ. Екатеринбургра медицина ĕçченĕсем кĕтсе илчĕç. Мĕскĕне тăм тивменччĕ, анчах ун çине пăхма хăрушăччĕ», — чуна çÿçентерсе каласа кăтартрĕ Шупашкар каччи.

Куçа курăнман инкек. Бортпроводниксен ĕçĕ романтика пек туйăнать чылайăшне. Кун пек туйăм вĕсен чунĕнче, паллах, хуçаланать-тĕр. Çапах хурлăхлă самант кирек хăш вăхăтра та сиксе тухма пултарнине ăнкарса илсен ÿт-пÿ тăрăх сивĕ чупса анать. Виçĕ çул каялла Мускавран Ĕпхĕве вĕçекен самолет тÿпене йĕркеллех хăпарнă. Кирлĕ çÿллĕше çитсен Кирилл пассажирсене пăхса çаврăннă хушăра пĕри сывламаннине асăрханă. Унччен пулăшу ыйтакан та, хăйне япăх туйнине калакан та пулман-çке. Каччă часрах чĕре таппине тĕрĕсленĕ: пĕр хускану та çук. Арçын вилнĕ. «Ура вăйĕ пĕтрĕ. Хĕрхеннипе йĕрес килчĕ, анчах юрамасть. Çитменнине, ытти пассажира куçран мĕнле пăхмалла? Вĕсене епле майпа лăплантармалла? Вилене çын курман çĕре мĕнле сĕтĕрсе каймалла?» — вун-вун ыйту пăраланă Кирилăн пуçне...

Официант кăна мар. Чылайăшĕн шухăшĕпе — бортпроводник самолетри официант çеç. Ку пач тĕрĕс мар. Вĕсен тиевçĕ те, фотограф та, психолог та, тухтăр та, пушарнăй та... пилот та пулма тивет. Стюардсем вĕреннĕ вăхăтрах самолета итлеттерме хăнăхаççĕ. Тĕрлĕ чăрмава парăнтарса, инструкторпа пĕрле 60 сехет тренажер çинче вĕçсе экзамен тытаççĕ. Кабинăра пĕр вырăс саспалли те çуккине, профессионал пилотсем ку ăсталăха нумай çул вĕреннине шута илсен — ку пĕрре те çăмăл ĕç мар. Юрать, халĕ лайнерсен автопилот комплекс пур. Вăл штурвал умĕнче ларакансен ĕçне чылай çăмăллатать. Кирила виçĕ çул каялла хăйĕн çуралнă кунĕнче шăпа хытах тĕрĕсленĕ. «Йĕркепе килĕшÿллĕн пирĕн кашни 40 минутран пилотсем патне кĕмелле, вĕсен сывлăхĕпе, кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланмалла. Çапла черетлĕ хут кĕрсен сывлăш карапĕн командирĕ тăнне çухатнине, иккĕмĕш пилот пăлханса ÿкнине асăрхарăм. Бортра — 347 пассажир. Йăнăшма юрамасть. Лару-тăрăва ăнланса илсе тĕрĕс йышăнусем турăмăр — самолета Мускаври аэропорта чиперех антарса лартрăмăр», — йăл кулчĕ Кирилл.

Хаксăр хаклă пурнăç. Бортпроводниксен шалăвĕ пысăк. Тин çеç ĕçе пуçăннисем те уйăхне 130 пин тенкĕ таран илеççĕ. Вĕçнĕ сехет хушăннăçем шалу ÿссе пырать. Анчах пĕтĕм вăхăта, вăй-хала, чуна ĕçе памалла. Кирилл виçĕ уйăхранах хăйĕн валли самаях чаплă автомашина илнĕ, икĕ çултан Мускавра пысăк хваттер туяннă. Канмалли кунсенче те вăл ют çĕршыври тусĕсем патне самолетпа вĕçет. Хупах йышши кафесенче мар, хаклă ресторансенче апатланать, колхоз пасарĕнче мар, тĕнче шайĕнчи брендлă фирмăсен ятарлă бутикĕсенче çи-пуç туянать. Кунашкал пурнăçа вăл хăй суйланă, хăй йĕркеленĕ. Кирилл унпа кăмăллă. Çак çулпа кайма шут тытнă çамрăксене те вăл ĕмĕт патне шăла çыртса талпăнма сĕнет.

 

КĔСКЕН:

— Кирилл, эсĕ вĕçме нихăçан та хăраман-и?

— Нихăçан та.

— Пĕрремĕш рейс манăç­ман-и?

— Çук. Мускавран Красноярска икĕ сехет вĕçнĕччĕ.

— Ĕçре чи йывăрри саншăн мĕн?

— Инкек сиксе тухсан хăрушсăрлăх хатĕрĕсемпе епле усă курмаллине пассажирсене вĕçев умĕн каласа ăнлантарасси, мĕншĕн тесен ăна никам та ăса хывасшăн мар.

— Ют çĕршывсенче тăванусем валли парне туянатăн-и?

— Туянса килетĕп, анчах тăванăмсене питĕ сайра куратăп.

— Миçе чĕлхепе ирĕклĕн калаçатăн?

— Миçе чĕлхепе-ши? Вырăсла, акăлчанла, нимĕçле, турккăлла...

— Талăкне миçе сехет çывăратăн?

— Маншăн тăватă сехет хуп турттарни çителĕклĕ.

— Самолет чи хăрушсăр транспорт шутланать. Эсĕ çа­­­кăн­па килĕшетĕн-и?

— Паллах. Хăвăрах шухăшласа пăхăр: Мускаври «Шереметьево» аэропортран кăна пĕр минутра пилĕк самолет вĕçсе хăпарать, виççĕ анса ларать.

— Чи кăмăлланă самолет.

— Пурте кăмăла каяççĕ. 354 пассажирлă Боинг-777 мăнаçлăх туйăмне вăратать. Мĕншĕн тесен вăл питĕ капмар. Экипаж та пысăк, пушă вăхăтра пĕр-пĕринпе кăмăлтан калаçма пулать.

— 165 сантиметртан лутрараххисене мĕншĕн бортпроводникре ĕçлеме илмеççĕ?

— Самолет салонĕнчи çÿлти çÿлĕксене пула. Хĕрсен — 165, каччăсен 171 сантиметртан лутра пулмалла мар. Пикесем ĕçре çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак тăхăнаççĕ, çавăнпа çÿлĕк çинчи япаласене илееççĕ.

— Ялан тÿпере вĕçни сывлăха япăх витĕм кÿнине лайăх пĕлетĕп.

— Çур çулта пĕрре тĕплĕ тĕ­­рĕс­лев витĕр тухатпăр, каш­­­­нинчех ĕçсĕр юлакансем пулаççĕ. Унсăр пуçне пире мĕн пур рейс умĕн тĕрĕслеççĕ. Юн пусăмĕ йĕркеллĕ мар тăк — самолета лараймăн.

— Пушă вăхăт пур-и?

— Тупăнать паллах. Ун пек чухне йогăпа кăсăкланатăп, савнипе е туссемпе спектакль-концерт курма çÿретĕп.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.