Маттур!

31 Пуш, 2016

Йывăçа чун кĕртекен ăста

Нумаях пулмасть Германире ăста скульпторсен симпозиумĕ иртнĕ. Фестивале тĕрлĕ халăх маçтăрĕсем хутшăннă. Раççей чысне Шупашкарта пурăнакан Евгений Акимовпа унăн вĕренекенĕ Артем Смирнов хÿтĕленĕ. Ăстаçăсем конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнĕç. Ăна ака уйăхĕнче Германирех йĕркелĕç.

24 Пуш, 2016

Турă пÿрни хапха умне килтĕр

"Упа пек пĕчченех пурăнатăп", - тет Комсомольски районĕнчи Дубовка ялĕнчи Сергей Валентинович Хораськин. Хĕрĕх урлă тинтерех кăна каçнă арçынпа пĕрре мухтанатăн, тепре ăна шеллетĕн. Кил хуçалăхне пĕччен тытса пырать. Ăста алăллăскер çĕнĕ кил-çурт хăпартнă, вите тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, хур, чăх-чĕп ĕрчетет, пахчаçимĕç çитĕнтерет, кĕнеке вулама юратать... Вăл тума пултарайман ĕç çук та тейĕн, анчах Турă пÿрни, темшĕн-çке, халĕ те хапха умне çитсе тăрайман.

Pages