Комментари хушас

24 Пуш, 2016

Турă пÿрни хапха умне килтĕр

"Упа пек пĕчченех пурăнатăп", - тет Комсомольски районĕнчи Дубовка ялĕнчи Сергей Валентинович Хораськин. Хĕрĕх урлă тинтерех кăна каçнă арçынпа пĕрре мухтанатăн, тепре ăна шеллетĕн. Кил хуçалăхне пĕччен тытса пырать. Ăста алăллăскер çĕнĕ кил-çурт хăпартнă, вите тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, хур, чăх-чĕп ĕрчетет, пахчаçимĕç çитĕнтерет, кĕнеке вулама юратать... Вăл тума пултарайман ĕç çук та тейĕн, анчах Турă пÿрни, темшĕн-çке, халĕ те хапха умне çитсе тăрайман.

"Мĕншĕн?" - ыйтатăп унран. "Хĕрсем çук. Хулана тухса кайнă. Ялта ăçта тупмалла вĕсене?" - хăй ыйту парать арçын. Çамрăкрах чухне шыранă пулĕ-ха вăл чиперккесене. Халĕ, тен, пĕччен ĕçлесе пурăнма хăнăхнăран алă сулнă. Ун çинчен пирĕн хаçатра вуласан пĕр-пĕр пикен чĕри карт сиксе илессе шанас килет те... Хăй пекех ĕçченни тупăнсан пушшех паха. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан мĕн тери телейлĕ мăшăр пулмалла.

Ыррине шанни нихăçан та ытлашши мар. Сергей Валентинович паян килти хушма хуçалăхпа ĕçлет, анчах çывăх вăхăтра фермер пулас ĕмĕтлĕ. Сĕтлĕ выльăх картара тăнăран хуçалăх ун çинчех никĕсленĕ. Унсăр пуçне хальхи пекех чăх-чĕп ĕрчетĕ. Иртнĕ çул мăйракаллă шултра выльăх пуçĕ ытларах пулнă, кăçал кăшт чакнă. Тĕрлĕ сăлтава пула хăшне-пĕрне пусма тивнĕ. Анчах пĕччен çыншăн унăн шучĕ паян та сахал мар - мĕнпурĕ ултă чун. Вĕсенчен виççĕшĕ - сăвакан ĕне. Саккăрмĕш çул арçын вĕсене аппаратпа сăвать. Картишĕнче хурсем какăлтатаççĕ. Ăшă витере самăр чăхсем хуçа пек утса çÿреççĕ. Ăратлăскерсене Сергей Валентинович ятарласа ют района кайса туяннă. Юратса пăхать вĕсене. Чĕпĕ кăларма ятарлă инкубатор пур.

Вăл усракан чăх çăмартисене лавккарипе танлаштараймăн. Ахальтен-и ялти пĕр усламçă хăй сутакан çăмартасене çимест, Сергей Хораськина саккас парать.

"Кил хуçалăхне тытса пынисĕр пуçне арçын ниçта та ĕçлемест-и вара?", - ыйтмасăр чăтаймасть пулĕ хăшĕ-пĕри. Çамрăкла водителе вĕренсе тухнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă каярах платник ăсталăхне алла илнĕ. Ют регионсене тухса çÿренĕ. Юлашкинчен Комсомольскинчи пĕр заводра тăрăшнă. Анчах арçынна ĕç тытăмĕ йĕркеллĕ пыманни çырлахтарман. Вăхăтăн-вăхăтăн завод çынсене ĕçсĕр лартнă. Капла шалу та пыман. Çавăнпа Сергей Валентинович пурнăçа килти хушма хуçалăхпа сыпăнтарса пыма шухăшланă. Хăйĕн кил-çурчĕсĕр пуçне амăшне те пăрахмасть, пулăшать.

Мĕнле ĕлкĕрсе пынипе кăсăклансан сăпайланать. "Кĕпе-йĕме машина çăвать", - тет. Апат-çимĕç хатĕрлесси те уншăн йывăр мар. Хĕле валли хăяр-помидора хăех маринадлать, тĕрлĕ салат пĕçерет. Сăмах май, теплицăра ÿстернĕ пирки хăяр ака уйăхĕнчех пулса çитет. Апат тенĕрен лавккарине питех кăмăлламасть вăл. Кăлпасси вырăнне килте тушенка тăвать. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмест.

Пахчана кăларса лартма чÿрече анисем çинче помидор калчи çитĕнтерет. Теприн çинче - чечексем. Пысăк çуртра типтерлĕх хуçаланать, кашни япала хăйĕн вырăнĕнче.

Диван çумĕнче баян ларнине асăрхарăм, тăванĕ илсе килсе панă-мĕн. Унпа выляма вĕренесшĕн. Хĕлле тавракурăма анлăлатма вăхăт пур. Çулла выльăх валли апат хатĕрлемелле, çумкурăк çумламалла, кил-çурта сăрламалла, юсамалла... Вун-вун ĕç. Ĕне, сурăх кĕтме черет çитсен кăна кĕнеке вулама вăхăт тупăнать. Уйрăмах ĕлĕкхи чăваш писателĕсен произведенийĕсене?тĕслĕхрен, Никифор Мранькан "Ĕмĕр сакки сарлака", Илпек Микулайĕн "Хура çăкăр" романĕсене% кăмăллать арçын.

Юлташĕсемпе политика темине сÿтсе явма та пултарать. Çĕр ĕçченĕ пулнă май хресчене паян хăйĕн чĕртаварне вырнаçтарма йывăр пулнине аван ăнланать.

Анчах çамрăк пуçпа ĕçлемесĕр çапкаланса çÿрекене е укçа-тенке лавккара эрех туянсах "тĕп тăвакана" вара сивлет. Мухмăр-сухмăра сирме хăшĕ-пĕри ун патне те пыркаланă. Тепĕр чух 50 тенкĕ те пулин укçа ыйтнă. "Мĕншĕн вĕсен ăна ĕçлесе илмелле мар", - тет арçын.

Чунра яланах çĕнĕ кăмăл-туйăм çуралсан ялта пурăнма кичем мар. Акă Сергей Валентинович кăçал Кăшарнире вакра шыва кĕнĕ хыççăн кунсерен ирпе пуç тăрăх сивĕ шыв ярать. Çитес çул сывлăха çирĕплетмешкĕн чупма йĕлтĕр туянасшăн. Юратнă çын тупăнсан пĕрре мар, икĕ мăшăр та илме тивĕ.

Ирина ПАВЛОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.