Маттур!

14 Утă, 2016

Пăта çапма, кирпĕч хума пĕлет

Нумаях пулмасть Самар об­ла­çĕнчи Мастрюково кÿллисен хĕрринче «iВолга-2016» форум иртрĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕ­тесĕнче пурăнакан çамрăксем пу­хăннă. Форума пирĕн республикăри 90 çын кайнă. Вĕсенчен 17-шĕ хăйсен проекчĕсене хÿтĕленĕ. Палăртма кăмăллă: икĕ çамрăк грант илмешкĕн тивĕçнĕ.

23 Çĕртме, 2016

Çÿресчĕ-ха пулла çулла!

Çуллахи вăхăтра кирек кам та çут çанталăкра пулма кăмăллать. «Пÿртре пăчăхса лариччен кунĕпех урамра пулма хатĕр. Пахчара ĕçлесси, уйра утă тăвасси — хăйне евĕр спорт мар-им-ха? Çăмăл атлетикăна кăмăллаканăн, футбол-волейбол вăййисене килĕштерекенĕн çеç мар, кунĕпе алла сенĕк-кĕрепле тытса вăй хураканăн та хул-çурăмĕ пиçĕхет-çке. Çулла пурте хĕле хатĕрленме пуçлаççĕ вĕт!» — тет Вăрмар районĕнчи Шăхальти Катя Иванова.

Çут çанталăка чунтан юратнăранах пулла çÿреме кăмăллать вăл. Пĕчĕк чухнех ашшĕпе пĕве хĕррине васканăскер паян та киле унтан тулли витрепе таврăнать.

16 Çĕртме, 2016

Сусăрсене те пулла илсе çÿреççĕ

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Антон Володиншăн пулă тытасси чун киленĕçĕ çеç мар, пурнăçăн пĕр пайĕ те. Урамра сивĕ-и, çил-тăман алхасать-и, çумăр çăвать-и — кирек епле çанталăкра та вăлта йăтса кÿлĕ е юханшыв хĕррине каякан çынсене пурте ăнланмаççĕ.

11 Çĕртме, 2016

Чăваш ачи - чăвашах, чунĕ ĕçре яланах

Шкулта кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне юрлаттаратчĕç çапла. Паян сире паллаштаракан çамрăкпа курнăçнă хыççăн шăпах çак йĕркесем асăма килчĕç.

Pages